Хĕвелтен пехил илсе...

27 Утă, 2015

Нумаях пулмасть чăваш литературин çÿлĕкĕ черетлĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Валерий Самойлов-Раштав хăйĕн юрра хывăннă сăввисен пуххине "Телей кайăкĕ" ятпа кун çути кăтартма пултарчĕ. 251 страницăран тăракан кĕнекере - паянхи эстрада юрăçисем шăрантаракан 200 ытла юррăн тексчĕ.

"Хыпар" вулаканĕсемшĕн Валерий Раштав илтмен-пĕлмен ят мар: кăçалхи ака уйăхĕнчи кăларăмсенчен пĕринче эпир литературăра хăйĕн çул-йĕрне сулмаклăн хывакан авторпа тĕплĕн паллаштарнăччĕ. Ун чухнех вăл çитес вăхăтра хăйĕн хайлавĕсен иккĕмĕш пуххине /пĕрремĕшне, "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" ятпа пичетленнине, Валерий Самойловăн университетра пĕрле вĕреннĕ тусĕсем парнелĕх кăларнăччĕ/ кăларма хатĕрленни çинчен систернĕччĕ. "Çĕнĕ вăхăт" типографире çĕнĕ кĕнекен пĕрремĕш экземплярĕсем июнь уйăхĕнче "пиçсе" тухрĕç.

Ахăртнех, хальхи чăваш эстрадине кăмăллакансемшĕн ку тахçанах кĕтнĕ парне пулчĕ. Интернет уçлăхĕнчи социаллă сайтсенчи хутшăнусенчен çакă яр уççăн курăнать: Валерий Самойлов сăввисемпе хывнă юрăсем чуна пырса тивни, пурнăçа, çуралнă тăрăха хаклама вĕрентни çинчен çырусем чылай вĕсенче. Чи кăсăкли - ют çĕршывсенче пурăнакан йăхташсем те интересленеççĕ авторпа, унăн хайлавĕсен куçарăвне кĕтекен-ыйтакан та пур. Эппин, Литература çулталăкĕнче кун çути курнă çак кĕнеке тусан айне пулмасса шанма май пур.

"Телей кайăкĕнчи" сăвăсене тишкернĕ май Валерий Раштав лирики мĕнле шухăшсем çуратать-ха?

Чи малтанах çакна асăрхатăн: сăвăсенчи лирика геройĕ - хăйĕн тăван халăхĕн уйрăлми пĕр пайĕ. Тата - çутçанталăк ачи. Пĕтĕм сăвăра тенĕ пекех палăрать çакă. Чылай хайлавра хăй чăваш пулнине систерет, халăхăмăрăн авалтан пыракан йăла-йĕркинчен иртмесĕр пурăнма чĕнсе калать.

Ытарлăн каласси - литературăри пултарулăхăн чи курăмлă енĕ. Чĕрĕ мар япала поэзире чылай чухне "чĕрĕлет" /Хумсемпе ачашланам-и Çил канмашкăн лариччен? е ...мерчен акасси Уйăхшăн ача вăййи анчах, е Пĕлĕт ... пĕчĕк ачалла ярăнать, е Тăрă шыв пек чÿхенсе ăрша вылять/. Пирĕн фольклорта сăваплă шутланакан тĕссемпе, хисепсемпе час-час усă курать автор /сар ыраш, сар тинĕс пек ыраш, сар кайăк, сар тутăр т.ыт.те/.

Сăвăсенче лирика геройĕ этемшĕн чун пуянлăхĕ, тасалăхĕ темрен паха пулмаллине тăтăшах асăрхаттарать. Çынна ырă сунасси - поэтăн чунĕнче /Ман валеçесчĕ паянах Килтен киле телей анчах е Ырă ят кăна юлтăр пирĕнтен/.

Раштавăн интимлă лирики те хăйнеевĕр - таса туйăмпа витерĕннĕскер вулакана çепĕçлĕхĕпе тыткăнлать. Кунта та кĕтмен танлаштарусемпе эпитетсене сахал мар куратăн. "Сар кайăк пек" сăввинче çакăн пек йĕркесем çырăннă: Ăш хĕвелтен пехил илсе Эс маншăн килнĕ тĕнчене... Этем çутçанталăкран уйрăм пулма пултарайманнине асра тытса, вăл пурнăçри кашни утăма унпа çураçăллăн кăна тума пултарнине шута илсе çапла çырать автор.

Валерий Раштав хăй те çак кĕнекене хĕвелтен пехил илсе" хатĕрлеме мехел çитерчĕ мар-и апла-тăк?

 

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: