Хĕрарăм харăсах 8 ача çуратнă

Надя /Натали/ Сулеман “Октоанне” ятпа ахальтен чапа тухман — вăл харăсах сакăр ача çуратнă. Çакăн хыççăн хĕрарăм хăй шоу-бизнесран каясса пĕлтернĕ. Юлашки 3,5 çул нумай ача амăшĕ чăнласах пепкисене тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе тимлет. Çăмăл-и? Наталин пурĕ 14 шăпăрлан вĕт!

Тухтăрсем шанман...

Калифорнире пурăнакан Надя, халĕ вăл хăйне Натали тесе чĕнме ыйтать, 2008 çулта тĕнчипех чапа тухнă. Сăлтавĕ хĕрарăм варĕнче ЭКО меслечĕпе усă курнă хыççăн харăсах 8 пепке тĕвĕленнипе çыхăннă. Тухтăрсем, чăн та, пулас амăшĕ пур ачине тĕрĕс-тĕкел çуратасси пирки кăна мар, тăхăр уйăх чип-чипер çĕклесе çÿресси пирки те хытах иккĕленнĕ. Çав вăхăтрах Натали 8 шăпăрлан кĕтнине никам та пĕлмен — пĕри УЗИ аппаратне те улталама мехел çитернĕ, унтан ăнăçлă пытаннă.

Анчах та Натали парăнман, ыррине шаннă. Çапла майпа пепкесем амăшĕн варĕнче 31 эрнене çитиччен чиперех аталаннă. 2009 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене ултă арçын ача тата икĕ хĕр пĕрчи килнĕ. Вĕсене кесарево мелĕпе касса илнĕ. Шăпăрлансен йывăрăшĕ тĕрлĕрен пулнă: 680 грамран пуçласа 1,5 килограмм таран. Тĕлĕнмелле те, тухтăрсен иккĕленĕвне сирсе ачасем пурте ырă-сывă çуралнă, каярахпа та аптраман. Пысăк çак йыша больницăран виçĕ уйăхран киле кăларнă. Хĕр пĕрчисене амăшĕ Малийя тата Нарийя, арçын ачасене Ноа, Исайя, Джона, Макаи, Джозая тата Джеремайя ят хунă.

...çынсем ăнланман

Çак хыпара Америка общественноçĕ хурласа йышăннă. Чи малтанах, Натали пĕччен амăшĕ пулнă, вăл капла та ултă ача ÿстернĕ: аслă ывăлĕ Элайджа 2001 çулта çуралнă. Унсăр пуçне хĕрарăмăн пепкисен йышĕнче йĕкĕрешсем те пулнă. Пур шăпăрлан та çут тĕнчене ЭКО пулăшăвĕпе усă курса килнĕ.

Çав вăхăтрах хĕрарăм ниçта та ĕçлемен, патшалăх пособине илсе тăнипе кăна йÿнеçтеркеленĕ. Пысăк йыш пĕчĕк хваттерте Натали ашшĕ-амăшĕпе пурăннă. Ку çитмен, хĕрарăмăн ашшĕ эрех-сăра сыпкалама юратнă. Çакăн пек лару-тăрура нумай ача мĕн тума кирлĕ? Çак ыйтăвăн хуравне никам та пĕлмен. Апла тăк, пĕртен-пĕр верси — пособи тата ытларах илмелле, налук тÿлекенсен укçи-тенкипе пурăнмалла. Наталин ăс-тăнĕ йĕркеллех марри пирки те сас-хура сарăлнă.

Шăв-шав çуралмашкăн тата пулнă-ха сăлтав. ЭКО вăхăтĕнче хĕрарăм варне 12 эмбрион вырнаçтарнă. Вĕсенчен 8-шĕ амăшĕн варĕнче çакланса юлма пултарнă. Нормативпа килĕшÿллĕн вара кун пек чухне 2-3 эмбрион кăна вырнаçтармалла. Искусствăллă майпа çие хăварма пулăшнă тухтăр Майкл Камрава çирĕплетнĕ тăрăх, нормăна пăсмашкăн пулас амăшĕ хăй хистенĕ. Пациента итлесе унăн ыйтăвне тивĕçтерни шурă халатлишĕн инкекпе вĕçленнĕ — унăн медицинăри карьерăпа сывпуллашма, лицензие тавăрса памашкăн тивнĕ.

Нумай пепке пирки ĕмĕтленмен

41 çулти Натали пĕрремĕш хут The Daily Mail кăларăма интервью панă, çынсене канăçсăрлантаракан лару-тăрăва шăпах çавăн чухне уçăмлатнă. Хĕрарăм каланă тăрăх, 2008 çулта хăй Камрава клиникине пулăшу ыйтма пынă чухне 8 ача пирки унăн пĕр шухăш та пулман. Натали пĕр /!/ пепке пирки кăна ĕмĕтленнĕ.

“Эпĕ эрех ĕçме юратакан аттепе çитĕннĕ, — каласа кăтартнă хĕрарăм. — Çемьере пирĕн лăпкă та, хăрушсăр та пулман. Манăн вара ыттисен пекех йĕркеллĕ пурăнас килетчĕ — лăпкă лару-тăру хуçалантăр унта, ыранхи куна шанăçпа кĕтме май пултăр. Эпĕ çак вăхăталла шăпах вĕренсе тухнăччĕ. Хамăн вăя туяттăм — 7 ачана ура çине тăратма пултараттăм эпĕ”.

Натали тата çакна каласа кăтартнă — ЭКО малтанхи операцийĕсен вăхăтĕнче те унăн варне икĕ е виçĕ мар, харăсах ултă эмбрион вырнаçтарнă. Хĕрарăмăн организмĕн хăйне евĕрлĕхĕпе çыхăннă ку. Вĕсенчен амалăхра яланах пĕри кăна çакланса юлма пултарнă. Пĕр тĕслĕхре кăна йĕкĕреш çуратнă Натали. Хальхинче вара Камрава темшĕн хăраса ÿкнĕ — вăл ултă эмбрионран пĕри те хырăмра тĕвĕленмессе шухăшланă. Çавăнпах Наталие алă пусса çирĕплетме ыйтнă — тепĕр улттăшне унăн варне хĕрарăм хăй ыйтнипе-килĕшнипе вырнаçтараççĕ имĕш.

Çакна операци сĕтелĕ çинчех пурнăçланă. Камрава каланă тăрăх, малтанхи парти йăлт пăрахăçланма пултарать иккен. Сĕтел çинче выртакан хĕрарăм хута пăхмасăрах алă пуснă. Эмел витĕмĕнчи Натали хăй мĕн пирки килĕшнине те ăнланман.

“Октоанне”

“Çие юлнăранпа 17 эрне çитсен манăн хырăмра... 7 ача йăшăлтатнине каласан чутах тăнсăр пулса кайса ÿкеттĕм, ун чухне 7-шĕ кăна курăннă-ха, — каласа кăтартнă хĕрарăм. — Нимĕн пĕлми-ăнланми пулса лартăм”.

Анчах та çут тĕнчене 7 кăна та мар, 8 пепке килнĕ. Çакăн хыççăн чапа тухнă та “Октоанне” тата медиа-персона. Наталие телешоусене чĕннĕ, вăл интервью хыççăн интервью панă, глянец хуплашкаллă журналсем ăмăртса тенĕ пек унăн сăнÿкерчĕкне пичетленĕ. Натали темиçе хутчен те пластика операцийĕ тунă, çакăн хыççăн стрип-клубсенче ташлама пуçланă. Нумай ачаллă амăшĕ хăйне çапла тыткалани, паллах, нумайăшне килĕшмен.

Наталирен амăшĕн правине туртса илес енĕпе ĕç пуçарнă. Критиксен шухăшĕпе, хĕрарăм ачисене пачах та пăхман. Натали хăй те лару-тăрăва хĕртсе кăна тăнă. Интервьюсенчен пĕринче вăл хăй ачасене чăтма пултарайманнине каланă. “Манăн вĕсенчен ăш пăтранать... Эпĕ, паллах, вĕсене юрататăп, анчах та вĕсем пулман тăк аванрахчĕ”. Наталие суда та панă — патшалăх пособийĕсем тата ыркăмăллăх фончĕн пулăшăвĕ тĕлĕшпе улталать-мĕн.

Тĕпсĕр хура шăтăк

Анчах та Натали çак çул çине çăмăл пурнăçран тăманни ахалех паллă. Апла-и, капла-и — 14 ачине тăрантармалла-тумлантармалла-çке-ха унăн! “Эпĕ пĕтĕм вăя пухса укçа-тенкĕ ĕçлесе илме тăрăшаттăм. Сĕтел çинчен çăкăр татăкĕ ан кайтăр теттĕм. Мана кирек те мĕнле пĕччен амăшĕ ăнланĕ, — тенĕ Натали. — Пурте мана патшалăх тивĕçлипех пулăшнине ĕненеççĕ. Анчах та эпĕ йăлтах хам ĕçлесе илетĕп, хамăн кĕсьерен тÿлетĕп. Çавăнпах тăватă çул “Октоанне” пулма та тиврĕ манăн.

Çак çулсене чăтса ирттерме çăмăл пулман хĕрарăма. Хăй тĕрĕс мар пурăннине ăнланнă-ха вăл. Чунĕ те пушанса юлнă унăн çак тапхăрта. Хăйне курайми пулса çитнĕ Натали. “Эпĕ таçта тĕпсĕр хура шăтăка анса каятăп пек, хама шалтан аркататăп пек”, — аса илнĕ çав тапхăра вăл. Нерв хĕлĕхĕсем пĕр вĕçĕм карăннине пула Натали лăплантаракан эмел ĕçме пуçланă та... текех унсăр пурăнма та пултарайман.

2013 çулта Сулеман тинех татăклă утăм тунă — вăл “Октоанне” сăнарĕпе яланлăхах сывпуллашса çĕнĕ пурнăç пуçланă.

Çĕнĕ пурнăç

“Хама тĕрмерен тухса тарнăнах туйрăм, — тет халĕ Натали. — Малашне те çаплах пурăниччен çука тухам, 14 ачампа урамра тăрса юлам — капла тĕрĕсрех пулĕччĕ. Пурнăçăма улăштарман тăк эпĕ, ахăртнех, тахçанах вилсе выртăттăм”. Хĕрарăм пепкисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕн килне пурăнма куçнă. Хăйĕн специальноçĕпе — консультант тата психотерапевт — ĕç тупса вырнаçнă.

Паллах, Натали пурнăçĕнчи йывăрлăхсем çакăн хыççăн вĕçленнĕ теме çук. 2014 çулта амăшĕнне усал шыçă тупса палăртнă. Хĕрарăм хĕрĕн аллинчех вилсе кайнă. Ĕçкĕç ашшĕ çакăн хыççăнах пусма çинчен ÿксе хускалайми аманнă. Халĕ арçынна ятарлă клиникăна вырнаçтарнă, унта лайăх пăхаççĕ. Анчах та çакăншăн укçа тÿлемелле-çке.

Натали ачисем те хăйне евĕрлĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ, аслисем — аутист. Эйдана пĕр самантлăха та пĕччен хăварма юрамасть. Наталин хăйĕн те сывлăхĕ хавшанă — варта 8 ача йăтса çÿренипе çыхăннă ку. Çурăм шăмми çак çĕклеме пула самай аманнă, халĕ хĕрарăм хытах ыратнипе асапланать.

Анчах та Натали — парăнаканнисен йышĕнчен мар. “Манăн ачасем валли вăйлă пулмалла, — тет хĕрарăм. — “Октоанне” сăнарне калăпланă чухне манăн мĕн тума тивнине вĕсенчен пытармастăп эпĕ. Пепкемсене яланах тĕрĕссине кăна калатăп. Хам ырах мар тата намăс ĕçсем пурнăçланине те пытармастăп. Анчах та мана ачасем: “Анне, пурте йĕркеллĕ, эпир сана юрататпăр тата яланах юратăпăр”, — терĕç. Эпĕ пурнăçра чылай йăнăш турăм. Анчах та пепкемсем — йăнăш мар”.

Халĕ Натали пурнăçне ачисене халалланă. Урăх нимĕн валли те вырăн та, вăхăт та çук унта. Нумай ачаллă амăшĕ ирхи пиллĕкре тăрса апат хатĕрлет. Унтан пепкисене шкула леçет. Кăнтăрла хыççăн вĕсене кайса илет, татах апат хатĕрлет, киле панă ĕçсене пурнăçлама пулăшать. Каç пулсан шăпăрлансене çывăрма вырттарать.

Çут тĕнчене харăс саккăрăн килнисем халĕ 7,5 çула çитнĕ. Вĕсем, амăшĕ пекех, какайсăр апат çиеççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, спортпа туслă. Амăшĕ каланă тăрăх, саккăрăшĕ те вĕсем — пĕр команда, кил тĕрĕшри ĕçсене пурнăçламашкăн пулăшаççĕ, Эйданшăн та вĕсем — чăн-чăн тĕрек.

“Эпĕ сывă та телейлĕ ачасем ÿстерме ĕмĕтленетĕп. “Октоанне” йышши хăрушă та намăс сăнар — пурнăçра пулмалла маррин тĕслĕхĕ. Çак сăнара пуринчен ытла хам кураймастăп”, — тет хĕрарăм.

/Deti.mail.ru/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.