Хĕвел ăшшине кăмăллать
Хÿтлĕх

Çурçĕр регионĕсенче те ĕрчетме май пур илĕртÿллĕ те тиркевсĕр çак кайăк-кĕшĕке. Европăна 16-мĕш ĕмĕрте Латин Америкинчен илсе килнĕ, малтан - Испание, каярахпа - Франципе Англие, 18-мĕш ĕмĕр варринче - Раççее...

Çакна пĕлекен халĕ сахал, анчах та кăркка какайне кăмăллакан йышлансах пырать. Вăл белокпа, тĕрлĕ витаминпа пуян, тытăмĕнче фосфор, тимĕр, селен пур. Çав вăхăтрах холестерин сахал. Кунсăр пуçне аллергие ямасть, çавна май ачасене çитермешкĕн уйрăмах юрăхлă. Кăркка ĕрчетни пайталлă: ăратлă кайăк 17-22 килограма çитет, ами - 7-10 килограма. Çуллен 50-120 çăмарта тăвать тата ÿт лайăх хушать.

Кăркка чĕпписене çитĕнтерме кăна кансĕр, вĕсене хăйне евĕр пăхмалла: малтанхи вăхăтра тĕпне улăм е вĕтĕ турпас сарнă ешчĕксенче усрамалла. Хутпа усă курмалла мар, вăл чĕпĕсен урине шутарать: саркаланса кайса вĕсем хуçăлас хăрушлăх пур.

Чĕр чуна талăкĕпех çутă тата ăшă кирлĕ. Ĕçмелли шыва кунне икĕ хут улăштармалла, вăл лĕп пулмалла. Унсăр пуçне чĕпĕсене дезинфекци тĕллевĕпе эрнере икĕ хутчен марганцовкăн вăйсăр шĕвекне памалла.

Чĕпсене пирвайхи вăхăтра кунне çичĕ хут çитермелле, каярахпа апатлану шутне майĕпен тăватта çитиччен чакарса пымалла. Виçĕ кунран тытăнса хăймасăр сĕтпе /е турăхпа/ хутăштарнă çĕр улми, вĕтетнĕ кишĕр, пулă, тăпăрчă, симĕс апат памалла.

Кунашкал чăрмав нумая тăсăлмасть: çитĕннĕ кăркка апат тиркемест, хатĕр комбикорм е вĕтетнĕ куккурус, пăрçа тата тулă /1:6:3 шайлашупа/ хутăшне кăштах пĕçернĕ çăмарта, тăпăрчă тата сахăр хушсан кăмăллать. Ăна А тата Е витаминсем, выльăх протеинĕ кирлĕ, умĕнчен апат тата таса шыв татăлмалла мар. Кăркка чăх витинчех пурăнма пултарать. Анчах унта типĕ, çутă тата ирĕклĕ пулмалла. Лармалли каштасене çирĕпрех туса пĕр метр çÿллĕшĕнче вырнаçтармалла. Амисем пиллĕк кăна тăк пĕр йăва та çитет, ытларах чухне вĕсен шутне пиллĕк пуçне пĕрре тивнине тĕпе хурса ÿстермелле, тĕттĕм кĕтесре 60 сантиметр çÿллĕшĕнчи кашта çине лартмалла, сарлакăшĕ - 50 сантиметр, тăршшĕ - 70, унта хăпарма картлашка тумалла. Аçине уйрăм вырнаçтарсан лайăхрах.

Кайăк сывă çитĕнтĕр тесен сывлăш температури вылянмалла мар, çулла 20 градусран кая мар ăшă кирлĕ, хĕлле - 5 градус сивĕрен мала мар. Витене уçăлтармалла, çил витĕр вĕресрен асăрханмалла. Кăрккашăн сивĕ тата нÿрĕ сиенлĕ. Ай сарăмне виçĕ кунра пĕр хут улăштармалла.

Çуркунне вĕçĕнчен тытăнса çăвĕпех вĕсем уçă çĕрте пулмалла. Çавна май вите тавралли лаптăкра клевер, вика, люцерна е сĕлĕ çитĕнтермелле. Унта хĕвел çутинчен сыхлакан тăрă майлаштармалла, апат тата шыв валашкисем лартмалла.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.