Хĕре питĕ шел

4 Авăн, 2015

Шупашкарти Мир проспектĕнчи çуртсенчен пĕрин патĕнчи çÿп-çап контейнерĕнче хĕр виллине тупнă. Унăн ÿтне касса икке пайланă та - вĕлерни куçкĕрет. Çак тĕслĕхпе Следстви комитечĕн Калинин районĕнчи пайĕ çийĕнчех Уголовлă кодексăн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Преступнике те часах тупса палăртнă, тытса чарнă. Допросра вăл айăпне тунман - хĕре вĕлернине йышăннă. Каçхине çак арçын Шупашкарта хăйĕн килĕнче пĕрле эрех ĕçнĕ май хайхи хĕрпе хирĕçсе кайнă. Çĕçĕ ярса тытнă та - ăна мăйĕнчен, ытти çĕртен нумай хут чикнĕ. Йывăр суранланнăскер çавăнтах вилнĕ. Арçын вара çывăрма выртнă.

Темиçе сехетрен вăраннă та - преступлени йĕрĕсене пытарас тенĕ. Хĕр виллине пуртăпа касса икке пайланă, кĕлетке пайĕсене палассемпе чĕркесе çÿп-çап контейнерне тухса пăрахнă.

К.АНТИПОВ.

Рубрика: 
Автор: