Хĕрарăм - пысăк вăй

19 Пуш, 2016

Вăрçă умĕнхи çулсенче пирĕн республикăра та, ытти çĕрти пекех, хĕрарăмсене производствăна явăçтарас, ял-хулари общество ĕçне хастар хутшăнтарас тĕллевпе час-часах ятарлă пухусем ирттернĕ. Чăваш АССР Канашĕсен хĕрарăм членĕсен пĕрремĕш съезчĕ Шупашкарта 1927 çулхи авăн уйăхĕн 23—28-мĕшĕсенчех иртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче хĕрарăмсен канашĕсем предприятисенче, колхоз-совхозра, организацисенче йĕркеленме тытăннă. 1960 çулта хĕрарăмсен пĕрремĕш конференцийĕ иртнĕ. 1965 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче вара «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ» /халĕ союз/ туса хунă, пушăн 27-мĕшĕнче иртнĕ хĕрарăмсен 2-мĕш съездĕнче çак йышăнăва çирĕплетнĕ. Малтанхи 10 çул ăна Ольга Талля ертсе пынă.

Ольга Ивановна — Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ.

1926 çулхи пушăн 18-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Сиккассинче кун çути курнă вăл. Пурăннă пулсан, çак кунсенче шăпах 90 çул тултармаллаччĕ. 1943 çулта шкултан вĕренсе тухсан колхозра счетоводра та, вĕрентекенре те тăрăшнă. 1944 çулта ăна вĕрентекен курсĕсене янă, каярах вăл аслă пĕлÿ те илнĕ. Нимĕç чĕлхи вĕрентме тытăннă. Унсăр пуçне вăл общество пурнăçне питĕ хастар хутшăннă.

1965 çулта ăна Чăваш АССР социаллă тивĕçтерÿ министрне лартнă. Ку тивĕçе вăл тăватă çул пурнăçланă. 1969 çулта Ольга Талля КПСС тĕп комитечĕ çумĕнчи Общество ăслăлăхĕсен академине вĕренме кĕнĕ. Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тухнă вăл унтан. Хăй ĕçĕнче социализм тапхăрĕнче совет хĕрарăмĕсен политикăлла шухăшлавне лайăхлатас тĕлĕшпе КПССăн мĕн тумаллине тишкернĕ.

Ольга Ивановна — Чăваш республикинчи хĕрарăмсен юхăмне йĕркелекенсенчен пĕри. Шăпах вăл çине тăнипе 1965 çулта хĕрарăмсен хушшинче пысăк ĕç туса ирттерес тĕллевпе канаш йĕркеленнĕ. Ку енĕпе вăл тăрăшса ĕçленĕ. Ольга Талля 1997 çулчченех Республикăри хĕрарăмсен канашĕн президиумĕн членĕ пулнă. Çак ĕçе çав тери хастар хутшăннăскер канашăн районти тата хулари уйрăмĕсене тĕрĕс ĕçлеме вĕрентнĕ, сĕнÿсемпе пулăшнă.

Республикăри хĕрарăмсен канашĕсен паха опычĕ пирки Ольга Ивановна «Хĕрарăмсен канашĕ — обществăн пысăк вăйĕ» тата «Хĕрарăмсен хушшинчи политика ĕçĕ» кĕнекисенче çырса кăтартнă.

Ольга Талля 2008 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче вилнĕ.

Паян Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ Раççейри Хĕрарăмсен союзĕн уйрăмĕ шутланать. Унта хулари 5 тата районсенчи 24 хĕрарăмсен канашĕ кĕрет. Вăл ялсенчи, предприятисенчи 500 ытла канаша пĕрлештерет.

Татьяна НАУМОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.