Хоккеистсем – шкул мăнаçлăхĕ

14 Кăрлач, 2016

Шкул хоккеистсемпе чăнах та мухтанма пултарать. Çакна эпĕ пиллĕкмĕш класри Роман Павловпа, тăххăрмĕшĕнчи Даниил Павловпа тата вуннăмĕшĕнчи Михаил Ларевпа калаçсан ăнлантăм. Спортпа туслăскерсем кашни эрнекун Вăрнара тренировкăна çÿреççĕ.

- Хамăр ял ачисем пилĕк çул каялла тăрăшсах каток турĕç. Унта халĕ район ăмăртăвĕсем те тăтăшах иртеççĕ, - савăнса пĕлтерчĕç маттурккасем.

Шкултан килсенех ачасем апат çиеççĕ, урок тăваççĕ, ашшĕ-амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхса пулăшаççĕ те урама выляма тухаççĕ.

Çулсеренех хĕллехи пĕрремĕш кун йĕлтĕрпе ярăнасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Унта çемьесемпех тăрăшса ăмăртаççĕ.

Николай Александрович Михайлов тренер вĕренекенĕсене вăйă техникине аван хăнăхтарать. Çавăнпах пуль çак ачасем районти тĕп командăра выляма тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Вăрнарта, Канашра, Елчĕкре те хăйсен ăсталăхне кăтартнă.

Рома - чи лайăх тапăнакан. Пĕлтĕр çамрăк хоккеистсен республикăри «Ылтăн шайба» ăмăртăвĕнче икĕ медаль çĕнсе илнĕ вăл. Патăрьел районĕн команди çав ăмăртусенче иккĕмĕш вырăна тухнă. Ун хыççăн Даниил Павловпа Николай Шугуров Патăрьел районĕн «Олимп» пĕрлештернĕ хоккей команди йышĕнче Оренбургри вăйăсене те хутшăнма тивĕçнĕ.

Ку ачасем ытти енĕпе те хастар. Нумаях пулмасть минифутболла выляса палăрнă. Тата кашнин хăйне уйрăм иленĕвĕ те пур. Миша çиччĕмĕш класранпах «Зарницăна» хутшăнать. Юрра-кĕвве те питĕ çивĕч туять вăл. Пианино тата купăс ăста калать, юрлать, ташлать. Дизайнер пулма ĕмĕтленет. Пÿлĕмре тирпейлеме, япаласене илемлĕн вырнаçтарма çав тери юратать. Даниил отличник, ыттисем ударниксем. Пур çĕре те хутшăнаççĕ вĕсем. Рома гитара калама ăста. Павловсен шăллĕ виççĕре пулин те халех хоккейла вылясшăн. Ашшĕ ялан хавхалантарать вĕсене. Ак çапларах пултаруллă ачасем вĕренеççĕ Пăлапуç Пашьел шкулĕнче.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков çулсеренех хоккей турнирне ирттерме пулăшать. Çавăн пекех вăл шкулти вунă ачана кашни уйăхра стипенди парса хавхалантарать, Даниилпа Миша та çак хисепе тивĕçнĕ. Маттур ачасем волонтер пулса тĕрлĕрен акцие хастар хутшăнаççĕ.

Н.А.Михайлов тренер хоккейла ăста вылякансене кăçал клюшкăсем парнеленĕ. Ачасем куншăн виçесĕр савăннă.

Пăлапуç Пашьел шкулĕнче хоккеистсем йышлансах пыччăр!

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.