Хăтлă Шупашкар мĕншĕн тĕксĕм?

26 Раштав, 2013

«Кăтартусем ăнăçлă, анчах татса памалли уйрăм ыйтусем пур...» - çапла хакларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче республика Правительствин вĕçленсе пыракан çулталăкри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май.

Кабинет кăçал 26 лару ирттернĕ, вĕсенче 506 ыйтăва пăхса тухнă, çав шутра 75-шĕ - саккунсен проекчĕсем. Çавна май саккун-норма никĕсне çирĕплетес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă темелле. Тĕп ыйтусен шутĕнче - РФ Президенчĕн пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче кăларнă указĕсене пурнăçлассипе çыхăннисем. Ку енĕпе нимĕнле кăлтăк-чăрмав та пулмалла мар, терĕ Михаил Васильевич.

Ăнăçусен шутĕнче М.Игнатьев Пĕтĕм Раççейри чи хăтлă хуласене палăртмалли конкурс кăтартăвĕсене те асăнчĕ. Конкурса шăпах çак кунсенче пĕтĕмлетнĕ, кăмăллă хыпар пур: Шупашкар тупăшура 2-мĕш вырăн йышăннă /1-мĕшĕнче - Калуга/. Михаил Васильевич Чăваш Ен тĕп хули 2001 çулта асăннă конкурсра мала тухнине аса илтернĕ май Шупашкар влаçĕсене тата та çине тăрарах ĕçлеме, çитес çул 1-мĕш вырăн йышăнма сунчĕ.

Ларăвăн кун йĕркинчи ыйтусем çине куçнă май чи малтанах вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова сăмах илчĕ. Граждансен уйрăм категорийĕсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлес енĕпе социаллă пулăшу кÿмелли саккуна кĕртмелли улшăнусемпе паллаштарчĕ. Халĕччен пулăшу виçи çирĕп пулнă - тĕрлĕ категорин 591-рен пуçласа 700 тенкĕ таран. Федераци саккунне çăмăллăхçăсене усă куракан пулăшу ĕçĕсен калăпăшне кура тĕрев парассипе çыхăннă улшăнусем кĕртнĕ, республика саккунне те улăштармалла. Çапла вара федераци çăмăллăхçисем малашне шăпах хайхи тăкаксене кура тĕрлĕ виçепе пулăшу илĕç - 1 пин тенкĕ таранах пулма пултарать.

Хытă сийлĕ автомобиль çулĕпе çыхăнтарнă ялсене палăртмалли критерисене çирĕплетрĕç. Вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский палăртнă тăрăх - автомобиль çулĕ çинче 100 метртан инçе мар вырнаçнă, хытă сийлĕ çул почта, администраци çурчĕ, шкул, ача сачĕ е çавнашкал урăх объект патне çитет пулсан кунашкал ялсем хытă сийлĕ çулпа тивĕçтернĕ шутланаççĕ. Асăннă йышши объектсем çук пулсан вара? Кун пек чухне ялăн аслă çулĕпе асфальт иртнине /яла пĕр-пĕр çырма икке пайлать тĕк - çав çырма таран пулмалла/ шута илĕç.

Кун йĕркинче вĕрентÿпе çыхăннă ыйту йышлă пулчĕ. Çавна май Владимир Иванов министрăн çине-çинех сăмах илме тиврĕ. Ача сачĕсене çÿрекен ачисемшĕн ашшĕ-амăшĕ компенсаци илмелли йĕркене çирĕплетрĕç. Çав виçе 1-мĕш ачашăн 20% танлашать, 2-мĕшĕшĕн - 50, 3-мĕшĕшĕн тата ун хыççăнхи ачасемшĕн - 70%. Садиксенчи тÿлев виçи вара тĕрлĕ - пĕр куншăн 10-ран пуçласа 50 тенкĕ таран. Шупашкарта кăшт пысăкрах та пулма пултарать. Уйрăм çынсем уçнă ача сачĕсенче - хаклăрах. Çакна министр унти апатлану пахалăхĕ пысăкраххипе сăлтавларĕ. Сăмах май, садик тăкакĕсем пĕр ача пуçне хулара уйăхра вăтамран 10 пин тенкĕпе танлашаççĕ, ялта сахалрах - 5 пин тенкĕ. Ашшĕ-амăшĕ çак виçен пĕр пайне çеç тÿлет - вăтамран 1,2 пин тенкĕ, ыттине бюджет саплаштарать.

Тепĕр ыйту та укçапах çыхăннă - стипендисем пирки. В.Иванов тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнчи стипендисен виçипе паллаштарчĕ: вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче - 436, культура институтĕнче - 1270, ЧПУра - 1800, пединститутра - 1400, ял хуçалăх академийĕнче - 1100 тенкĕ. Ыттисем - федераци тытăмĕсем, техникумсемпе культура институчĕшĕн вара республика яваплă - вĕсенчи стипендисен виçине пысăклатма йышăнчĕç. Чăн та, ÿсĕме студентсем «урра!» кăшкăрса йышăнасси иккĕленÿллĕ, нумай хушăнмасть-çке: вăтам професси заведенийĕсенче 487 тенкĕ пулать, институтра - 1340.

Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесене 2014 çулта уйăхсерен тÿлев памашкăн кашни çын пуçне тивекен тупăш виçине 15309 тенкĕ шайĕнче çирĕплетрĕç. Халĕччен вăл 13,5 пин тенке яхăн пулнă. А.Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - кăçал республикăра «виççĕмĕш е ун хыççăнхи» 2,5 пин пепке çут тĕнчене килнĕ, асăннă тÿлеве 1,5 пин çемье илет. Тÿлев виçи 6,1 пин тенкĕ ытларах пулнă. Шел те, хăшĕсем тивĕçлĕ документсем тăратманнине кура тÿлевсĕр юлаççĕ иккен. Çакăнта, М.Игнатьев шухăшĕпе, ашшĕ-амăшĕ ĕç укçин виçине çирĕплетмелли справкăсем тăратайманнин витĕмĕ те пур. «Документсем тăратма тăрăшмалла, юта кайса çÿремесĕрех уйăхсерен 6 пин тенкĕ ытла илме май пур вĕт - сахал мар укçа», - терĕ вăл.

Çитес çул Республика кунне ирттерме хатĕрленес ыйтăва сÿтсе яврĕç. Чăн та, вице-премьер - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов паллаштарнă план М.Игнатьева тивĕçтермерĕ, Александр Степанович «уйрăм мероприятисемпе уяв çывхарнă май çине тăрарах ĕçлĕпĕр» тенипе те тÿрре тухаймарĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - мероприятисем пирки халех тĕплĕ шухăшламалла, плана çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Унсăрăн кайран васкама тивĕ. Çĕнĕлĕх тенĕрен - ЧР Пуçлăхĕ юлашки вăхăтра Мускавра çине-çинех пулнă май çĕр-шыв тĕп хули кăçал Çĕнĕ çула çĕнĕлле хитреленсе кĕтсе илни çинчен каларĕ. Шел те, Шупашкар пирки апла калаймăн. «Правительство çурчĕн умне те йĕркеллĕ илемлетмен. Çутă ытларах кирлĕ! Светодиод сеткисем темле хаклă мар вĕт! Çанталăка кура юр пулмасса та пултарать, çавна май ку енĕпе пушшех ытларах ĕçлемелле», - терĕ вăл. Тĕп хула влаçĕсем хирĕçлесе нимĕн те калаймарĕç. Уявччен темиçе кун çеç юлчĕ те - юрăсенче «шурă Шупашкар» тесе мухтакан тĕп хуламăр унччен çуталса-илемленсе ĕлкĕрĕ-ши?

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.