Хăтлăхшăн кашни яваплă

6 Пуш, 2014

«Ялта ял пек пулмалла, çынпа çын пек пулмалла», - тенĕ ваттисем.

Шухăш авăрне путатăп та - куç умне тăван тавралăх тухса тăрать, ачалăха аса илетĕп. Тăвайккинчен çунашкапа е йĕлтĕрпе /вăл пурин те пулман/ ярăннă, Çĕнĕ çула, Сурхурие, Кăшарние, Çăварние уявланă - ачасем савăннă. Хамăр йăла-йĕрке тĕп вырăнта пулнă.

Мăн куна кашни ял хăйне евĕр хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Пирĕн ялта, Шупашкар районĕнчи Эсеккассинче, çурт-йĕре тăрăшса тирпейлетчĕç. Пĕрене-маччана шал енчен нÿрлĕ çĕтĕкпе сăтăрса тусанран тасатнă, тумтире, вырăн таврашне çуса типĕтнĕ. Хĕрарăмсем хĕл каçипе тĕртнĕ пире çемçетнĕ. Ку ĕçе те Мăн кун эрнинче тунă. Малтан пир каски çине таса çи витти сарнă, пир тĕрки хунă. 4-6 çын юнашар, хире-хирĕç тăрса ăна хурăн тукмакпа тÿнклеттернĕ. Çапнă пире çавăрса çирĕп чĕркенĕ, шурă тутăрпа çыхса çÿпçене ярса тăратнă. Çулталăк тăршшĕпех унран кĕпе-йĕм çĕленĕ. Ку пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланнă.

Çуркунне, çĕр типсен, ял-йыш пуçтарăнса урамсене тирпейленĕ. Вăл ял тĕкĕрĕ-çке. Çынсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, тăвана, кÿрше пулăшнă, уявра хăнана çÿренĕ. Харпăр хăй хатĕрленĕ çимĕçпе хăналанă. Эрех-сăрапа ытлашши иртĕхмен. Ачасем тĕрлĕ вăйă вылянă, çăмарта кустарнă. Вĕсене çĕнĕ кĕпе-йĕм тăхăнтартнă.

Çулла ял-йыш - уйра, улăхра. Пĕтĕм ĕçе ал вăйĕпе тунă. Йывăр тесе пуç усман. Тăван тавралăх илемĕ пĕрремĕш вырăнтаччĕ. Уй-хирте çум курăк ашкăрман. Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн аслисем пÿрт умĕнче пухăнса пĕрле каннă, çамрăксем вăйăра савăннă. Кашни ялăн хăйĕн уявĕччĕ. Пирĕн Кĕçнерни ярмăрккиччĕ. Унтанпа ял пурнăçĕ нумай улшăнчĕ. Шупашкар районĕнче капмар çурт чылай ÿссе ларчĕ. Хальхи вăхăтра ĕçлесе илнĕ укçапа икĕ-виçĕ хутлă пÿрт тума йывăр. Хăшĕ-пĕри çурт-йĕр çавăрма кĕске хушăрах темиçе миллион тенкĕ пухнинчен тĕлĕнетпĕр. Нумай çĕрте выльăх ферми ишĕлнĕ, хуçалăх арканнă. Чылай килти хуçалăхра выльăх тытма пăрахрĕç.

Пасар самани ял сăнне пысăк витĕм кÿрет. Темшĕн тăван тавралăх илемĕ тамалать. Ăна тивĕçлипе хакламастпăр. Ялта ытларах - ватă çынсем, хулара çамрăксем пурăнаççĕ. Çынсем пĕр-пĕринпе сайра хутшăнаççĕ. Нумай ялта йăла-йĕркепе çыхăнтарса уявсем ирттермеççĕ.

Тавралăха тирпейлесси ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен, старостăран нумай килет. Ăна хăтлăлатассишĕн çине тăрса ĕçлемелле, уйрăммăн илсен ялпа ял, урампа урам ăмăртăвне ирттермелле. Йывăç-тĕм ларттармалла, ăна пăхса çитĕнтермелле.


Ксения МИХАЙЛОВА.

Шупашкар районĕ,

Арккасси ялĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.