- Чăвашла верси
- Русская версия
Хĕвел хĕртме пуçличчен...
Роза Шевченко 65 çулта пурнăçне йăлт çĕнĕрен пуçланă. Карагандаран Чăваш Республикине куçса килсен хăй ĕмĕтленнĕ пекех ялти чи хĕрринчи пÿртре хăтлăх тупнă. «Чи малтанах пахчара сулăнса утă çулнине çынсем карта хушăкĕпе сăнатчĕç», - аса илет вăл. Кайран вăр-варскер ял-йышпа туслашнă. Ăна Етĕрне районĕнчи Ирçе халăхĕ ĕçченлĕхĕшĕн, ыранхи кунпа пурăннăшăн хисеплет. Çакăнта килсен Роза Петровна хуралтăсене юсанă, канализаци пăрăхĕ хунă, кил таврашне тирпейлесе тасатнă. «Хĕрарăм пăта çапма пĕлнинчен тĕлĕнмелле-и вара? Эпĕ хама шанма вĕреннĕ» - палăртать Роза Петровна.
Ыт ахальтен килсе çитмен вăл çак тăрăха. Унăн кукамăшĕ чăваш пулнă.
Тухтăра вĕренсе тухнăскер ĕмĕр тăршшĕпех çынсене сипленĕ. Сывлăх хавшанисем халĕ те ун патне пулăшу шыраса пыраççĕ.
82-ри Роза Шевченко пурнăç уттипе тан пырать. Ялти ĕç-пуçа кăна мар, тĕнче шайĕнчи хыпарсене пĕлсе тăрать, çут çанталăк кăларăмĕсене уйрăмах килĕштерет. Пушă вăхăтра тренажерпа сывлăхне çирĕплетет. Çак хатĕре ăна Чăваш Ене пĕрле килнĕ çывăх тăванĕсем парнеленĕ. Чечексем юратать вăл. Хăйсен вăхăчĕпе пÿртре те, пахчара та çеçке çураççĕ вĕсем. Çав илем хуçине çеç мар, ял-йыша та савăнтарать, киленÿ кÿрет.
Вăррине çăтмалла мар
Роза Петровна канлĕ пурăнма хăнăхман. Çаплипех выльăх, чăх-чĕп тытма ÿркенмест хĕрарăм. Çитменнине, вĕсене хуçа уйрăм условисем туса панă. «Качака шăтăк-çурăк витере шăнса пăсăлĕ те чирлеме пуçлĕ, ăна сиплемешкĕн мĕн чухлĕ вăй, укçа кирлĕ. Тытрăм та выльăха пÿрте кĕртрĕм - вара тинех чун лăпланчĕ», - каласа кăтартать Роза Петровна. 3 путеклĕ качака хуçипе юнашар хăйне канлĕ те хăтлă туять. Хĕрарăм выльăха валли урайне утă пăрахса панă. Тĕрлĕ апат-çимĕçпе иртĕхтерет вĕсене Роза Шевченко. Унăн качаки ливер кăлпасси, печени, пĕçернĕ какай, пĕлĕм, тĕтĕмленĕ пулă, мандарин, банан... юратать. Çулла хайхисене тĕрлĕ çырлапа хăналать. «Чие хыптарсан «Вăррине ан çăт» тетĕп те итлет тата», - выльăха мухтать вăл.
Кĕркунне йыш хушăннă
Роза Шевченкăн чăххисем кăмака çинчи йăвара хĕлĕпех çăмарта тăваççĕ. «Кĕркунне пĕр чăх таçта çухалчĕ. Тахăш вăхăтран курăнать те тата таçта кайса кĕрет. Тепре пăхрăм та - 15 чĕпĕ ертсе тухрĕ. Канлĕх çухалчĕ - сивве хирĕç мĕнле çитĕнтермелле манăн вĕсене?
Унччен те пулмарĕ, кÿрше каçса кайрăм. «Сирĕн автан манăн чăхсем патне хăнана çÿрет. Ăна пулах килте йыш хушăнчĕ. Алимент тÿлĕр», - терĕм», - калаçу йĕркелеме, шÿтлеме ăста Роза Петровна. Хĕл лариччен çут тĕнчене килнĕскерсем çăмарта тума пуçланă ĕнтĕ. Çынран та хăрама пĕлмеççĕ вĕсем. Ятарласа алла вĕретнĕ пекех тытаççĕ хăйсене. Хĕрарăм кĕркуннеренпе качакапа чăхсене типĕтнĕ 3 михĕ пан улми çитерсе янă. Юлашки çăкăр татăкне те выльăха хыптарать хатĕр хуçа. Ырă туни, чăнах, ырăпа таврăнать. Качака, сăмахран, 3 литр таран сĕт антарать.
Выльăх юратман çынпа хутшăнмасть хĕрарăм. Унашкаллисене путек те памасть. Курса-пĕлсе тăнă çĕртех ăна выçăпа аптăратнине чунĕ епле йышăнтăр? Пĕрре çапла çынна панă путекне киле каялла илсе таврăннă вăл.
Уйрăм йĕрке
Роза Шевченко шап-шурă простынь çинче çывăрма хăнăхнă. Анчах качака мар тăк путексем вырăн таврашне варалама пултараççĕ-çке. Ку хутĕнче те майне тупнă вăл. Вырăн сарми айне клеенка хунă. «Хăш чухне путексем те манпа пĕрле утиял айне кĕрсе выртаççĕ», - пытармасть çаврăнăçуллăскер. Хуçа вĕсене хăваласа та пăхать - пур пĕрех лешсем тăрса каймаççĕ. Пĕчĕкскерсем хĕрарăм хăйсене чунран юратнине, ырă суннине туяççĕ ĕнтĕ.
Роза Петровнăн килĕнче уйрăм йĕрке çирĕпленнĕ. Хĕрарăм качакасене талăкра темиçе хут уçăлма кăларать. Çавăнпах вĕсене пăхмашкăн çăмăлрах ăна.
Ирçере тĕпленнĕскер лаша илме те хирĕç мар. Нумаях пулмасть ĕне те усранă вăл. «Карагандара та карта тулли выльăх тытнă эпир. 3 ĕне, 3 пăру, вăкăр пăхаттăмăр», - тăсăлать калаçу.
«Ун пеккине асăрхаман...»
Унăн выльăх-чĕрлĕхĕ этем чĕлхине ăнланать тейĕн. Темиçе тĕслĕх илсе кăтартам-ха.
«Ялти ĕнесене укол тума пуçларĕç. Эпир те ветеринар патне кайрăмăр. «Ĕнÿне кăкарса хур», - теççĕ мана. «Вăл ахалех вырăнтан та хускалмĕ», - ăнлантартăм специалистсене ĕçе пуçăнма васкатса. «Ыраттарине чăтас пулать», - хам çав вăхăтра ĕнене ачашларăм. Йăлтах хам шухăшланă пекех пулса тухрĕ - выльăх хăраса тармарĕ.
Тепрехинче сыснапа пĕрле пĕве хĕррипе иртеттĕмĕр. Вăл йăлхапа выляма пуçларĕ. Халь-халь путассăн туйăнать. «Хыçалалла ут, унсăрăн сана никам та пулăшаймĕ», - хыпăнса ÿкрĕм хам та. Мĕн тетĕр - сысна çыран хĕррине чиперех тухрĕ.
Карагандари арçынсем те манран тĕлĕнетчĕç. «Урама тухсан «Даша, ман хыççăн ут» теттĕм те сысна пĕр шит те юлмастчĕ. «Темĕн те курнă, кун пеккине асăрхаман вара», - çынсем хăйсен хушшинче калаçни хăлхана кĕретчĕ», - сÿтĕлет аса илÿ çăмхи.
Унăн хурĕсем этем чĕлхине ăнланни пирки те пĕр-пĕрне пÿлсех каласа кăтартать ял халăхĕ. «Ачамсем, килелле!» - урама тухса кăшкăрма хăнăхнă хĕрарăм. Унăн сассине илтнĕ хурсем пĕр самантрах çырма урлă вĕçсе хапха умне çитеççĕ. Пĕверен те хăваласа кăлармалла мар вĕсене.
Çак пулăмăн вăрттăнлăхне пытармасть Роза Петровна. Унăн кĕсйинче те, аллинче те яланах тутлă çимĕç пур. Çав апатпа выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке илĕртет, алла хăнăхтарать вăл.
Роза Шевченко ача-пăча çуратман пулин те кичемлĕх тутнине пĕлмест. Выльăх-чĕрлĕхпе кун иртнине те сисмест хĕрарăм. Çанталăк ăшăтсанах качакапа путекĕсене, чăх-чĕпе картана куçарĕ вăл. Ун чухне картиш вăйă лапамне çаврăнĕ. Эх, хĕвел часрах хĕртсе пăхма пуçлатăрччĕ, юр ирĕлсе çерем тухтăрччĕ...
Марина ТУМАЛАНОВА.
Комментари хушас