Хĕрсемпе каччăсен хастарлăхĕнчен те килет

25 Çĕртме, 2015

Раççейри Çамрăксен кунне пирĕн çĕршывра кашни çулах июнĕн 27-мĕшĕнче уявлаççĕ. Ăна Раççей Президенчĕн 1993 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи

указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ.

Уяв пуçаруçисем Çамрăксен пĕрлешĕвĕсен наци канашĕ тата Çамрăксен ĕçĕсен комитечĕ пулнă. Çапах çак праçникĕн историйĕ чылай маларах - Совет Союзĕнчех - пуçланнă. Ăна 1958 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче "туса хунă", июнь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă. Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕн Борис Ельцинăн указне тĕпе хурса ку уява июнĕн 27-мĕшне куçарнă. Çĕршыв ертÿçи ун чухнех çак кун кашни регионта тĕрлĕ мероприяти /концертсем, тĕлпулусем, куравсем, спорт ăмăртăвĕсем т.ыт.те/ ирттермелли çинчен хушу кăларнă. Сăмах май, асăннă праçнике Беларуçре, Кăркăсстанра, Украинăра та паллă тăваççĕ. Çакăн евĕрлĕрех уявсем Японипе Китайра та пур.

Чăваш Енри районсемпе хуласенче те Çамрăксен кунне халалласа кашни çулах тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Ку уяв умĕн республика Пуçлăхĕ наукăпа техника, производство, вĕрентÿпе воспитани, культурăпа искусство, сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт тата ытти сферăра пысăк çитĕнÿсем тунă, Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă хĕрсемпе яшсене Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕсене парса чыслать. Кăçалхи лауреатсен йышне пирĕн ĕçтешĕмĕр - "Хыпар" Издательство çурчĕ" автономи учрежденийĕн "Çамрăксен хаçачĕн" редакторĕ Дмитрий Моисеев - кĕни уйрăмах савăнтарать. Чăваш Енре пултаруллă та маттур, хастар та малĕмĕтлĕ çамрăксене тĕрлĕ енлĕн пулăшма тата хавхалантарма тăрăшаççĕ, чи-чи лайăххисене тĕрлĕ стипенди, преми, грант парса чыслаççĕ.

"2015 çулта эпир пултаруллă çамрăксене тупса палăртмалли тата пулăшу памалли тытăма лайăхлатассипе, пуçаруллă çамрăк çынсем округри тата пĕтĕм тĕнчери форумсене хутшăнассине май килнĕ таран пулăшассипе, çамрăксен проект культурине аталантарассипе çыхăннă ĕçсене малалла тăсăпăр", - палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне кăçал янă "Эпир пĕрле нумай çитĕнÿ тăваятпăр!" Çырăвĕнче. Михаил Игнатьев çамрăксене шанать, вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума пултарнине аса илтерет, ахальтен мар ĕнтĕ унăн ЧР Патшалăх Канашне янă малтанхи Çырăвĕ "Çамрăксене шанмалла!" ятлă.

Паллă ĕнтĕ: çамрăксен обществăпа политика пурнăçĕнчи позицийĕнчен, вĕсем ыранхи куна шанчăкпа пăхнинчен, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн хастарлăхĕнчен Чăваш Республикин тата пĕтĕм Раççейĕн экономикипе социаллă пурнăçĕ малашне мĕнлерех аталанса пырасси килет. Çакна шута илсе ĕнтĕ республика ертÿлĕхĕ хĕрсемпе каччăсен хастарлăхне ÿстерессипе, общество умĕнче тăракан тĕллевсемпе çыхăннă çĕнĕ пуçарусене аталантарма тăрăшать.

Проект ĕçĕ-хĕлĕ пирки калас-тăк çак кунсенче Чăваш Енри 80 пикепе йĕкĕт Самар облаçĕнче, вĕсем федерацин Атăлçи округĕн "iВолга" форумĕн ĕçне хутшăнаççĕ. Асăннă мероприятие Раççей Президенчĕн хушăвĕпе - талантлă çамрăксене хăйсем мĕн тума пултарнине туллин кăтартмашкăн тата инноваци идейисене малалла аталантармашкăн пулăшма тивĕçлĕ условисем йĕркелес тесе - ирттереççĕ. Форум вăхăтĕнче çамрăксем хăйсен проекчĕсене хÿтĕлеççĕ. Ку ĕçсене Раççей шайĕнчи профессионал экспертсем хак параççĕ. Чи лайăх проектсем грантсене тивĕçеççĕ. Çакăн евĕрлĕ мероприятисене, çамрăксен проект культурипе çыхăннăскерсене, федерацин Атăлçи округĕнче, Раççейре татах та ирттереççĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ форумсемпе фестивальсене, конкурссемпе ăмăртусене Чăваш Енре те йĕркелеççĕ. Акă паян, июнĕн 25-мĕшĕнче, Шупашкарта регионсен хушшинчи çамрăксен "СОК" 5-мĕш фестивалĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - федерацин Атăлçи округĕнчи пултарулăх коллективĕсен хушшинчи культура çыхăнăвĕсене çирĕплетесси, пултаруллă хĕрсемпе каччăсене тупса палăртасси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси. Ятарлă лаптăксем Шупашкар заливĕнче 17 сехетре ĕçлеме пуçлаççĕ.

Республикăри хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме уяв ячĕпе саламланă май çак кунсенче иртекен мероприятисене хастар хутшăнма чĕнсе калас, хăйсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме ăнăçу сунас килет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.