Хĕрсем кавир çине тухаççĕ… кĕрешме
Хĕрарăмсен кĕрешĕвĕ - спортăн çĕнĕ тĕсĕ. Уйрăм ăмăртусем ирттерниех унăн хăйнеевĕрлĕхне кăтартать: спортăн çак енĕпе туслă хĕрсен йышĕ те çултан-çул пысăкланать. Чăваш Ен хĕрарăмсен кĕрешĕвне аталантаракан регион статусне илчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта Олимп хатĕрлевĕн центрне уçнă хыççăн унăн сумĕ татах ÿсрĕ.
Малтанхисемех ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ
XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Чăваш Ен хĕрĕсем кавир çине тухса хăйсен вăйне тĕрĕслеме пуçлаççĕ. Малтанхи çулсенче вĕсем каччăсемпе пĕрлех пĕр ушкăнра хатĕрленнĕ: вĕсемпе пĕрлех тупăшнă, кĕрешÿ мелĕсене вĕреннĕ. Пирвайхи ăмăртусенчех, ун чухне вĕсем валли уйрăм турнирсем ирттермен-ха, пикесем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ.
1996 çулта республикăри Спорт министерствин Сывлăх çуртĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсене хатĕрлес тĕллевпе ятарлă ушкăн уçăлать. Владимир Ананьев тренера çирĕплетеççĕ: Казахстанран Чăваш Ене 1987 çулта ĕçлеме килнĕскер унччен те кĕрешÿçĕ яшсене ÿстерес енĕпе палăрнă. Пултаруллă тренерăн малтанхи вĕренекенĕсемех кĕске тапхăр хушшинчех пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Тĕслĕхрен, Йошкар-Ола пики Наталья Забродина çĕршыв чемпионатĕнче виçĕ хут палăрса Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать. Секцие 1996 çулта килнĕ Наталья Балыбердинăпа Наталья Гольц та çулталăкранах Раççей ăмăртăвĕнчен медальпе таврăнаççĕ. Тепĕр çул вĕсем Шупашкарта иртнĕ кадетсен турнирĕнче те пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнаççĕ, Наталья Гольца тĕнче ăмăртăвне хутшăнма ирĕк параççĕ. Сумлă ăмăртăвăн кавирĕ çине пĕрремĕш хут тухнă 12-ри хĕрача финалта Япони спортсменкине парăнтарать, кадетсен хушшинче ирттернĕ пĕрремĕш турнирăн чемпионки /чи çăмăл виçере/ пулса тăрать.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта та хĕрсене спорта явăçтарас ĕç вăй илме пуçлать. Ку енĕпе хулари 1-мĕш спорт шкулĕн тренерĕ Николай Белов çине тăрать, пултаруллă хĕрсене пĕр ушкăна пухать. Секцие çÿрекен пикесен ăсталăхĕ пысăк пулни тÿрех сисĕнет. Вĕсем вĕрентекенне тĕрлĕ шайри турнирсенче лайăх кăтартусемпе палăрса тĕрлĕ наградăпа савăнтараççĕ. 1996 çулта вара 17-ри Ольга Смирнова тĕнчери чи вăйлă спортсменсен чемпионатĕнче «ылтăн» çĕнсе илет, тепĕр икĕ çултан каллех çĕнтерет. Унăн йăмăкĕ Наталья та Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсенче пĕрре мар çитĕнÿ тăвать. Çĕнĕ Шупашкарта Михаил Савиновпа Анатолий Егоров тренерсем те хĕрсемпе нумай ĕçленĕ. Вĕсем Европа тата тĕнче чемпионкине Валентина Квасовăна тата ытти маттур кĕрешÿçе çитĕнтернĕ.
Красноармейски районĕнче хĕрсен спорчĕ ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Григорьев тăрăшнипе аталанса пырать. Ку тăрăхран Европа чемпионачĕн призерĕ Людмила Юркина, спортăн тĕнче класлă мастерĕ Анжела Щеголева, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен призерĕ Зинаида Данилова тата ыттисем тухнă. Канашсем те хăйсен паттăрĕсемпе мухтанма пултараççĕ. Кĕрешÿ секцийĕсем уйрăмах Канаш хулипе Шăхасанра аван ĕçлеççĕ. Спорта юратакансем Канаш енри тĕрлĕ ялта çуралса ÿснĕ Анна Максимовăн, Надежда Федоровăн, Алина Моревăн /Анисимовăн/, Вероника Чумиковăн çитĕнĕвĕсене лайăх пĕлеççĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн спортсменсем те тренер ĕçне пуçăнаççĕ. Акă пĕр тăван Смирновсем: Ольга - пирĕн республикăри пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерĕ, Наталья - çĕршыв командин аслă тренерĕ. Иккĕшĕ те 2014 çулта Çĕнĕ Шупашкарта уçăлнă кĕрешÿ центрĕнче ĕçлеççĕ. Вĕсем патĕнче республикăри чи ăста спортсменсем ăсталăха туптаççĕ: Европа чемпионки Екатерина Краснова, тĕнчери тĕрлĕ ăмăрту призерĕсем Наталья Гольц, Мария Кузнецова, Вероника Чумикова.
Николай Беловăн тепĕр вĕренекенĕ Елена Жирнова та /Раççей спорт мастерĕ, çĕршыв чемпионки/ паянхи кун çамрăксене вĕрентет: вăл - Шупашкарти 5-мĕш спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ. Канаш пики Светлана Константинова та пултаруллă хĕрсене хăйĕн хÿттине илнĕ. Вĕсенчен пĕри вăл - спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа чемпионки Надежда Федорова.
Пирън пикесем - чи чиперрисемĔ чи маттуррисем!
Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен спорчĕ çинчен пуринчен нумайрах каласа пама кам пултарĕ-ха? Паллах, спортсменăн çăмăл мар çулĕпе утса тухнă Ольга Смирнова. Раççей кубокĕ умĕн Чăваш Республикинчи пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерне хаçат тĕпелне чĕнтĕм.
- Ольга Владимировна, пирĕн хĕрсем сумлă ăмăртăва епле хатĕрленеççĕ-ха?
- Çĕршыв кубокĕн статусĕ çĕнелсе улшăннă хыççăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса тăчĕ. Раççейре нихăçан пулман спорт шоу евĕр ирттерме палăртаççĕ ăна йĕркелÿçĕсем. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: унта тĕрлĕ çĕршыв спортсменĕсем те хутшăнаççĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен те чи вăйлă спортсменсем килмелле. Чăваш Ен чысне 8 кĕрешÿçĕ хÿтĕлĕ. Вĕсенчен 5-шне чылайăшĕ пĕлеççĕ: Наталья Гольц, Екатерина Краснова, Надежда Федорова, Вероника Чумикова, Мария Кузнецова. Тепĕр виççĕшĕ вара - çамрăксем. Пирĕн судьясем те ĕçлĕç унта, пурĕ 15 çын. Спортсменсенчен ытларахăшĕ хамăр патрах хатĕрленеççĕ, иккĕшĕ - Мускавра, Наталья йăмăкăм патĕнче.
- Паянхи кун центр мĕнлерех ĕçлет?
- Центрта виçĕ тренер вăй хурать. Эпир, пĕртăван Смирновсем тата пирĕн вĕрентекен - РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Белов. Центра яшсем те, хĕрсем те çÿреççĕ. Вĕсем - тĕрлĕ районтан. Ытларахăшĕ вырăнти училищĕре вĕренеççĕ. Шупашкарсем те пур, Çĕнĕ Шупашкар ачисен йышĕ те пысăк.
- Кĕрешÿ центрĕнче çĕнĕ «çăлтăрсем» те чылай теççĕ.
- Чăн та, пире лайăх çитĕнÿсемпе савăнтаракансем пур. Калăпăр, Мария Кузнецова. 17-ри хĕр кăçал тĕнче ăмăртăвĕнче «бронза» çĕнсе илчĕ. Унччен маларах вăл çĕршыв турнирĕнче палăрчĕ, кăçал Раççей кубокне те хутшăнчĕ. Екатерина Гаврилова 14-16 çулсенчи кадетсен хушшинче чи пултаруллисенчен пĕри. Пĕлтĕр вăл Европа ăмăртăвĕн призерĕ пулчĕ. Ирина Алексеева, Екатерина Михайлова, Елизавета Смирнова çĕршыври чылай ăмăртура медальсемпе пуянланчĕç. Вĕсем - пирĕн шанăç, спорт пуласлăхĕ.
- Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен спорчĕ хăш тăрăхра лайăх аталаннă?
- Республикăри кашни район-хуларах кĕрешÿ секцийĕсем пур. Патăрьелте, Канашра, Вăрнарта ку енĕпе аван ĕçлеççĕ. Унти тренерсем хăйсен ĕçне чунпа парăннă. Спорт шкулĕнче малтанхи утăмĕсене тăвакансем пирĕн пата килеççĕ, Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕреççĕ.
- Ольга Владимировна, сире, йăмăкăрпа иксĕре, 20 çул каялла мĕн хĕтĕртрĕ кĕрешÿ секцине çÿреме? Хăвăр ачалăхăра аса илсемĕр.
- Чемпион пулас килетчĕ! Пуян пулас килетчĕ! Пĕчĕк хĕрачан ĕмĕчĕ ку. Анчах ĕмĕтпе пурнăç ялан пĕр килмест çав. Чемпион пулма мĕн чухлĕ вăй-хал, чăтăмлăх кирли пирки ун чухне шухăшламан та эпĕ. Кĕрешÿ секцине çÿреме пуçличчен эпир бассейнра ишме вĕреннĕ, шыва сикекенсен ушкăнĕн хастарĕсем пулнă. Анчах пирĕн ушкăна салатса ячĕç, вара гимнастикăпа кăсăкланакан юлташсем пире тин уçăлнă кĕрешÿ секцине кайма сĕнчĕç. Кĕрешÿ мĕн иккенне пĕлмен пулин те унта кайма хăюлăх çитрĕ. Тĕрĕссипе, эпир питĕ шухă ачасем пулнă, картишре пирĕн пек пуçтаххисем те пулман ахăртнех. Николай Белов тренер пире ăшшăн йышăнчĕ. Анне те çак утăмшăн пире ырларĕ. Вăл пире нихăçан та пушă лартмастчĕ, урамра тĕрлĕ йăх-яхпа çыхланасран шикленетчĕ. Çывăх çыннăмăр хистенипех эпир пĕчĕклех ташă клубне çÿренĕ, каярах бассейна çавăтса кайрĕ.
- Хăçан та пулин спортран каяс шухăш пулман-и?
- Унта хамăра тупрăмăр тесен те йăнăш пулас çук. Малтанлăха кăшт йывăртарахчĕ, каярах хамăра алла илтĕмĕр. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ… Çак телейрен çаврăнса утайăн-и вара. Чуна пыман ĕçре нихăçан та пысăк çитĕнÿ тăваймăн. Спорта юратман-тăк 2010 çулта тренер ĕçне те пуçăнман пулăттăм. Спортсмен пулса курнă çынна ачасемпе вăй хума чылай çăмăлрах: кампа мĕнле ĕçлемеллине, кашнин шухăш-кăмăлне пĕлсе тăратăн. Манăн вĕренекенĕмсем манран та лайăхрах пулччăр тесе тăрăшатăп. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупни, тренерсем пĕр-пĕрне пулăшса пыни тата килĕштерсе ĕçлени мана вăй-хал хушать, чуна парса ĕçлеме хавхалантарать.
- Тавах, ырă калаçушăн. Спортăн такăр мар çулĕпе утмашкăн сире те, вĕренекенĕрсене те ăнăçу сунатăп.
Комментари хушас