Хĕрарăм хăлхапа юратать?
«Чĕремĕрсем ирĕлччĕр тесен пилĕк,
вунă тĕрлĕ ят тупса
чĕнĕр пире, савнисем».
Валентина Элпи, «Пулас кинсем».

Хĕрарăм хăлхапа юратнине кашни арçыннах илтнĕ-пĕлет. Пĕлме пĕлет те анчах...

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарнă май арçынсем çывăх çыннисене: амăшĕсене, мăшăрĕсене, ачисене - еплерех юратнине, çакна мĕнлерех сăмахсемпе палăртнине ыйтса пĕлес шухăшпа Шупашкар урамне тухрăмăр. Хисеплĕ арçынсене юратнă çыннисен кăмăлне çĕклекен, вĕсене хавхалантаракан сăмахсем калама ыйтрăмăр. Кăсăклă: 1 минутра мĕн чухлĕ ачаш сăмах аса илме пултарать арçын? Шел, пĕри те минут вĕçне çитеймерĕ. Телее, хăшĕ-пĕри çапах та çывăх çынни валли çепĕç сăмах шырама пăрахман-ха.

ЮРИЙ, 58 çулта:

Юрататăп, сывлăхлă пул, хĕвел пек ăшă пул, уйăхпа çăлтăр пек çутă пул, Турă пулăшса пытăр сана, ку таранччен пĕрле пурăннине малашне те килĕштерсе пурăнасчĕ.

НИКОЛАЙ, 77 çулта:

- Кăвакарчăнăм, чĕкеçĕм, эпĕ сансăр питĕ тунсăхлатăп, сансăр пурнăçăм та çук, эсĕ манпа юнашар пулнă тăк сана кашни кун ыталăттăм.

АЛЕКСАНДР, 25 çулта:

- Юратăвăм, хаклăскерĕм, хĕвелĕм, мăр-мăр кушакăм.

СЕРГЕЙ, 37 çулта:

- Эпĕ сана юрататăп, телейĕм, хаклă мăшăрăм, ачамăрсене-телейĕмĕрсене парнеленĕскерĕм, тĕрĕс пурăнма вĕрентекенскерĕм, хавхалантараканскерĕм.

ПАВЕЛ, 20 çулта:

- Тинех тупрăм сана, тахçантанпах шыранăскерĕм, эсĕ маншăн чи хакли, чи хитри, сана никама та памăп.

 

Пушхирти чечекпе танлаштарчĕ

Шупашкарти хулаçум вокзалĕнче яланхи пекех халăх нумай. Хальхинче çула тухнă арçынсене çак ыйтупа чăрмантарас терĕмĕр.

«Чиперккеçĕм, кăвакарчăнăм...» - Шупашкар районĕнче подстанцире тăрăшакан Александр Матвеев хĕрарăмсене çакнашкал сăмахсемпе хавхалантарать. Шăпах автобуса кĕме хатĕрленетчĕ вăл. Тен, киле çитичченех канăç памарĕ ăна çак ыйту? Çапах ăшă тепĕр миçе сăмах аса илчĕ-ши вăл?

Республикăн районĕсене ларса кайма çын шыракан водителе çакăнта темиçе хут та курнă. Ушкăнпа тăратчĕç вĕсем, анчах нихăшĕ те чуна тыткăнлакан сăмах калаймарĕ. Пăрăнса утсан çеç пĕри хăваласа çитрĕ. «Эсĕ пушхирти чечек евĕр маншăн, хĕвел çути пекех тавралăха çутататăн», - терĕ шăтарас пек куçран пăхса. Çавнашкал каласан кирек камăн та чунĕ ирĕлĕ.

Кăшт утсанах çамрăк пĕр хĕрарăм телефонпа калаçни хăлхана кĕчĕ. Темшĕн айăпа кĕнĕ унăн юратнă çынни. «Каçар», - теме те чĕлхÿ çаврăнаймасть санăн», - иртен-çÿрен илтмеллех ăса вĕрентет ăна. Чăнах, йăнăш утăм тунине йышăнма та пĕлмелле.

40 çула çывхаракан Александр шкулта вĕреннĕ чухнех конкурссенче палăрнă. «Хĕрсене ăшă сăмах калас енĕпе мана çитекен пулман. Акă итле: чĕкеçĕм, кăвакарчăнăм, хĕвелĕм, çăлтăрăм, уйăхăм, чечекĕм, ăш çунтармăшăм, маттурскерĕм, çаврăнăçуллăскерĕм, чунăмçăм, куракăм, çĕленĕм...» - пулеметран пенĕ пек «шăтăртаттарать» хайхи. Арăмне хытă юратать пулинех.

Çакăнтах амăшĕпе ывăлĕ иртсе пыраççĕ. Хĕрĕхрен иртнĕскер авланман-мĕн. Эх, кун çути парнеленĕ хĕрарăм çав тери калаçтарасшăнччĕ ăна. Арçын хăнк! та тумарĕ. «Савниçĕм, чунăмçăм...» - теме йывăр-и?» - кăмăлсăрланчĕ амăшĕ.

Васкакан арçынсене чарса сăмах пуçарни ахаль иртмĕ. Калаçăва сыпăнтарайманнисем те хĕрарăмăн кăмăлне çавăрма май тупасса шанас килет.

 

Татьяна НИКОЛАЕВА,

Мария РОМАНСКАЯ.

"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.