Хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ

1 Ака, 2015

Кăçал лартнă-акнă лаптăксем 565 пин гектар йышăнмалла. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 49,7, çĕрулми - 6,4, пахчаçимĕç - 8, ытти культура 43 процент.

Кĕрхисене пĕлтĕр 89 548 гектар акса хăварнă. Чылай районта вĕсене апатлантарма тухнă ĕнтĕ. Мартăн 30-мĕшĕ тĕлне 3 537 гектар çинче минерал удобренийĕпе апатлантарнă. Комсомольски, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç тăрăхĕсенче уйрăмах лайăх ĕçлени палăрать. Нумай çул ÿсекен курăксене те 1285 гектар çинче минерал удобренийĕ хывнă. Шупашкар, Çĕрпÿ енче кун пек лаптăксем самай.

Çак вăхăт тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 49 972 тонна хывнă. Ку кирлин 105 проценчĕ. Çав шутра кондицилли 85 процент. Улатăр, Пăрачкав, Муркаш, Йĕпреç тăрăхĕсенче кондицие ларман вăрлăх чылай.

Çĕрулми вăрлăхне 1205 тонна яровизациленĕ. Ака-суха ирттерме 20 пин тонна минерал удобренийĕ кирлĕ пулать. Хальлĕхе 38,9 проценчĕ çеç пур.

Рубрика: