Хĕвел питтинче улаланнă ачана «Олаев» тенĕ

15 Çĕртме, 2016

Тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă та ĕçчен пулнипе палăрать вăл. Купăсне тăсса ярсан вара ташламасăр, юрламасăр никам та тÿссе тăраймасть. Ăна ялти кашни туя, уява купăс калама чĕнеççĕ. Нихăçан та турткаланса тăмасть вăл, ялти пултарулăх ушкăнне те çÿрет. Сăмахăм — Муркаш районĕнчи Шомикре пурăнакан 73 çулти Петр Олаев пирки.

Эпир пынă чухне Петр Иванович пушă марччĕ-ха. Олаевсем кивĕ мунчине сÿтсе пăрахнăччĕ. Мăшăрĕ Вера Григорьевна кăшт канса илмелле тесе пÿрте чĕнчĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ кукăль пĕçернĕ. Чей ĕçнĕ май Петр Иванович иртнине аса илчĕ.

«Ачаранпах çак вырăнта пурăнатăп. Тĕп киле юлтăм. Атте Иван Тихонович Атăлта пăрахут çинче ĕçлетчĕ. Анне Софья Мироновна колхозницăччĕ. Эпир çиччĕн пĕртăван ÿснĕ. Шел, пĕри пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Эпĕ Шомикре 7 класс пĕтернĕ хыççăн каçхи шкулта пĕлÿ илтĕм. Аттепе пĕрле Атăлта икĕ çул пулă тытса çÿрерĕм. Пуллине Шупашкарти апат-çимĕç комбинатне леçеттĕмĕр. Çупах, шăла пулă тытаттăмăр. Осетра тытма чаратчĕç. Эпĕ хам ĕмĕрте пĕрре кăна 19 килограмлă осетр тытса курнă. Унтан мана çар комиссариатĕнчен шофера вĕренме ячĕç. Специальноç илнĕ хыççăн çара кайрăм. Çарта пысăк машинăпа ĕçлеме тата çур çул вĕрентĕм. Ракета валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттараттăм. Хĕсметре виçĕ çул тăтăм. Яла таврăнсан Шупашкарти автобус паркĕнче ĕçлерĕм. Пуçлăха «Волгăпа» илсе çÿреме тÿр килчĕ мана. Аварие лексе вилĕмрен те юлтăм. Кайран Шупашкартах стройкăра платникре ĕçлерĕм. Эпĕ ĕçе ялтан çÿреттĕм. Ирхине 4 сехетре тăрса тухса каяттăм.

Пулас мăшăрăм Вера йыснасен ялĕнче, Станьялта, фермăра ĕçленĕ. Эпĕ йыснасем патне кайсан ăна пĕрре курсах килĕштертĕм. Верăпа хĕр тусĕ фермăра ĕçлетчĕç. Эпĕ çула май тенĕ пек унта кĕнĕччĕ. Вĕсем ĕç хыççăн канма выртнăччĕ. Тепре килме сăлтав пултăр-ха тесе Верăн тутăрне илсе кайрăм. «Тутăрне çитес вăхăтрах леçме килетĕп-ха», — хавхаланнăччĕ хамăн ăшăмра. Анчах ăна тавăрса пама каяймарăм, чире пула больницăна лекрĕм. Операци турĕç. «Юрататăн пулсан — кил, савмастăн тăк — ан кил», — çыру çырса парса ятăм Вера валли. Мĕн тетĕр? Хăйĕн виçĕ çул çÿренĕ савнийĕ пулнă пулин те ман патăма килчĕ вĕт! Больницăран сипленсе тухсанах йыснасем патне вĕçтертĕм. Унтан — фермăна. Кĕрсенех йăл-йăл кулса: «Тутăрна леçме килтĕм», — терĕм савнă хĕре. «Манăн тутăр нумай. Кирлĕ мар. Каймастăп ниçта та», — турткалашрĕ хайхи. Пĕрех сăмах тупрăмăр. «Типпе кĕриччен пĕрлешмелле», — васкатрĕ анне те. Эпир кăрлачăн 1-мĕшĕнче пĕр-пĕрне пĕрремĕш хут курнă, 2-мĕшĕнче сăмах хушнă. Нарăсăн 3-мĕшĕнче çырăннă, 10-мĕшĕнче туй тунă. Текĕл çул /1972 çул/ пĕрлешнĕ пулсан та 45-мĕш çул килĕштерсе пурăнатпăр. 5 ача — Оля, Надя, Юля, Ира, Алевтина — пăхса ÿстертĕмĕр. 4 хĕр, 5 кĕрÿ, 10 мăнук пирĕн халĕ. Çур çул каялла пысăк хуйхă пулчĕ, Юля чире пула пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ», — ку тĕле çитсен салхулланчĕ кил хуçи.

— Сире ялта чÿрече уçса вăлтапа пулă тытса ларнă теççĕ? — калаçăва урăх еннелле пăрас тĕллевпе ыйтрăм эпĕ.

— Астăватăп-ха: ачапча чухне кунта питĕ шурлăхлă вырăнччĕ. Пÿрт умĕнчех шыв тăнă. Урам урлă каçса çÿреме май çукчĕ. Атте Атăлтан çăрттан пулă тытса килсе янăччĕ унта. Çăрттан часах вилмест. Хам астумастăп паллах, анчах, çынсем каланă тăрăх, чÿречерен вăлта ярса ларнă эпĕ. Уй чăвашĕсене /аякри ялсенчен утта, вутта Шомик витĕр килекенсене çапла каланă. — Авт./ иртсе кайнă чухне: «Пулă тытатăп», — тенĕ-мĕн эпĕ. Йĕпе вырăнта пурăнни халĕ те чăрмав кÿрет. Пирĕн çуркуннесерен тĕпсакай тулли шыв. Çĕр вылянăран верандăна виçĕ хутчен хăпартрăмăр.

Петр Олаев 14 çултанпах купăс калать. Çак ăсталăха вăл хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. Пиччĕшĕн Николайăн та купăс пулнă. Тепĕр пиччĕшĕ Георгий те купăс калать. Халĕ çемье пуçĕ баян калама та вĕреннĕ. Ялти пултарулăх ушкăнне икĕ теçетке çула яхăн çÿренĕ вăл. «Халĕ, хĕрĕмĕр вилнĕ хыççăн, каяс мар терĕмĕр. Çур çул кăна иртрĕ ăна çухатнăранпа. Мăнукăмăрсене Ксюшăпа Петьăна хамăр пата илсе килтĕмĕр. «Анат Кĕнер» фольклор ушкăнне çÿренĕ чухне мăшăрăмпа «Сар пачалăк», «Урамалла виç чÿрече» ĕлĕкхи юрăсене шăрантараттăмăр. Концерт нумай лартнă. Ялта юлнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Ĕç нумай. Ĕçлесен вăхăт хăвăртрах иртет. Сывлăх та пулать. Ĕне, икĕ сысна, икĕ пăру тытатпăр. Чăх-чĕп йышлă усратпăр. Пластик савăтсенчен 3 теплица ăсталарăмăр. Унта хăяр, помидор, пылак пăрăç ÿстеретпĕр. Иçĕм çырли те, арпуспа дыня та туса илетпĕр. Кăшт ирĕклĕрех самант тупăнсанах хаçат тытатăп. Чăвашла вулама юрататăп. «Хыпарпа» «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илетпĕр. Ĕмĕр тăршшĕпех шашкăлла, шахматла выляма шутсăр юрататăп. Юлташсенчен час-часах выляса илетĕп. Пичче Георгий те шахматла ăста вылять. Вăл вара мана ытларах çĕнтерет», — пĕлтерчĕ Петр Иванович.

— Олаев хушамат питĕ сайра тĕл пулать. Калăр-ха, ăçтан пуçланса кайнă вăл?

— Ваттисем каланă тăрăх — пирĕн мочока /асаттен ашшĕне. — Авт./ Атăл хĕрринчи хăйăр çинчен тупса килнĕ. Пĕр хĕрарăм ача çуратса пăрахса хăварнă иккен... Ачи хĕвелпе пиçĕхсе улаланса кайнăран ăна «ола» тенĕ. Пăхса çитĕнтернĕ, авлантарнă ăна. Унăн 5 ывăл çуралнă. 5 ывăл йышĕнче манăн асатте те пулнă. Халĕ ялта Олаевсем йышлă. Çав арçын ача вилнĕ пулсан эпир пулмастăмăр. Мăн мочокĕсем Атăла пулă тытма çÿренĕ. Вĕсен ача пулман. Çавăнпа шыв хĕрринче тупнă тĕпренчĕк вĕсемшĕн парне пекех пулнă. «Турă парне пачĕ», — хĕпĕртенĕ вĕсем. Çавăнпа пире халĕ те «подярсем» /подарок сăмахран/ теççĕ. Ялта Алаевсем те пур. Çар комиссариатĕнче пĕри Олаев вырăнне Алаев тесе çырнă та — çавăнтан Алаев хушамат пуçланса кайнă…

Пирĕн калаçу таçта та çитрĕ. Ку ялти хăйнеевĕр диалектран пуçласа ĕлĕкхи йăла-йĕркене, юрра-кĕвве упраса хăварасси таранах пуплерĕмĕр. Ялта купăс калама пĕлекен сахалланса пыни те пăшăрхантарать Петр Ивановича. Юлашкинчен тÿсеймерĕ кил хуçи — купăс ярса илчĕ. Кăмăлĕ уçăлса кайнипе авалхи юрăсене шăрантарчĕ…

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.