Хăшне курар-ши?
18 May, 2015 | Культура

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче республикăра Пĕтĕм тĕнчери VIII кинофестиваль уçăлĕ. Унăн президенчĕ малтанхи пекех - Раççей халăх артисчĕ, "Мосфильм" киноконцерн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров. Анчах кăçал вăл "Анна Каренина" фильм ÿкерме пуçланине пула пирĕн тăрăха килеймĕ. Фестиваль хăнисем Шупашкарта, Етĕрне, Пăрачкав, Красноармейски районĕсенче куракансемпе тĕл пулĕç. Фильмсене ытти чухнехи пекех тÿлевсĕр кăтартĕç.

Кăçал та наци киностудийĕсен ĕçĕсене тата илемлĕ фильмсене уйрăммăн пĕтĕмлетĕç. Илемлĕ фильмсене Анне статуэткăна тивĕçнĕ Юсуп Разыков сценарист, Ирина Рубанова киновед, Георгий Параджанов режиссер, Наталья Егорова актриса хак парĕç. Кĕске вăхăтрах 11 ĕç пахаламалла пулĕ вĕсен. Сахал йышлă халăхсен фильмĕсене Евгений Цымбал режиссер, сценарист, актер ертсе пыракан ушкăн тишкерĕ. Фестиваль вăхăтĕнче Раççейре, Финляндире, Хорватире, Казахстанра ÿкернĕ кинокартинăсемпе паллашма май пулĕ. Çавнашкалах чăваш режиссерĕсем çĕнĕ 3 ĕç кăтартĕç.

Кинофестиваль программине документ фильмĕсем, ачасем валли ÿкернĕ кинокартинăсем пуянлатĕç. Йăлана кĕнĕ "Кино каçĕнче" Любовь Орлова тата Григорий Александров çинчен каласа кăтартĕç. Ăсталăх класĕсем иртĕç. Сахал йышлă халăхсен Шупашкарти кинофестивалĕ çу уйăхĕн 23-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.