Хĕрÿ конкурсра - пĕрремĕш

12 Раштав, 2013

Мускаври сывлăха çирĕплетекен «Атлант» спорт комлексĕ. Конкурса килнĕ ачасем пурте шухăшлă. Вĕсем мĕн пирки пăшăрханнине тÿ-рех чухлама пулать. Пурте çĕнтерÿ пирки ĕмĕтленеççĕ.

Акă Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадет класĕн хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма вăхăт çитрĕ. Жюри членĕсен умне чăваш тумĕ тăхăннă Анна Сармандейкинăпа Константин Филиппов çăкăр-тăварпа тухрĕç. Чăн-чăвашла пуплесе вĕсене техĕмлĕ кучченеç сĕнчĕç.

Виçĕ номинаципе иртрĕ конкурс: автомат сÿтсе пуçтарасси, стройпа утасси тата Тăван çĕр-шыв историне пĕлесси. Пуринче те хастарлăхĕпе палăрчĕç кадетсем.

Конкурса пĕтĕмлетме вăхăт çитсен стройпа тăрса тухрĕç. Жюри членĕсем сăмах илнине пурте хумханса итлерĕç. Вăтам ушкăнри отрядсен хушшинче Чăваш Ен ачисем пĕрремĕш вырăнта.

- Ял ачисем çакăн пек пултаруллă пулни калама çук пысăк савăнăç, çавăн пек хастарсем хула çамрăкĕ- сене хыçа хăварса пĕрремĕш вырăн йышăнни пире те чăнласах пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр хăпартлантарчĕ, - терĕç жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене саламланă май.

«Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организаци членĕсем те уйрăммăн саламларĕç Хĕрлĕ Чутайсене.

- Сирĕн, ачасем, малашне те Чăваш Ен ятне çÿлте тытмалла пултăр, кирек ăçта та çитĕнÿ картлашки çине хăпарма тĕллев лартăр. Аçăр-аннĕр пилĕ те яланах пулăшса пытăр, - терĕç дипломсемпе тата парнесемпе чысланă май.

Конкурс çĕнтерÿçисен умĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Леонид Валерьевич Волков та сăмах илчĕ.

- Чăнах та, паян пултарулăхăра курса савăнтăм. Маттурсем, сирĕн çитес çул та çак конкурса килмеллех! Ун чухне те эсир аслă ушкăнри отрядсен хушшинче тупăшса пĕрремĕш пуласса пĕрре те иккĕленместĕп, - терĕ вăл пурне те хавхалантарса.

Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Алексеевич Андреев контр-адмиралшăн савăнмалли татах тупăнчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче Нахимов училищинче пĕрле вĕреннĕ юлташне Владимир Петрович Захаров контр- адмиралпа пĕрремĕш хут тĕл пулчĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.