Хĕрлĕ Чутай яшĕсем - маттур!

3 Пуш, 2015

Республикăра иртекен ăмăртусенчен юлашки вăхăтра яланах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Пăшалтан перессипе, автомата салатса пуçтарассипе Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен яшсене çитекенни çук.

Винтовкăран аван переççĕ

Çак кунсенче Шупашкарта Раççей ДОСААФăн регионти уйрăмĕн спорт клубĕнче тĕл перессипе турнир иртнĕ. Республикăри 26 команда пĕчĕк калибрлă ТОЗ-17 винтовкăран перессипе тупăшнă. Хĕрлĕ Чутай яшĕсем ку ăмăртусене унччен те хутшăннă, пĕлтĕр вĕсем малти вырăна тухма пултарчĕç. Кăçал та çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç. Артем Романов /10-мĕш класс/, Роман Карпов, Виктор Миронов, Станислав Михопаркин, Станислав Можайкин /9-мĕш кадет класĕнче вĕренеççĕ/ куçса çÿрекен кубок тăван шкултах юлтăр тесе пур вăйран тăрăшрĕç.

Уйрăм кăтартусемпе Артем Романова çитекенни пулмарĕ: 130 çын хушшинче вăл пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. «Пĕчĕк калибрлă винтовкăран перессипе эпĕ атте - Эдуард Романов - ертсе пынипе çулталăка яхăн хатĕрленетĕп. Республика ăмăртăвĕ умĕн самаях пăлхантăм пулин те палăртнă тĕллеве пурнăçлама пултартăм. Ку енĕпе эпĕ малалла та ăсталăха туптасшăн, турнирсене те хутшăнас килет», - тет Артем.

Икĕ енлĕ ăмăртура çĕнтернĕ

Оборонăпа спорт уйăхлăхĕ пынă май Шупашкарти 37-мĕш шкулта республикăри çамрăк армеецсем икĕ енлĕ кĕрешÿре вăй виçнĕ. Совет çарне Афганистанран илсе тухнăранпа 26 çул çитнине халалланă мероприятие Чăваш Енри тата Мари Элти 79 команда хутшăннă. 230 ытла шкул ачи икĕ ушкăна пайланса Калашников автоматне салатса пуçтарнă тата пневматика винтовкинчен пенĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕн кадечĕсем чи пысăк парнене тивĕçнĕ. Уйрăм тупăшусенче - автомата салатса пуçтарассипе - аслă ушкăнра Станислав Можайкин пĕрремĕш пулнă, Станислав Михопаркин - иккĕмĕш. Кĕçĕннисен хушшинче Роман Карпов, Виктор Миронов, Игнат Смирнов пьедестал çине хăпарнă.

Пневматика винтовкинчен перессипе каллех Станислав Можайкин мала тухнă, кĕçĕннисен ушкăнĕнче Роман Карпов палăрнă. Ромăн кăтартăвĕсем ăмăртăва хутшăнакансене кăна мар, судьясене те тĕлĕнтернĕ - каччă автомата 16,66 çеккунтра салатса пуçтарса рекорда çĕнетнĕ, винтовкăран персе 30 очкоран 26-шне пухма пултарнă. «Ку ăмăртăва эпĕ пĕлтĕр те хутшăннăччĕ. Кăçал автомата салатса пуçтарассипе пĕлтĕрхи кăтартăва лайăхлатма пултартăм. Муркашсемпе Мари Эл çамрăкĕсем те япăх мар хатĕрленнине асăрхарăм. Эпир те çине тăтăмăр, манăн туссен кăтартăвĕсем те лайăх», - тет Рома.

Турнирта Алексей Дадюковпа Константин Секайкин та маттур пулчĕç. Юлташĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланнăскерсем малашне тата хастартарах пулма шантарчĕç.

- Çитĕнÿ ытларах чухне ертÿçĕрен килет теççĕ, çавăнпа кашни ăмăртăва тăрăшсах хатĕрленетпĕр. Республикăра пите хĕретмелле ан пултăр тесе салтак çулне çитмен çамрăксем чылай вăй хучĕç. Халĕ эпĕ хамăрăн кадетсемпе мăнаçланнине пытармасăрах калама пултаратăп. Вĕсем пурте - маттур, ырă сăмаха тивĕç. Çакнашкал ăмăртусене хутшăнни яшсене, вĕсем - çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем, малашлăхра та кирлĕ пулатех тесе шухăшлатăп, - тет физкультурăпа ОБЖ вĕрентекен Эдуард Романов хăйĕн вĕренекенĕсемпе хавхаланса.

А.ТИМОФЕЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.