«Хĕвел» çутă тĕссемпе савăнтартăр

3 Раштав, 2014

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Хĕвел» компанин Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел модулĕсем туса кăларакан заводĕнче пулнă, производствăпа паллашнă.

Паян заводра 300 ытла çын ĕçлет. Халĕ кунта наладка ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ, çитес çулăн пĕрремĕш кварталĕнче хатĕр продукцие тиесе ăсатма пуçламалла. Çулталăкра 770 пин модуль /пĕтĕмĕшле хăват - 97,5 МВт/ туса кăларма палăртаççĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев ку предприяти XXI ĕмĕр требованийĕсене тивĕçтерекен, Раççей промышленноçĕпе энергетика комплексĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ йышши завод пулнине палăртнă. «Çĕнĕ Шупашкарта çакнашкал чаплă завод хута кайнăшăн савăнатăп. Линисем ĕçлеççĕ, çак ĕç çимĕçĕ, пирвайхи модульсем, производствăра. Чăваш Енри çамрăксем валли тухăçлăхпа уйрăлса тăракан çĕнĕ 300 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Предприяти малашлăхĕ пысăк: рынок йĕркеленет, хĕвел энергийĕпе усă куракан станцисем çĕкленеççĕ», - тенĕ вăл.

«Хĕвел» - «Ренова» ПКпа «Роснано» АУОн пĕрлехи предприятийĕ. Вăл Раççейри хĕвел энергетикин отраслĕнчи чи пысăк предприятисенчен пĕри. Çĕнĕ Шупашкарти производство подразделенийĕсĕр пуçне унăн ушкăнне Санкт-Петербургри А.Ф.Иоффе ячĕллĕ ФТИ çумĕнчи наукăпа техника центрĕ, çавăн пекех хĕвел электростанцийĕсене тата энерготытăмсене проектлакан, вĕсен строительстви енĕпе ĕçлекен девелопер подразделенийĕ кĕреççĕ.

Петр ЧЕРНОВ

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 
Автор: