Хистенипе мар, чун туртăмне кура

9 Çĕртме, 2017

Нумаях пулмасть Чĕмпĕрте иртнĕ «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» фестиваль-конкурс пиллĕкмĕш хутчен иртнĕ. Унта Чăваш Ен чысне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Кузнецовсем хÿтĕленĕ. Вĕсем «Яваплă ашшĕ-амăшлăх» номинацире çĕнтернĕ. Андрейпа Алевтинăн — виçĕ ача. Асли Максим Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта — 5-мĕш класра, вăталăххи Ульяна 2-мĕш класра вĕренеççĕ. Кĕçĕнни Матвей — 1,3 çулта.

Кузнецовсем патне конкурс йĕркелÿçисем маларах шăнкăравланă, мĕнле йытă пирки ĕмĕтленни пирки ыйтса пĕлнĕ. Анчах ăна парнелесси пирки Кузнецов шухăшлама та пултарайман. Нимĕç шпицĕ ăратлă çурасем 16-60 пин тенкĕ тăраççĕ иккен.

Çак кунсенче инçе çултан таврăннă Максимпа Ульяна ашшĕпе пĕрле пирĕн редакцие кĕрсе тухрĕç, хăйсем çинчен «Тантăш» тусĕсене каласа кăтартрĕç.

10-ри Максим конкурсра пĕртте пăлханман иккен. Çапла пулмасăр! Вăл 3 çултан вара сцена çине тухать. Икĕ çул каялла Пĕрремĕш каналти «Поле чудес» кăларăмра та чăваш кĕпи тăхăнса юрă шăрантарнăччĕ вăл. Максимăн кунашкал çул çÿревсем тăтăшах пулаççĕ: Ульяновска каяс умĕн кăна-ха арçын ача Калуга облаçĕнчен таврăннă. Юрăç шăпи ăна Севастополе, Пушкăртстана, Тольятие илсе çитернĕ. Максим шкулта аван вĕренет. Унти пĕр мероприяти те вăл юрламасăр иртмест. Чăваш чĕлхи эрнинче Кузнецовсем çемйипех шкула пырса концерт лартнă. Максим ашшĕн мĕн-пур юррин сăмахĕсене пĕлет. Вокал енĕпе иртнĕ тĕрлĕ конкурсра çĕнтернĕ арçын ача нумай наградăна тивĕçнĕ. Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри — пĕлтĕр Кремльти елкăна кайма тивĕçни.

Максимăн паллă çынсемпе — Леонид Якубовичпа, Владислав Третьякпа, Михаил Игнатьевпа, Олимп чемпионкипе Елена Николаевăпа тата ыттисемпе — асăнмалăх ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕк нумай.

Ульяна ÿкерес енĕпе пултарулăхне аталантарть, ÿнер шкулĕнче вĕренет. Вăл гимнастикăра та çитĕнÿ тăвать. Ăмăртусене хутшăнса çĕнтерÿпе таврăнать.

«Ачасем пурте талантлă çуралаççĕ. Пирĕн тивĕç вĕсене курса аталанма майсем туса парасси. Эпир ачасене вăл е ку секцие, кружока кайма нихăçан та хистемен. Чун туртăмне кура вĕсем хăйсем çак ыйтăва татса параççĕ», — терĕ Андрей Геннадьевич.

Çемье вучахĕн управçи Алевтина Вячеславовна — воспитатель. Кашни тĕпренчĕкĕн чун киленĕçне шута хурса вĕсмпе татах çывăхланма тăрăшать: Максимпа нотăсем, юрăсем вĕренет, Ульянăпа ÿнер ăсталăхне туптать. Матвейшăн йăлтах кăсăклă, унăн йăлтах тытса, çыртса пăхмалла. Алевтина ăна аталантармалли тетте кĕнекесем ăсталать. Ачисене амăшĕ чăваш кĕпи çĕлесе панă, вĕсене хăй аллипе тĕрлесе илемлетнĕ.

Кузнецовсем «Çынна ырă ту — каялла таврăнĕ» девизпа пурăнаççĕ. Вĕсем тăтăшах Андрейăн тăван ялне, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшика, каяççĕ. «Асаттепе асанне выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Пирĕн хамăрăн та хваттерте чĕр чун нумайччĕ: арлан, кролик, попугай, кушак, пулăсем пурччĕ. Анчах халĕ вĕсем пĕри те çук: пĕри çухалчĕ, тепри вилчĕ… Çавăнпа пире йытă парнеленĕшĕн эпир питĕ савăнтăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.