Хĕле кĕриччен тирпейлесчĕ
Сад-пахчана хĕл валли епле хатĕрленинчен килес çулхи тухăç мĕнле пуласси килет. Йывăç айĕнчи ÿкнĕ çулçăна пуçтарса тислĕк купи çине е компоста хумалла. Çулçăра сиенлĕ кăпшанкă çăмартисем, тĕрлĕ чир-чĕр спори хĕл каçма хатĕрленеççĕ. Типсе хытнă çимĕçсем йывăç çинчен ÿкмеççĕ. Шăчă вĕçне йÿпленчĕк çапса çекĕл тăвăр та ÿкмен çĕрĕксене çаклатса татăр.
Хăмла çырлипе хура хăмла çырлин çимĕç панă тунисене йăлтах касмалла. Хурлăханăн, крыжовникăн ватăлнă, 4-5 çултан иртнĕ турачĕсене иртмелле.
Кăшлакан чĕрчунсенчен çамрăк улмуççисем шар кураççĕ. Çамрăк вулăна капрон чăлхапа е тимĕр сеткăпа чĕркесе хÿтĕлĕр.
Çуркуннехи хĕвелтен те хÿтĕлени вырăнлă. Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче е пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче хĕвел самаях ăшăтса пăхнă кунсем пулаççех. Кун пек чухне йывăçăн юрпа витĕнмен вулли «ыйхăран вăранать» — чĕрĕлет. Каçсерен таврăнакан сивĕсем вара çемçелнĕ йывăç вуллине çăмăллăнах сиенлеме пултараççĕ. Вулăсене кĕркунне шуратни асăннă инкекрен хÿтĕлет. Шуратма «Водоэмульсионка» юрăхлă. Вăл çумăрпа юхса анмасть.
Ачаш ÿсен-тăрана хупламалли вăхăт та çывхарса пырать. Виткĕç валли хыр-чăрăш турачĕсем е çĕре тăкăннă лăсă пуçтарса хатĕрлемелле, унпа çанталăк сивĕтнĕçемĕн сивĕрен хăракан чечек-курăка хупламалла. Юр çунă майăн çакнашкал тĕпсене юрпа купаламалла.
Комментари хушас