Хĕрарăм аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вылять

11 Пуш, 2017

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи ĕçчен, хастар, пултаруллă хĕрарăмсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем панă. Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Владимир Викторов, ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков хутшăннă.

Михаил Васильевич этемлĕхĕн черчен çуррине çуркуннехи пĕрремĕш уявпа саламланă май хĕрарăм пур тытăмри ĕçе те хăйĕн тÿпине хывни пирки каланă. «Эпир пĕрле экономикăна, вĕрентÿпе наукăна, сывлăх сыхлавне, культурăна, спорта аталантаратпăр. Эсир, ырă кăмăллă та сисĕмлĕскерсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса паратăр. Сирĕнтен кашниех ĕçе парăннине пула республика хисепĕ ÿсет», — палăртнă вăл.

Сумлă йыш пысăк. Тĕслĕхрен, Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкул педагогĕ Татьяна Петрова, Шупашкарти 4-мĕш лицейре ĕçлекен Елена Бутина, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен «Росток» пултарулăх центрĕнче вăй хуракан Оксана Ширлова — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ», Çĕнĕ Шупашкар хула больницин кардиологи уйрăмĕн пуçлăхĕ Оксана Мосолова — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ», Элĕк район тĕп больницин акушер-гинекологĕ Надежда Павлова — «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Наци библиотекин пай пуçлăхĕ Роза Степанова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.