Хĕлĕпех - симĕс сухан

25 Нарăс, 2016

Хĕл варринче камăн симĕс сухан çиес килмĕ? Эпĕ хĕле кĕреспех чÿрече умĕнче сухан çитĕнтерме пуçлатăп та йăран çинче сухан хĕлхисем пуличченех симĕс суханран татăлмастăп. Ешĕл çимĕç кирек мĕнле апатпа та килĕшÿллĕ, унпа усă курма та ансат. Кирлĕ чухлĕ симĕс сухан касса илетĕп те апата хушатăп. Апат тути самаях лайăхланать.

Симĕс сухана икĕ ещĕкре çитĕнтеретĕп. Кĕркунне хатĕрлесе хунă тăпрана ещĕксене тултаратăп. Хĕле кĕнĕ чухне лартмашкăн вĕтĕ е чаплах мар сухансене, сая ан кайтăр тесе, суйлатăп та тăпрана çăтă-çăтă чиксе тухатăп, ещĕке кантăк янаххи çине лартатăп. Раштавра чÿречерен çутă сахал лекет пулин те сухан лайăх ÿсет. Çиме кирлĕ чухне хĕлхине татса илетĕп, тепĕр чухне кăкĕпех кăларатăп. Пĕр ещĕкри сухана çиме пуçласассăнах тепĕр ещĕке сухан лартатăп. Малтанхи ещĕкри сухана çиме тăпăлтарса пĕтернĕ çĕре тепĕр ещĕкре сухан çитĕнет. Çапла мĕн çуркуннечченех черетлентеретĕп.

Çуркуннепе тепĕр меслетпе те усă куратăп. Шăтма /сăмсаланма/ пуçланă сухансене суйлатăп та пластик савăта е стакана шыв ярса сухана тымарĕ çеç лекмелле лартатăп. Савăт пысăкрах пулсан темиçе сухан вырнаçтарма пулать. Ун валли пластик савăтранах пластинка касатăп та унта сухан вырнаçмалăх шăтăксем тăватăп. Савăт çине хуратăп та сухансем лартса тухатăп, шыв яратăп. Сухан ÿснĕ майăн савăтри шыва хушсах тăратăп.

Ĕçĕ питĕ ансат, усси вара пысăк пек туйăнать. Чÿрече умĕнчен чĕрĕ апат татăлмасть, эппин, организма та паха витамин пырсах тăрать.

Халĕ шăпах управри сухансем шăтма пуçлаççĕ. Вĕсене суйласа шыва е тăпрана лартсассăн усăллă çимĕç пулĕ.

Толя мучи.

Вăрнар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.