Хăватлан, чечеклен, Чăваш Ен!
24 Jun, 2016 | Уяв

Республика кунне ирттермешкĕн кăçал Элĕксем тивĕç пулчĕç. Паллах, хăйсен ырă ĕçĕсемпе тата çитĕнĕвĕсемпе çĕнсе илчĕç çак чыса. Хăнасене йышăнмашкăн тĕплĕн хатĕрленчĕç: салана хăтлăх, тирпей-илем кĕртрĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара аслă Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ вун-вун хăнана çăкăр-тăварпа ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç.

Йăлкăшсене - пысăк парне

Кăçалхи уяв Йăлкăшсен асĕнче чылайччен упранĕ: Чăваш Ен ертÿлĕхĕ паллă кун ячĕпе вĕсене парнепе савăнтарчĕ: виçĕ уйăхра кунта фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕ çĕкленчĕ. Çакăнпа ватти-вĕтти те, вăйпитти те кăмăллă. Тĕрĕссипе, медицина пункчĕсĕр пурăнман-ха вĕсем. Анчах та унти условисем тивĕçтермен çынсене: садикри тара илнĕ 21 тăваткал метрлă пÿлĕмре кăткăс оборудовани вырнаçтармашкăн кăна мар, ирĕклĕн çÿремешкĕн те май пулман. Халĕ, авă, яла пырса кĕнĕ çĕрте туса лартнă илемлĕ те хăтлă пунктра пурте çителĕклĕ: лаптăкĕ те, çĕнĕ йышши хатĕр те.

Республика ертÿлĕхĕ 4 çул каялла Чăваш çĕрĕнче çĕнĕ йышши 100 ФАП çĕклемешкĕн йышăннăччĕ. Палăртни ăнăçлă пурнăçланчĕ. Лайăххин - чикки çук. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерес тĕллевпе сывлăх сыхлавĕн çакнашкал учрежденийĕсене 2017 çулччен тата 50 туса лартма йышăнчĕç. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ шăпах Йăлкăшсене савăнтарчĕ.

ФАП ертÿçи Альбина Борисова палăртнă тăрăх - кунта çывăхри 5 ялта пурăнакан 904 çыннăн, çав шутра 18 çула çитмен 147 çамрăкăн тата çулталăк тултарман 4 пепкен, сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Район больницин тĕп тухтăрĕ Василиса Архипова пĕлтернĕ тăрăх - ФАП строительстви валли республика бюджетĕнчен 2 миллион тенке яхăн, район хыснинчен 300 пин уйăрнă. Тĕрĕссипе, ăна вăхăтра хута ямашкăн строительсемпе пĕрле ял çыннисем те сахал мар тăрăшнă: субботниксем ирттерсе тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ. Вĕсене, сăмахран, Виталий Леонтев пенсионер та хастар хутшăннă. «Пурте ĕçлерĕмĕр, халĕ пĕрле савăнатпăр, - тет вăл. - Юмахри пек çурт ÿссе ларчĕ вĕт».

ФАП çуртне уçмашкăн килнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малтанах çынсемпе хутшăнчĕ, вĕсен пурнăçĕпе интересленчĕ. Кăмăл-туйăмĕ лайăх Йăлкăшсен, çапах та вĕсене вăйпитти халăха вырăнта ĕç тупма кансĕрри, пĕрле пухăнса вăхăта усăллă ирттермешкĕн клуб çукки канăçсăрлантарать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов шухăшĕпе - çĕр ĕçне кÿлĕнмешкĕн кашниех пултарать. Элĕк тăрăхĕнче усă курман лаптăк 9 пин гектара яхăн. Кăмăл пуррисене çĕр уйăрса парас енĕпе чăрмав çук. Ял хуçалăх продукчĕсем туса илме пикеннĕ çынна патшалăх та пулăшать. Клуб ыйтăвне те уçăмлатрĕç: çĕннине çĕклемешкĕн нухрат самаях кирлĕ, унашкалли йышлă халăх валли тата. Апла тăк, шкулти спорт залĕн хăвачĕпе туллинрех усă курмалла, унта канма та, ÿт-пĕве тĕреклетме те май пур.

Модульлĕ ФАПа уçнине çирĕплетсе хĕрлĕ хăйăва Михаил Игнатьев, Элĕк район пуçлăхĕ Владислав Волков тата Альбина Борисова заведующи касрĕç.

Кулибинран та, артистран та кая мар…

Ун хыççăн республика Пуçлăхĕ салари Совет Союзĕн Геройĕ М.Ефимов ячĕллĕ лапамра йĕркеленĕ харпăр хăй техникин «21 ĕмĕрти Кулибин» тата ача-пăча пултарулăхĕн «Модельсен тĕнчи» конкурс фестивальне çитсе курчĕ. Тĕлĕнмелли, чуна тыткăнлаканни сахал мар пулчĕ кунта. Паянхи ăстасем Кулибинран кая маррине пурте туйса илчĕç. Тĕрлĕ районти шкулсенчен килнĕ çамрăк ăстаçăсем робот техникипе паллаштарчĕç. Çитĕннисем, чун туртăмне трактор-машинăра тупнисем, тĕпрен илсен, Шупашкарти трактор завочĕн музейĕн хастарĕсем, хăйсем ăсталанă е çĕнетсе улăштарнă ял хуçалăх техникине - туртăм вăйлине, сухалакан-акаканнине, çулакан- кăпкалатаканнине, пухса кĕртекеннине - халăх умне кăларчĕç.

«Тури чăвашсен этника культури» парк-музее çитиччен районти халăх пултарулăх коллективĕсен театра çаврăннă кăтартăвĕ витĕр тухнă май ку тăрăхри халăх юрă-ташăран чăннипех пултаруллине курса ĕнентĕмĕр. Элĕк хулашĕ те уява пухăннисене тыткăнларĕ. Ĕç çыннин çулталăкне халалласа районти 12 ял тăрăхĕн харпăр хăй этнохуçалăхĕн ăсталăхĕпе те хăнасем интересленсе паллашрĕç.

Республика кунне чаплăн уçнă май пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламларĕç, район экономикине аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнă хастарсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсен сертификачĕ, хăйсен вăйĕпе çурт-йĕр çĕклекенсене социаллă тÿлев свидетельстви пачĕç.

Унтан пысăк концерт пуçланчĕ. «Хĕлхем» спорт комплексĕ умĕнчи лапамра вăй илнĕ тĕрлĕ халăх юрри-кĕвви Чăваш тавралăхне саланса тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕн туслăхĕ ĕмĕрлĕхе пулнине çирĕплетрĕ.

Валентина СМИРНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ