Хĕрлĕçырта - уяв: çĕнĕ çул уçăлчĕ

14 Çурла, 2015

Çак куна Хĕрлĕçырсем чылай кĕтнĕ. Тинех ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ - августăн 11-мĕшĕнче Ял кунне уявласа, ташласа та юрласа çĕнĕ çула уçрĕç.

Çак савăнăçпа вĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, Етĕрне район пуçлăхĕпе Александр Красновпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин, "Сурстройсервис" пĕрлĕх ертÿçи Лариса Спасова тата ыттисем саламларĕç, ырă сунчĕç.

- "Сурстройсервис" пĕрлĕхре тăрăшакансем чăннипех те ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем кĕске вăхăтрах чаплă çул туса пачĕç пире. Районта кăçал çакнашкал ырлăх 10 яла çитмелле, эпир вара пуринчен те малтан тивĕçрĕмĕр, - пĕлтерчĕ Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Леонтьева.

Çула хăнасемпе ялти ача-пăча, хисеплĕ ватăсем хăю касса уçрĕç, "Виръял" тата "Выла" ансамбльсем хаваслă юрă-çемĕпе кăмăла çĕклентерчĕç. Çĕнĕ çулпа чи малтан ялти вĕт-шакăр велосипедсемпе ярăнса иртрĕ, унтан пурте пĕрле çуран утса тухрĕç.

- Кăçал сирĕн ялти Хĕрлĕ урамра пурăнакансем çĕнĕ çул çине тухрĕç пулсан, çитес çул çак ĕçе Сад урамĕнче пурнăçлăпăр. Ун чухне пĕтĕм ял тăршшĕпех çула туса пĕтерсен Хĕрлĕçыр ялĕн кунне тепре ирттерĕпĕр, - район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин çапла каласан пурте тăвăллăн алă çупрĕç.

- Ялта пурăнакансен савăнăçĕ мĕн тери пулнине каласа ăнлантарма та кирлĕ мар. Çул çуккипе мĕн чухлĕ асапланман-ши халăха кирлĕ тавара çурăм çинче кутамккаласа? Ял çыннисем пулăшнă, паллах, - терĕ Хĕрлĕçырти лавккара 1976 çултанпа тăрăшакан Нина Федорова. - Çул пурри пуриншĕн те лайăх. Эпир халĕ хулара пурăнакансемпе танлашрăмăр тесе калама пултаратпăр: газĕ, çулĕ, шывĕ - йăлт пур. Ялта мĕншĕн пурăнас мар? Ман шутпа, ял пурăнать, çул туса пани ăна тата ытларах аталантарĕ.

Нина Николаевна та, ыттисем те асăннă ялта чи ĕçчен çынсем пурăннине палăртрĕç. Паянхи кун чăваш ялĕ ĕçчен çынсем çинче тытăнса тăрать те.

Н.Малов депутат республика ертÿçи М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура ял урамĕсенче хăйăрпа вак çул сарса çулсем тумалла тесе палăртнине, çак программа республикăра ăнăçлă пурнăçланса пыни çинчен каларĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн Етĕрне районĕнче кăçал çул сарса 28 млн тенкĕлĕх ĕç тумалла.

Хальхи вăхăтра районта Тури Сăнар, Вăрманкас Асламас, Тури Ирçепе Ирçе, Саръял ялĕсенче ку тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Лилия ПЕТРОВА.

Етĕрне районĕ.