Хăй хыççăн вăл хăварчĕ палăк...

22 Нарăс, 2014

Ырă ят-сума, пысăк хисепе, пурăннă чухнех палăк лартма тивĕçнĕ мухтавлă председатель Аркадий Айдак Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза ертсе пыма тытăннăранпа çур ĕмĕр çитет. Ун чухне вăл 27 çул та тултарман. Ял çыннисем ăна пултарулăхĕпе хастарлăхне, хăюлăхĕпе тавра курăмне кура хуçалăх тилхепине шанса панă.

Аркадий Павловичăн ырă та пархатарлă ĕçне чылай çул каяллах çĕр-шывĕпех лайăх пĕлнĕ, халĕ те тĕслĕх илеççĕ. Колхоза ертсе пыма тытăнсанах, çамрăк та хĕрÿллĕскер, халĕчченхи пек мар, производствăна йăлтах çĕнĕлле йĕркелесе çирĕп никĕс хывма, экономикăпа социаллă пурнăçа лайăхлатса çирĕплетме тĕллев тытнă. Унăн пуçарăвĕсене, республика ертÿлĕхĕ пурнăçланасса шанманран, ăнланасшăн пулман - ура хума тăнă. Анчах çирĕп шухăш-кăмăллă та хĕрÿ чĕреллĕ ертÿçĕ парăнман, суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнман. Хăйĕн сăмахне, ĕмĕт-тĕллевне темиçе çултанах пайăр ĕçпе çирĕплетнĕ.

Юлса пынă хуçалăх районта малтисен йышне кĕнĕ. Тыр-пул тухăçĕ, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. Машина-трактор паркĕ çĕнĕ техникăпа пуянланнă. Çынсем ĕç укçи ытларах илме тытăннă, яла çĕнĕ сăн кĕнĕ.

Эрозие хирĕç кĕрешсе çырма хĕррисене çирĕплетнине, выльăх апачĕ тулăх туса илнине, пĕве-кÿлĕ тутарса пулă ĕрчетнине, вăрмансенче тĕрлĕ чĕр чун хунаттарнине «Ленинская искрăн» ырă ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевлĕ аталанăвĕпе паллашма пырса çÿренисем, «Хыпара» çулленех çырăнакансем, ăна кулленех тимлĕ вулакансем хаçат урлă лайăх пĕлсе тăнă. Çавăнпа та Аркадий Павлович хастарлăхне пула тунă çитĕнÿсем пирки чарăнса тăмасан та юратчĕ пулĕ те, анчах вăл «Ленинская искра» хуçалăха ертсе пыма тытăннăранпа 50 çул çитнĕ май çаксем пирки кăштах та пулин аса илмесĕр май килместех. Ара, Аркадий Айдак çинчен çав çулсенче СССРта çеç мар, Европăра та, АПШра та пĕлнĕ. Хаçат-журнал ĕçченĕсем интервьюсем илме килсех тăнă.

Унпа эпĕ те темиçе хутчен тĕл пулнă. Пĕрремĕш хут Етĕрне тăрăхне 34 çул каялла кайнăччĕ. Ытла та сăпайлă пулнăран, хăйне нихăçан та ыттисенчен уйăрманран, ансат тумланнăран питĕ тĕлĕнеттĕм. Халăх хушшинче ăна тÿрех уйăрса илме те май çукчĕ. Çав вăхăтрах вăл принциплă, ăшă та ырă кăмăллă çынччĕ, хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтатчĕ.

Аркадий Павлович ял культурине, ут спортне аталантарассишĕн те нумай вăй хунă. Ырă кашни пуçарăвĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, çав вăхăтрах халăх ырлăхĕшĕн те пулнă. Çавна пулах «Ленинская искра», 14 яла пĕрлештерекенскер, çĕр-шыв экономики «авăра» лекнĕ çулсенче те йывăрлăхсене парăнмарĕ, республикăри нумай-нумай хуçалăх пек арканмарĕ.

Аркадий Айдак пирĕн хушăмăртан яланлăхах кайнăранпа кĕçех çулталăк çурă çитет. Вăл ертсе пынă хуçалăха, унăн ырă ĕçĕсене ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе хăварнă палăкпа танлаштарас килет. Вăл чăнласах ял халăхĕшĕн, тăван колхоз аталанăвĕшĕн чунне панă пысăк чĕреллĕ чăн-чăн Çын пулнă.

Колхоз халĕ те А.Айдак тытса пынă çул-йĕрпех аталанать. Пĕлтĕр те, çанталăк савăнтармарĕ пулсан та, тыр-пул тухăçĕ япăх марччĕ.

«Ленинская искра» республикăри пĕрлешÿллĕ мĕн пур хуçалăхшăн - ырă тĕслĕх.

Правлени умĕнче стела вырнаçтарма палăртнă. Вăл килен-каяна Аркадий Айдак çинчен аса илтерсех тăрĕ, эпир вара вăл ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн чĕресенче пурăннине туйса тăрăпăр.


В.ВАЛЕНТИНОВ

 

Айдакăн кун кĕнекинчен

23.02.64. Отчетпа суйлав пухăвĕ. Мана «Ленинская искра» колхоз председательне суйларĕç.

24.02.64. Çĕнĕ зоотехникпа М.А.Албутовăпа I, II, III бригадăсенче тата Мăн Шемертенре. Мăн Шемертенре /V бригада/ пуху ирттертĕм: бригадира суйламаллаччĕ. П.И.Авдеева суйларăмăр.

25.02.64. 6 сехетре - правленире. 12 сехетре II бригадăри запарникре, пăрçа улăмне вĕтетнĕ çĕрте. 14 сехетре подстанцие йышăнма Яракассине /В.Федоровпа пĕрле/ тухса кайрăм. Анчах май килмерĕ: розеткăсене вырнаçтарса пĕтермен. Таврăннă чухне 21 сехетре - Мăн Шемертенри фермăна.

26.02.64. Ирех правленире. 12.20-рен пуçласа каçхи 5 сехетчен - лару.

27.02.64. Л.Г.Григорьев бухгалтерпа Етĕрнене кайрăмăр: алă пустартăмăр - ссуда илессине татса патăмăр.

28.02.64. 6 сехетре - правленире. Каярах: I бригадăра пĕр колхозницăпа ĕне улăштарма, П.С.Семеновпа вăкăрсене самăртмашкăн тăратма палăртрăмăр. II бригадăри Е.Е.Шоркинăпа калаçса илтĕм. II бригадăри лаша витинче пултăм. 14.30 сехетре - каллех правленире. СМУ-2 представителĕсемпе килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕмĕр. Ун хыççăн III бригада ферминче: пăрусене I бригадăна куçаратпăр. Каçхине - Мăн Шемертенре выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе канашлу. Миронов пулчĕ. Кайран - А.Е.Ястребов патĕнче. Н.Петров тракториста вăратса пулăшма ятăм.

29.02.64. 6 сехетре - правленире. Пĕр трактора - çуламалăх тăвар патне, тепĕр тракториста - Советски салине «Беларуç» илме, каçхине Мăн Шемертене комбикорм кÿме трактор ятăм. Çур çĕрте çывăрма выртрăм.

1.03.64. 6 сехетре - правленире. III бригада ферминче пушмак пăрусем валли вырăн палăртрăмăр, I тата II бригадăсенче вăкăрсене самăртма уйăртăмăр. I тата III бригадăсенче çĕр улмипе кăшман бурчĕсене пăхса çаврăнтăм. Каçхине 5 сехетре - Мăн Шемертен ферминче çĕр улми буртне пăхса çаврăнтăм, трактористсене чĕнсе илтĕм. 21 сехетре таврăнтăм, 22.30-чен правленире пултăм. Фекла Волковăпа, унтан И.Н.Никифоров бригадирпа калаçрăм. 23 сехетре çывăрма выртрăм.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.