Хăй тĕллĕн вĕренсех - хаçата

19 Кăрлач, 2016

"Чăваш коммуни” /"Хыпар"/ хаçатра ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă калем ăстисене, корреспондентсене асра тытса хатĕрленĕ стенда тишкерсе темиçе те пăхнă. Куçăм яланах хитре сăн-питлĕ, çутăрах сăнлă Георгий Костин çинче чарăнать. "Георгий Александрович вăрçăчченех "Чăваш коммуни” хаçатра фотокорреспондентра тăрăшнă", - çырнă унта. Сăнÿкерчĕксем çав çулсенче хальхи пек йышлăн пулманнине /халĕ кашни çыннах сăнÿкерÿçĕ теме пулать, телефонпа та, планшетпа та ÿкереççĕ/, вĕсем питĕ хăйнеевĕрлĕ пулнине шута илсе çула тухрăм. Георгий Костин пирки манăн ытларах пĕлес килчĕ. Вăл Шупашкар районĕнчи Ишекре çуралса ÿснĕ.

Ишекри таврапĕлÿ музейĕн директорĕ Екатерина Смирнова мана ăшпиллĕн кĕтсе илчĕ. "Пирĕн аваллăх управçи шăпах Костин улпут çуртĕнче вырнаçнă ĕнтĕ. Ишек чиркĕвĕ вăйлă ĕçленĕ вăхăтра лартнă ăна. Пĕрремĕш хутĕнче аякран килнĕ çынсем апатланма пултарнă, иккĕмĕшĕнче çĕр выртма юлнă. Костинсен çемйи пысăк пулнă. Халĕ шăпах вĕсем пирки материалсем пухатпăр. Сăнÿкерчĕксене çĕнетрĕмĕр. Шупашкарти таврапĕлÿçĕсем те кирлĕ хутсем ярса пачĕç. Вĕсемпе усă курса çитес вăхăтрах пысăк стенд йĕркелесшĕн. Улпут çемйи, вĕсен пурнăçĕпе шăпи, ачисем пирки ял халăхне пĕлтересшĕн. Атту нумайăшĕ манăçнă ĕнтĕ", - паллаштарчĕ Екатерина Павловна.

Екатерина Смирнова пĕлтернĕ тăрăх - Александрпа Георгий Костинсем йĕкĕреш пулнă. Вĕсем, икĕ сывлăм пĕрчи пек пĕрешкел сăн-питлĕскерсем, ÿкерÿ ĕçĕпе ачаранах кăсăкланнă. Вĕсенчен кăшт аслăрах пиччĕшĕ Николай та фото ĕçне кăмăлланă. "Тĕрĕссипе, Костинсене ку тăрăхри малтанхи фотографсен йышне кĕртмелле. Александр Костин улпут çĕре кĕнĕ хыççăн çемье йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Апла пулин те ÿкерÿ ăсталăхĕпе кăсăкланнă ачисене хавхалантарас тесе амăшĕ Татьяна Ионовна укçа-тенкĕ тупса ывăлĕсене фотоаппарат туянса панă. Арçын ачасем хăйсем тĕллĕнех ÿкерме хăнăхнă. 14 çулта чухне хайхискерсем хăйсен ĕçĕсене Шупашкарта ирттернĕ конкурса ярса панă. Мĕн тетĕр? Çĕнтернĕ! Çак çитĕнÿ вĕсене тата та хавхалантарнă ĕнтĕ. Каярахпа вăрçăра та фотокорреспондентсем пулнă. Шупашкарти пĕр музейре вĕсен ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ. Сăмах май, пирĕн музейре ĕлĕкхи пысăк фотоаппарат пур ав. Ăна Костинсен тăванĕсем парнеленĕ. Вăл, паллах, Александрпа Георгий ÿкернĕ чи малтанхи аппарат мар ĕнтĕ. Анчах вĕсем унпа усă курма пултарнă. Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçшăн çапах та интереслĕ вăл. Александар Костин улпут пурнăçран уйрăлнă хыççăн вĕсен çуртне туртса илнĕ. Çемье вара Шупашкара куçса кайнă", - каласа кăтартрĕ музей ертÿçи.

Тĕп хулара пурăннă чухне 14 çула çитнĕ йĕкĕреш фотоательере ĕçленĕ, "Красная Чувашия", "Канаш" хаçатсемпе, "Сунтал” журналпа çыхăну тытнă. Александрпа Георгий республикăри хаçат редакцийĕсенче фоторепортерта чылай çул вăй хунă. Уйрăммăн илсен, Георгий - "Чăваш коммунинче" /"Хыпарта"/, Александр "Красная Чувашия" хаçат редакцийĕнче тăрăшнă. Вĕсем Чăваш Енри чылай предприятие, колхозсене çитнĕ, тĕрлĕ жанрлă сăнÿкерчĕксем тунă. Вĕсен пиччĕшĕ Николай Костин та шăпине çак профессипех çыхăнтарнă. Вăл Хусанта ĕçлесе пурăннă.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Александрпа Георгий Костинсем çĕршыв хÿтĕлевçисен йышне тăнă. Кĕске курс хыççăн Георгий артиллерист пулса тăнă, унтан - взвод, каярахпа зенитчиксен батарейин командирĕ. Ăна хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă. Курск пĕккинчи çапăçусемшĕн Г.Костина "Хĕрлĕ Çăлтăр” орденпа наградăланă. Георгий Александровича Смоленск облаçĕнчи Будо ялĕнче пытарнă. Николай Костин та вăрçăра пулнă. "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале тивĕçнĕ. Эпир, çамрăк ăру, пирĕн хаçатра хăй вăхăтĕнче çавăн пек пултаруллă та ăста, интеллигентлă фотокорреспондент ĕçленипе мăнаçланатпăр. Ишекри таврапĕлÿ музейĕн ертÿçине Екатерина Смирновăна вара стенд йĕркеленĕ чухне Георгий хăй вăхăтĕнче "Чăваш коммунинче" пичетленĕ ĕçсене те кăтартма сĕнетпĕр.

Роза ВЛАСОВА.

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.