Хастар эколог, ăсчах

5 Пуш, 2014

Нарăсăн 28-мĕшĕнче ЧР Наци библиотекинче биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Людмила Теплова, Виктор Балясный, Леонид Егоров, Валентина Подшивалина пухса хатĕрленĕ статьясен пуххине пахаларĕç.

Вĕсене «Çут çанталăкăн «Сăрçи» патшалăх заповедникĕ» федераци учрежденийĕн директорĕн çумĕ, биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Димитриев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă. Кăларăм /пиллĕкмĕш/ - «Чăваш Республикинчи биологсем тата экологсем» ярăмран. Ăна хаклама Шупашкарти аслă шкулсен преподавателĕсем, çут çанталăка тĕпчекен ăсчахсем, студентсем пуçтарăнчĕç.

«Ĕçтешĕмĕр Вăрмар районĕнчи Пăвакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, - тĕл пулăва пуçларĕ «Сăрçи» сотрудникĕ Л.Егоров. - Хусан патшалăх университечĕн биологи-тăпра факультетĕнчен вĕренсе тухнă, «Çут çанталăка хÿтĕлесси тата биогеоценологи» специальноçа алла илсе тăван республикăна таврăннă. 1979 çултан тытăнса Чăваш гидрохимлабораторийĕнче, 1988-1997 çулсенче Чăваш АССР Çут çанталăка хÿтĕлекен патшалăх комитетĕнче, республикăн Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинче ĕçлерĕ. Вун çичĕ çула яхăн «Сăрçире» вăй хучĕ: ăна хÿтĕлеме, тĕпчеме хутшăнчĕ».

Шупашкарти ача-пăчан «Карăш» экологи клубĕн директорĕ Альберт Ластухин кĕрекери чи хисеплĕ çын гидрохимлабораторире ĕçленĕ çулсенче шыв-шура производство каяшĕ кăларса янă предприятисемпе, «Сăрçи» вăрманне, чĕр чунне, ытти пуянлăхне сăтăр кÿнĕ çынсемпе ăнăçлă кĕрешнине палăртрĕ.

«Вăл Хусан университетĕнче тарăн пĕлÿ илнĕ, Чăваш Ене таврăнсан тăван тавралăха хÿтĕлес енĕпе ырă ĕç нумай турĕ», - терĕ ЧППУ профессорĕ Леонид Воронов. «Чĕрлĕхшĕн вăй-халне шеллеменскер республикăн экологи кăшкарне уçăмлатрĕ, 1997 çулта Шупашкарта сăвăра тĕпчекен ăсчахсен пĕтĕм тĕнчери конференцине ирттерчĕ», - аса илчĕ биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Вера Кириллова. Дмитрий Ефейкин биолог хÿтĕлев-сыхлав хастарĕ экологие, чĕр чуна, вĕçен кайăка, ÿсен-тăрана, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене халалласа пин ытла статья тата 150 ытла кĕнеке кăларнине пайăрларĕ. ЧР Ăслăлăхпа ÿнерĕн халăх академийĕн академикĕ Геннадий Васильев ăна Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче сад ĕрчетесси еплерех аталаннине тĕпчесе статья çырнăшăн тав турĕ. А.Димитриев ăслăлăх ĕçĕнче тĕрлĕ професси çыннисемпе çыхăну тытать. Сăмахран, унăн чăвашсем авалхи çĕр ĕçĕ патне халĕ те туртăннине кĕреттĕн палăртнă Дмитрий Мадуров археологпа та хутшăнса ĕçлеме тивнĕ.

«Сăрçи» директорĕ Евгений Осмелкин хăйне пăхăнса ĕçлекен А.Димитриевăн ĕçри паха енĕсем çинче чарăнса тăчĕ. «Вăл - ЧР Хĕрлĕ кĕнекин икĕ томĕн авторĕ-хатĕрлекенĕ, «Чăваш Республикин экологи хыпарçи» журналăн /76 номер тухнă/ тата «Сăрçин» ăслăлăх ĕçĕсен /28 том/ тĕп редакторĕ, - пĕлтерчĕ вăл. - Энтомологи, географи, териологи, ботаника обществисен ĕçне хутшăнать. 2010 çулта заповеднике çитнĕ вут-çулăмпа пурнăçне шеллемесĕр кĕрешрĕ - Раççей медальне тивĕçрĕ».

«Вăл министерствăра ĕçленĕ май «Чăваш Республикинче çут çанталăк ресурсĕсемпе тата тавралăхпа усă курмалли йĕрке çинчен», «Чăваш Республикинчи çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсемпе объекчĕсем», «Вăрман çинчен» саккунсен, Министрсен Канашĕн «Чăваш Республикинчи çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене аталантарасси çинчен» йышăнăвĕн проекчĕсене хатĕрленĕ чух чи нумай вăй хучĕ», - аса илчĕ 1992-1996 çулсенче ЧР экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ пулнă Федор Карягин доцент.

Кăларăма пĕрре ларсах вуласа тухрăм. Унăн авторĕсем А.Димитриев ăсчахăн, тавра ен йĕркелÿçин пултарулăхне пур енчен те çутатнă, ун çинчен ăшă сăмахсемпе çырса кăтартнă. «Çын çинчен ыррине вилсен мар, пурăннă чух каламалла», - теççĕ ватăсем. Юлашкинчен вăл хăйне ăнланса çут çанталăка хÿтĕлеме, ăна тĕпчеме хавхалантарнăшăн ĕçтешĕсемпе тусĕсене тав турĕ.


Семен ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.