Хĕрсем илем кÿреççĕ

Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума халалласа Шупашкарта черлидинг енĕпе ăмăрту иртнĕ.

Хулари ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕ пуçарнипе йĕркеленĕ спорт уявне вăтам шкулсен командисем хутшăннă. Аслă классенче вĕренекен пикесем куракансене илемлĕ ташăсемпе, гимнастика тата акробатика ăсталăхĕпе паллаштарнă. Жюри членĕсем хĕрсен тумĕсене те, янăракан юрра-кĕвве те пысăк хак панă. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе финала 59-мĕш шкулпа 3-мĕш лицей командисем тухнă, вĕсем ташă кĕрешĕвĕнче тупăшса хăшĕ чи маттуррине палăртмалла пулнă. Ушкăнсем ăста та пултаруллине шута илсе иккĕшне те чи пысăк парнесемпе чысланă. Шоуна аса илтерекен уявра çавăн пекех хулари 61-мĕшпе 39-мĕш шкулсен тата 1-мĕш гимнази хĕрĕсем палăрнă.

А.ПЕТРОВ.

А.ПЕТРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.