Хĕн курмасăр ырлăх çук

Мĕн пĕчĕкрен колхозра вăй хунă май хамăртан аслăрах çынсем тĕрлĕрен ĕçе мĕнле пурнăçланине сăнама юрататтăм. Лашасемпе çавăрттарса тырă çапакан молотилкăна ĕçлеттернĕ чухне эпир, ачасем, кĕлте салататтăмăр. Хăшпĕр арçын ача лаша хăвалатчĕ. Аслăрах хĕрсем кĕреплепе улăм пуçтаратчĕç. Юрла-юрла ĕçлетчĕç. Вĕсенчен пĕри, çепĕç те янăравлă сасли, Лидия Николаевна Антонова пулнă. Вăл чăвашла та, çармăсла та юрлатчĕ. Пурнăç йывăррине пăхмасăр савăнма та пĕлнĕ. Нумаях пулмасть унпа курнăçнă май терт-нушана чылай тÿснĕскер кун-çулĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.

"Вăрçă çухатусăр пулман, — пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. — Эпир те аттене, Николай Антонович Антонова, çухатрăмăр. Маларах пирĕн çемье Мари Республикинчи Симагойка ялĕнчен 7 çухрăмра вырнаçнă вăрманта пурăннă. 1941 çулта аттене вăрçа илсе кайрĕç. Анне тăватă ачапа тăрса юлчĕ. Эпĕ ун чухне 9 çултаччĕ, кĕçĕн шăллăм Петя — 1-ре. Атте Ленинграда хÿтĕленĕ чухне аманнă, госпитальте выртнă. Кайран вăл хыпарсăр çухални çинчен хут килсен эпир хамăр яла, Хуракассине, таврăнтăмăр. Малтанхи вăхăтра аттен шăллĕ патĕнче пурăнтăмăр. Хамăр çурта кăштах юсасан унта куçрăмăр. Пĕтĕм йывăрлăх пире пурнăçра йĕрлесе пычĕ тейĕн".

Антоновсен ачисем пĕчĕкренех колхоз ĕçне хутшăннă, çав вăхăтрах кил-тĕрĕшре те тăрăшнă. Лида та çăпата тума вĕреннĕ. Унсăр пуçне ал ĕçне те хăнăхнă. Шăллĕне михĕрен шăлавар çĕлесе панине аса илчĕ вăл.

"1950-1955 çулсенче колхоз Йĕпреç вăрманне йывăç касма яратчĕ. 18 çул тултарсан мана та явăçтарчĕç унта. Эпир пиллĕкĕн пĕр хваттерте пурăнаттăмăр. Варук аппа пире тутлă апат пĕçерсе çитеретчĕ. Кăнтăрлахи апата вăрмантах хатĕрлетчĕç. Пĕррехинче эпĕ кăвайт чĕртме пуçланă чухне пĕр йывăç ман еннелле ÿкрĕ. Телее, эпĕ вулăпа турат хушшине лексе вилĕмрен юлтăм, йывăрах аманмарăм.

Урари çăпата часах çĕтĕлетчĕ. Пушăтлăх çăка касса эпĕ юлташсем валли те çăпата тăваттăм. Ăна тума вĕренни пурнăçра кирлĕ пулчĕ. 1951 çулта яла килтĕмĕр. Йĕпреçрен киле таврăннă чух йĕтĕн сÿсĕ илсе килтĕм. Ăна килте арласа çип туса хамах пир тĕртрĕм. Çав çулхине анне вилчĕ", — иртнине куç умне кăларчĕ Лидия Николаевна.

Тăватă тăлăх турат малалла хăйсемех майлашăнса пурăннă. Ванюç пиччĕшĕ салтакран килсен колхозра шоферта ĕçленĕ, çемье çавăрнă. Николай та хĕсмет хыççăн кÿршĕ ял хĕрĕпе мăшăрланнă, Саратов облаçне пурăнма куçнă. Петя Самар облаçĕнче йăва çавăрнă.

Лида аппа 1959 çулта тантăшĕсемпе Орск хулине стройкăна ĕçлеме кайнă. Çакăнта аслă ывăлне Володьăна çуратнă. Каярахпа тăван ялне каялла таврăннă, тăван совхозра тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Володя халĕ çемйипе Шупашкарта пурăнать. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ.

Кинемей паян кĕçĕн ывăлĕпе Алешăпа кун кунлать. "Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе малтан мала утатпăр. Эпир туслă пурăнса пурпĕрех усмарăмăр алла", — терĕ вăл калаçăвне вĕçлесе.

Сакăр теçеткерен иртнĕ пулсан та хăйне лайăхах туять Лидия Николаевна. Кил-тĕрĕшре те тăрăшать, ял-йышпа та хутшăнать. Сăпайлă хĕрарăма кÿрши-арши те хисеплет.

Маргарита МИХАЙЛОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси ялĕ.

Маргарита МИХАЙЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.