Хăяр ÿстеретпĕр
Хăяра пахча патши теççĕ. Пирĕн килте эп мĕн астăвасса çак çимĕçе кашни çул çитĕнтеретчĕç. Манăн хуçалăхра та хăяр тĕп вырăн йышăнать. Сĕтел çинчен хĕлĕн-çăвĕн симĕс хăяр татăлмасть: çуркунне-кĕркунне теплицăра ÿстеретпĕр, çулла — уçă вырăнта, хĕлле валли банки-банкипе хăяр хупатпăр, тĕрлĕ йышши салат тăватпăр. Хăяр лайăх тухăç патăр тесен ăна лайăх пăхмалла. Манăн сĕнÿсем вулакансемшĕн кăсăклă пуласса шанатăп.
1. Çуркунне хăяр йăранĕ çине мульча ªтеплицăрине теº саратăп. Çулла яланах йăран çине улăм е пĕрене турпасĕ хурса тухатăп. Çапла туни ăшшине те, нÿрĕкне те тытса тăрать.
2. Хăяра кăнтăр енче ÿстерме тытăннă, çавăнпа вăл ăшша юратать. Ăна яланах ăшă шывпа сапатăп. Йăран çинче пĕрмай нÿрĕк тăмалла. Нумай вăхăт шыв сапмасан ун çулçисем чирлесе типме пуçлаççĕ. Хăяр çимĕç пама тытăнсан тислĕк шывĕпе сапма тытăнатăп. Шыва йăран варрине ярсан лайăхрах, тымарĕ патне хăвăртрах анса каять.
3. Хăяр тĕмĕсем йăран çинче йăваланса выртмаççĕ, вĕсене çакса ямалли тăватăп. Хăяршăн уссийĕсем алă пекех, ÿсме тата çимĕç пама пулăшаççĕ, çавăнпа вĕсене çÿлелле кармашма майсем туса памалла.
4. Хăяра хĕвел пайăркисенчен те упрамалла. Çак тĕллевпе хăяра теплица е çÿллĕ ÿсекен çимĕç çумне /сăмахран, куккурус/ лартатăп. Теплицăрисене айккине хура клеенка çакса хÿтĕлетĕп. Çапла туни хăярăн кун-çулне вăрăмлатма май парать.
5. Хăяра унчченхи пек клеенкăпа витместĕп. Ятарлă шпалер туса ун çине пластик сетка карса хуратăп. Каçхине унта ăшăрах, кăнтăрла уçăрах. Хăяра çил те, хĕвел те типĕтмест, хурт-кăпшанкă та çыпăçмасть.
Геннадий ФЕДОРОВ.
Çĕрпÿ хули
Комментари хушас