Хастар ачасен вăййисем

28 Çĕртме, 2018

Уçланкă, уçă сывлăш… Палаткăсем тата хастар спортсменсем… Çак сăмахсем тÿрех çар вăййисене аса илтереççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 19-22-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи «Çăлтăрлă» ача-пăча лагерĕнче республикăра 50-мĕш хутчен çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисен финалĕ иртрĕ. Çак ăмăртусенче район тата хула шайĕнче çĕнтернĕ 82 ушкăн тупăшрĕ. Вĕсен шутĕнче çарпа патриот клубĕсем, професси паракан вĕрен& учрежденийĕсемпе вăтам шкул командисем пулчĕç.
Çамрăк армеецсем тĕрлĕ ăмăрту витĕр тухса чи çаврăнăçуллисемпе маттуррисем пулнине ĕнентерме тăрăшрĕç. Пулас сыхлавçăсене строй хатĕрленĕвĕ, туризм, ишев, теори тата тĕрлĕ енчен тĕрĕслерĕç. Паллах, кун пек ăмăртусене спортпа туслă, хастар тата вăйлă ачасем анчах хутшăнма пултараççĕ. Çакна эпĕ те курса ĕнентĕм.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.