Хоккей туслăха çирĕплетет

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти пăр керменĕнче «Ырă пăр» ятпа хоккей турнирĕ иртрĕ. Мускаври ыркăмăллăх фончĕ пуçарнипе ирттернĕ ăмăртăва пирĕн республикăри ачасен 4 команди вăй виçрĕ. Тĕп наградăна — кубока — Вăрнар районĕнчи «Кристалл» хоккеисчĕсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Муркашри «Волжские ястребы» тата Çĕнĕ Шупашкарти «Новчик» йышăнчĕç.

«Кристалл» команда Вăрнар поселокĕнче пăр керменĕ уçăлнă хыççăн йĕркеленнĕ. Николай Старостин тренер вĕрентсе пынипе 9-17 çулсенчи ачасемпе яшсем /вĕсем — 30 ытла/ кашни кун çĕнĕ каток çине хоккейла выляма васкаççĕ. Республикăри «Надежда» тата «Ылтăн шайба» турнирсенче малти вырăнсене пĕрре мар йышăннăскерсем кăçал «Ырă пăр» ăмăртура Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕç. Команда капитанĕ Никита Тинюков чи ăста хоккеистсенчен пĕри. Ку ăмăртура вăл «Тапăнса вылякан чи лайăх спортсмен» ята тивĕçнĕ. «Кристалл» кермене 3 çул каялла çÿреме пуçланă Максим Федоров, Михаил Анисимов, Дмитрий Никитин та питĕ пултаруллă. «Пирĕн командăри ачасем пурте хастар. Хоккей пире çывăхлатать, эпир пурте пĕр-пĕринпе туслă. Пушă вăхăта та пĕрле ирттеретпĕр. Каток ĕçлемен чухне футболпа волейбол лапамĕсенче тупăшатпăр. Хоккей пирки çулла та манмастпăр: мечĕке курăк çинче кустарса вылятпăр. Вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыма тăрăшатпăр», — терĕç вĕсем. Çамрăк хоккеистсене ашшĕ-амăшĕ те хавхалантарса пырать, наградăпа таврăнсан савăнăçа пĕрле пайлаççĕ.

Муркаш районĕнчи Сыпайкасси вăтам шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Володя Дмитриев /сăн ÿкерчĕк-ре/ конькипе ярăнма тăватă çултах вĕреннĕ. Пăр çинче хăюллăнах тăраканскере амăшĕ тепĕр çултан клюшка парнеленĕ. Нумай та вăхăт иртмен шкул ачине районти «Волжские ястребы» команда йышне илнĕ. Паян вăл — ушкăн капитанĕ.

— Клюшкăна алла тытмасăр пĕр кун та иртмест. Спортăн çак тĕсне чунтан юрататăп. Каток çинче хама паттăр пекех туятăп. Пирĕн çĕршыври паллă командăсен йышне лекес килет, — терĕ 11 çулти хоккеист. «Волжские ястребы» Калайкасси, Юнкă, Муркаш ялĕсенчи маттур хоккеистсенчен йĕркеленнĕ. Иртнĕ çул республикăри «Надежда» ăмăртура ылтăн медаль çĕнсе илнĕскерсем Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» турнирăн районти тапхăрĕнче те ăнăçлă выляççĕ. Александр Шишкин тренер патĕнче ăсталăха туптакан 18 яш малашне те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарасса шанатăп.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Хаклав

Игорь БАРАДАЧЕВ, ыркăмăллăх фончĕн ертÿçин заместителĕ:

— Чăваш Енре хоккейпа туслă яш нумаййишĕн хĕпĕртерĕм. Вĕсем пурте тĕрĕс çул çине тăнă. Хоккейла вылякан вăйлă та хăюллă. Вăл йывăрлăхсенчен хăрамасть, яланах çĕнтерÿ патне ăнтăлать.

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.