Хĕр чысĕ

12 Пуш, 2016

Çамрăкла качча тухрĕ Валя. Пурнăçĕ пач хăй шухăшланă пек çаврăнмарĕ унăн. Çакăншăн хăй те айăплă темелле-ха. Шупашкарта вĕренме тытăнсан амăшĕпе ашшĕн куçĕнчен вĕçерĕннине туйрĕ-ши - ирĕкленчĕ. Малтанах клуба та сайра тухнăскер ташă каçĕсенчен те пăрăнмарĕ. Общежитири хĕрсемпе уявсем тăрăх çÿрерĕ, каччăсем уçăлма чĕнсен те хирĕçлемерĕ. Пĕринпе калаçрĕ вăл, тепринпе... Тепĕр чухне вĕренмелли çинчен те манчĕ-тĕр. Пĕр пÿлĕмре пурăнакан Люба тем пек ырă ăс парасшăн пулчĕ ăна, вĕренме хистерĕ, малашнехи пурнăç паянхи кунран килнине çирĕплетрĕ, каччăсемпе асăрхануллă пулма ыйтрĕ. Усси пулмарĕ. Ырă канаша йышăнмарĕ пике.

Славăпа паллашсан йĕркене кĕчĕ пек. Йĕкĕт çирĕп тытрĕ ăна. Дискотекăна та пĕччен ямарĕ. Занятисене те сиктермерĕ Валя. Йĕкĕт аякри хулана ĕçлеме çÿрерĕ. Укçаллă таврăнаканскер Вальăна хаклă парнесемпе савăнтарчĕ, кафе-кинона илсе çÿрерĕ. Вĕсен юратăвне ăмсанакан та сахал марччĕ. Ара, çамрăк чухне мĕнле хĕр ырă кăмăллă та чипер каччă пирки ĕмĕтленмест? Слава вара пĕр кашăк пылпа çăтса ямаллискерехчĕ. Сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă, кĕлеткипе те капмар.

Часах çамрăксем туй кĕрлеттерчĕç. Ку пулăма пепке çураласси васкатрĕ-ха. Хĕрĕ хĕрĕх чĕрнеленнине пĕлсен амăшĕ выртсах ÿлерĕ. Хĕрĕн çутă ĕмĕчĕ сÿннине, телейлĕ пурнăçĕ пăчланнине туйрĕ-тĕр.

Çут тĕнчене ывăл килнĕ хыççăн хваттер тара илсе тăкакланас мар терĕ кил хуçи. Арăмне амăшĕ патне яла илсе кайрĕ. Малтанах аванах пурăнчĕç-ха вĕсем. Хунямăшĕ те ытлашши тÿрккес пулмарĕ, анчах мăнукне юратманни палăрчех. «Те пирĕн-ха?» тенĕн çеç пăхса иртрĕ ача вырăнĕ çийĕн. Мăшăрĕ ачашшăн ыталаса чуптуни çеç лăплантарчĕ çамрăк арăма.

Слава ĕçлеме тухса кайсан вара Вальăшăн ахăр самана пуçланчĕ. Хунямăшĕ пĕрмай мăкăртатрĕ, вăрçăнчĕ. Кинне çăкăр чĕллишĕн те ÿпкелекен пулчĕ. Чăтрĕ Валя. Ĕçлерĕ, кил-çуртра тирпейлерĕ. Упăшки килессе кĕтрĕ, ывăлĕпе лăпланчĕ.

Татах пепке çуратасси çинчен те, çĕнĕ çурт лартса уйрăлса тухасси пирки те сахал мар пуплерĕç мăшăрĕ таврăнсан. Укçа пухма шухăш тытрĕç. Анчах юлашки вăхăтра палăртни пулсах пымасть-ха. Мăшăрĕ ĕçке ярăнчĕ мар-и? Ку таранччен пухнă мул та çилпе вĕçме пуçларĕ. Ĕçки те путсĕр тата: кăшкăрашма тытăнать, пÿлсен чăмăрĕпе юнать. Хунямăшĕпе вăрçăнни çитмен, халĕ тата Славăран та хÿтлĕх çук. Иртнинче авă çупкă пама та именмерĕ. Паян та таçта çÿрет вăл. Ĕнер çеç аякри хуларан таврăнчĕç. Хĕрĕнкĕ килсе кĕчĕ килне. Паян та ирех тухса утрĕ, ăçталла çул тытнине те каламарĕ. Паçăртанпах хуняма карчăкки мăкăртатса çÿрет тата. Аса илчĕ Люба тантăшĕн сăмахĕсене. Вĕренмелеччĕ çав пусăрăнса, хĕр чысне упрамаллаччĕ.

 

Анна НИКОЛАЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.