Хăйăр вăрттăнлăхĕсем, ашпа çыхăннă "уйрăм саккассем"...

11 Авăн, 2014

Çут çанталăк пуянлăхĕпе саккуна пăхăнса усă курмалла

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ-ха, çапах унта кĕртменни журналистсемшĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва шăпах çав темăран пуçларĕ.

Михаил Васильевич çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курмалли, хăйăр кăлармалли, ирĕк памалли аукцион кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Калăпăр, Шупашкар районĕнчи Çĕктерти хăйăр карьерĕ. Аукциона 5 организаци хутшăннă, СУОР çĕнтернĕ. Çавна май бюджета самай пысăк укçа кĕрĕ. Пĕтĕмпе вара кăçал çавнашкал 10 аукцион йĕркеленĕ, çакă бюджета кÿнĕ пайта - 39,5 млн тенкĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата 46 млн кĕмелле, пĕтĕмпе вара 86 млн тенкĕ патнеллех пулĕ.

- Лайăх кăтарту, - кăмăллăн палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ, - çакă - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, влаçăн ăнăçлă ĕçĕ. Аукционсенче унта хутшăнакансемшĕн пуриншĕн те пĕрешкел условисем йĕркелетпĕр. Унччен хăшĕсене çăмăллăхсем панă. Халĕ çавăнпа хăшĕсем кăмăлсăрланаççĕ, вĕсенчен пĕрисем саккунлă ĕçленĕ, теприсем - саккунлах мар. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕрлĕрен çыраççĕ. Эпир никама та саккун нормисене пăсма памăпăр. Çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курассине рынок механизмĕсем çине куçаратпăр. Коррупци валли вăрттăн çулсем юлмаççĕпе пĕрех.

Хăйĕн сăмахне вăл цифрăсемпе çирĕплетрĕ. 2011-2013 çулсенче 24 аукцион ирттернĕ май республика бюджетне 50 млн тенкĕ кĕнĕ. 2008-2010 çулсенче вара 16 суту-илÿ пулнă. Михаил Васильевич вĕсем пирки "çурма хупăскерсем" терĕ, çав аукционсем бюджета пĕтĕмпе те... 1 млн тенкĕ кÿнĕ. "Чухлама кăна пулать..." - пăтравлă лару-тăрупа унччен камсем пайта курнине систерсе каларĕ республика Пуçлăхĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрне Иван Исаева вăл çак ĕç-пуç пирки халăха тĕрĕс информаци пама сĕнчĕ. Патшалăх служащийĕсене хăшĕ-пĕри "ăнланмалла мар витĕм кÿме" тăнине палăртса унашкал пулăмсене татăклăн пÿлме хушрĕ. Хăйăр тĕлĕшпе ăна кăлармалли лицензие 15 организацирен туртса илнĕ. Çав шутра Шупашкар юхан шыв портĕнчен - 6 лицензи: "Правăна пăсса усă курнă". Икшер лицензие - Тăвай "Сельхозхимийĕнчен" тата Комсомольски районĕнчи "Энергосервисран". Михаил Васильевичăн юлашки пирки те реплика пулчĕ: "Унта та - интереслĕ çынсем". Тата - Ишлейри кирпĕч завочĕ тĕлĕшпе: "Чылайранпа ĕçлемест - мĕнле пултараççĕ?"

Лару пуçламăшне çавнашкал çивĕч сĕм кÿнĕ май кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явассине те тунсăх пусмарĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Сĕнтĕрвăрри хулине 2020 çулччен çĕнетмелли комплекслă инвестици планĕпе паллаштарчĕ. Ĕç калăпăшĕ курăмлă, планра пысăк предприятисем çине лекекен тиеве чакарса пĕчĕк бизнеса анлăрах çул парассине тĕпе хунă. Урăхла каласан хула экономикине диверсификацилесшĕн. Çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем ытларах пулмалла.

Михаил Игнатьев вара çак тĕллеве пурнăçлассипе çыхăннă пайăр проектсемпе кăсăкланчĕ. Район ертÿçисем хула аталанăвĕ халĕччен республика пулăшса пынипе çыхăннине йышăнчĕç, анчах Сĕнтĕрвăрринче халăх йышĕ чакса пырать, çынсем пăраха-пăраха каяççĕ. Çавăнпа инвестици планĕ кирлех. Чи малтанах халăха шывпа тивĕçтерес ыйтусене татса паманни такăнтарать. Коновалово микрорайонĕнче, сăмахран, электричество, газ сечĕсем тĕлĕшпе ĕç-пуç йĕркеллех, анчах шывпа çыхăннă чăрмавсем пур. Водопровод проекчĕ валли кăна 7 млн тенкĕ кирлĕ иккен. Çăкăр завочĕн те, спиртзавод микрорайонĕнче те - шыв ыйтăвĕ.

ЧР Пуçлăхĕ планра каяшсене сортламалли участок тума палăртнин вырăнлăхĕ пирки иккĕленчĕ: "Çĕнĕ Шупашкарта полигон пулать-çке, Сĕнтĕрвăрри унтан инçе мар - каяшсене унта турттарни тем тесен те йÿнĕрех ларать". Е тата - тăрăллă хоккей корчĕ тăвасси. Мĕнле укçапа? "Газпром" - ачасене" программăна шанаççĕ иккен. Михаил Игнатьев хакĕпе интересленчĕ те - спорт министрĕ Сергей Мельников хурав пачĕ: 50 млн тенкĕ. Хаклă мар темелле, анчах Михаил Васильевич корт искусствăлла пăрсăр пулассине пĕлсен тĕлĕнсех кайрĕ: çавăн пек каток та 50 млн тенкĕ-и? "Проект тăвакансем темле хак та палăртĕç, - терĕ вăл, - чылай чухне вĕсем строительство материалĕсем туса кăларакансемпе каварлашаççĕ. Кайран вара пĕр сăмах: проектра çапла палăртнă! Проектсене те çынсемех тăваççĕ, кайран вĕсем пире хистеме тытăнаççĕ".

Спиртзавод пирки те сăмах пулчĕ. Ăна 3 çул каяллах сутса янă, анчах шалти оборудовани халĕ те "Росспиртпром" харпăрлăхĕнче, çавна май çĕнĕ хуçасем ниепле те ĕç йĕркелесе яраймаççĕ. Росимущество представителĕсем килсе çав пурлăх тĕрĕс-тĕкел пулнипе интересленсех тăраççĕ-мĕн. Çавна май Михаил Игнатьев асăннă ведомствăн Чăваш Енри тытăмĕн ертÿçин Толстовăн ĕçне черетлĕ хут сивлерĕ: "Çынсем завода туяннă - вăл халĕ вĕсен харпăрлăхĕ, апла тăк шалти пурлăха илсе тухмаллах".

Сĕнтĕрвăрри аталанăвĕн планне пĕтĕмĕшле хакланă май Михаил Васильевич тиркевлĕ пулчĕ: "Пире хăмпăсем кирлĕ мар. Вăл е ку ĕçе плана кĕртетпĕр тĕк - пурнăçламаллах. Çынсем кураççĕ вĕт, мĕн тунă тесе ыйтаççĕ. Монохуласене аталантарма патшалăх 32 млрд тенкĕ уйăрать. Çав укçан пĕр пайне илмешкĕн пире лайăх проектсем кирлĕ".

Правительство ларăвĕсенче пĕр-пĕр министерство е ведомство хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен анлă отчет тăвасси йăлана кĕчĕ. Ку хутĕнче ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов сăмах илчĕ. Докладăн кашни йĕрки çинче чарăнса тăни ытлашши-тĕр, анчах хăш-пĕр самантпа паллаштармаллах. Сергей Иванович палăртнă тăрăх - республикăшăн выльăх-чĕрлĕх чирĕсенчен мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕн ыйтăвĕ чи çивĕччи. Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев та чирлĕ ĕнесен сĕчĕ ăçта кайни пирки тÿрремĕнех ыйтрĕ. "Сĕт завочĕсене, промышленноç мелĕсемпе тирпейлеме", - хуравларĕ тĕп ветеринар. Апла пулин те Михаил Васильевичăн ку енĕпе иккĕленÿ пур: "Чирлĕ выльăх сĕчĕ ачасем патне ан çиттĕр" тенĕ май вăл сывлăх сыхлавĕн министрне çак лару-тăрăва çирĕп сăнаса тăма хушрĕ.

Сĕт тенĕрен, Михаил Игнатьев унăн сутăн илмелли хакĕ Чăваш Енре ытла та пĕчĕкки пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Çав вăхăтрах вăл чылай хаклăрах чухне лавккасенче мĕнле хак пулнă, халĕ те, ĕне тытакансем сĕте чылай йÿнĕрех панă вăхăтра, суту-илÿ сетĕнче çак çимĕç пĕртте йÿнелмен. Çак лару-тăрăва витĕм кÿмешкĕн Ветеринари службин те пулăшмалла - полномочисем çителĕклĕ.

Выльăх, чĕр чунсем урнин тĕслĕхĕсем те нумайланнă. Сыснан Африка мурĕнчен тата ящуртан сыхланасси пирки те манма юрамасть. Республика Пуçлăхĕ ветеринари ĕçне предпринимательсене анлăрах явăçтармалли пирки асăрхаттарчĕ - хальлĕхе вĕсен йышĕ çак сферăра ытла та пĕчĕк-ха. "Предпринимательсемшĕн çак ĕç тупăшлă пулмалла. Хальлĕхе вара эпир çак пулăшу ĕçĕсен 99% бюджет çине илнĕ, çавна май эсир вĕçĕмсĕр укçа ыйтатăр. 20 çул каялла мĕнле ĕçленĕ - халĕ те çаплах", - ÿпкелерĕ Михаил Васильевич. Сергей Скворцова уççăнах каларĕ: "Йĕрке тăваймарăр тăк - сирĕнпе сыв пуллашма тивет-тĕр".

Тĕлкĕшекен кăвар çине краççын сапнă пекех - доклад вĕçленнĕ хыççăн ытти чух чĕнсех кайман Юрий Поповăн, Патшалăх Канашĕн председателĕн, ыйту çуралчĕ. Вăл тĕп ветеринар иртнĕ канашлусенчен пĕринче Вăрнарти аш-какай комбиначĕн продукцийĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратакан кăтартусем пĕлтернине аса илтерчĕ. "Пухăннисем ун чухне пурте ман çине пăхса илчĕç, - сăмахне тăсрĕ Юрий Алексеевич. - Анчах ку кăтартусем ыттисен те çавнашкалах. Вăрнарсен икĕ хут пысăкрах пулсан - теприн /предпряти ятне те асăнчĕ, анчах паллă сăлтавсене кура эпир апла тумăпăр. - Н.К./ - 40 хут. Сирĕн специалист Вăрнарти предприятире нимĕнле актсăрах пырса кĕнĕ, тĕпчемелли аша ятарлă контейнера мар, целлофан хутаçа кăна чикнĕ. Ăна лабораторие 36 сехетре илсе çитермелле, тĕрĕссипе вара 4 кунран тин илсе пынă. Халĕ ав Интернетра ман пирки тем те пĕр çыраççĕ. Çакна ăнлантарса парсамăр..."

Сергей Скворцов пĕлтернĕ тăрăх - асăннă тĕслĕхре апат-çимĕç мониторингне ирттернĕ. Аш тĕслĕхне лабораторие леçесси вăраха кайнин сăлтавне те асăнчĕ. Çав тĕслĕхе Россельхознадзорăн кунти управленине эрне кун панă-мĕн. Анчах умра кану кунĕсем пулнă май вăл çак тытăм холодильникĕнче выртнă, çапла вара Хусанти лабораторие тунти кун тин çитнĕ. "Юлашки тĕрĕслев вăхăтĕнче Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче технологие пăхăннине, продукци пахалăхĕ тивĕçтернине çирĕплетнĕ", - пĕтĕмлетрĕ Сергей Иванович.

Россельхознадзор кама пăхăннине тĕшмĕртекеншĕн пăтăрмахлă çак ĕç-пуç политика сĕмĕллине тавçăрма йывăр мар-тăр. Çук, Михаил Игнатьев кун пирки шарламарĕ, анчах Вăрнарсене сĕнÿ пачĕ: "Çакă сире мĕнлерех сиен кÿнине шутласа палăртăр та - Россельхознадзортан, Ветеринари службинчен тăкака шыраса илме тавăç тăратăр. Тĕслĕх пултăр, вĕсем уйрăм саккассене пурнăçлани мĕнле сиен кÿнине туйччăр".

Николай КОНОВАЛОВ