Хăшĕ ытларах тÿлет - çавна сутаççĕ
Килти хуçалăхра ĕне усракансем сĕт пуçтаракансем сутлăх хака чакарнине пĕлтерчĕç. "Тăвайсене кулянтараканни çинчен çыратăп, - шурă хута хуратнă Р.Иванова. - Продукци пухакансем пирĕнтен ытти районтинчен темиçе çул йÿнĕрех йышăнаççĕ. Кăрлачăн 30-мĕшĕнче Шупашкартан Тăвай ене пуçлăх килмелле терĕç. Унччен, пилĕк кун малтан, кашни килограмшăн 20 тенкĕ тÿлерĕç. Пуçлăх райцентрта канашлу ирттерсе тĕп хулана таврăннă хыççăн уйăх та иртмерĕ - нарăсăн 21-мĕшĕнчен хак 2 тенкĕ ÿкрĕ. Мĕншĕн пирĕн йÿнĕрех?"
Р.Иванова ыйтăвне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин хуравларĕ. "Çыру авторĕн шухăшĕпе килĕшместĕп, - терĕ вăл. - Продукци сутакансем ăна пысăкрах хакпа паччăр тесе пуху-тĕл пулура сĕтшĕн ытларах тÿлекен предпринимательсене çеç сутма чĕнсе калатпăр. Хамăр сĕнĕве райхаçатра пĕлтертĕмĕр. Хаклăрах сутма вĕренсе пыраççĕ. Кăрлачăн 18-мĕшĕнчен кашни литрĕ 20 тенкĕлле кайрĕ. Комсомольскипе Канаш районĕсенче вăл пĕр тенкĕ йÿнĕрехчĕ, Вăрмарсен пирĕн хакпа танччĕ. Ĕнесем пăруласан заводсене пур çĕртен те сĕт нумайрах ăсатрĕç. Кирлинчен ытларах йышăнаймаççĕ. Нарăсăн 24-мĕшĕнчен пирĕн хак 18 тенкĕ юлчĕ, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче тепĕр тенкĕ катăлчĕ".
Редакци почтинче Элĕк районĕнчен - икĕ çыру. "Манăн çырăва "Хыпарта" пичетлессе шанатăп, - шăрçаланă Элĕк ен ĕçченĕсен ячĕпе ятне-шывне палăртман автор. - 2014 çулăн малтанхи уйăхĕсенче пирĕншĕн сĕт ылтăн вырăнĕнчех пулчĕ. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче 23 тенкех çитрĕ. Аван тÿленине кура хĕрарăмсем продукци пахалăхне лайăхлатма тăрăшрĕç. Часах сĕт 3 тенкĕ йÿнелчĕ. Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче хак 2 тенкĕ катăлчĕ. Хресчене кам хÿтĕлĕ?"
Ыйтăва Элĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçине А.И.Прохорова патăм. "Ĕнесем тапратнă чух 23 тенкĕлле пухрĕç, - çирĕплетрĕ вăл. - Пуш уйăхĕнче хак нумай чакрĕ. 28-мĕшĕнче - 18, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 17 тенкĕлле пуçтарчĕç. Тирпейлекен пĕр предприяти хака юлашки эрнесенче пĕр шайра тытса тăнине, ăна продукци пухакансем ытларах чакарнине пĕлтĕмĕр". Районта "Сыров", "Молочное дело" /Çĕмĕрле/, "Иволга-молоко" обществăсен, Черыковпа Сергеев предприятийĕсен, "Юнимилк" компанин Шупашкарти филиалĕн, Вăрнарти типĕ сĕт хатĕрлекен заводăн, Атăлçи сĕт компанийĕн, райпо хатĕрлевçисем пуçтараççĕ. Вĕсен йышĕ çителĕклех. Пĕрин ертÿçи çавна пула хăшĕ-пĕри ик аллинчи сĕт витрисемпе пĕр автомашинăран теприн патне чупать терĕ. Урăхла каласан - хăшĕ ытларах тÿлет çавна парса яраççĕ.
Сĕт пĕлтĕр самаях хакланнăран ăна пуçтаракан предприяти те йышланчĕ. Тăвай районне "Молочный двор" обществăн Канашри уйрăмĕнчен пыраççĕ. Конкуренци йĕркелеме пĕр предприяти çеç çителĕксĕр. Ытти заводран та килсен, тен, çынсем хаклăрах сутĕç?
А.И.Прохоров пĕр заводпа телефонпа çыхăнчĕ те акан 1-мĕшĕнче вăл ял çыннисенчен пухнă сĕт хакĕ 18 тенкĕ те 50 пуспа танлашнă терĕ. Çав кун Элĕк енре 17 тенкĕлле пуçтарнă терĕмĕр. Апла пулсан кашни литртан хатĕрлевçĕсем 1 тенкĕ те 50 пус тупăш илнĕ. Черыков предприятийĕ пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче 4500 килограмм пуçтарса - 6750, куллен çавăн чухлĕ пухнă пулсан уйăхра 209 пин тенкĕ услам илнĕ. "22-23 тенкĕлле пуçтарнă чух сĕт тупăш нумай памарĕ, тăкаклă ĕçленĕпе пĕрех", - кăмăлсăрланчĕ кÿршĕ районтан килсе пуçтаракан директор.
Тирпейлекен предприятисемшĕн хак - коммерци вăрттăнлăхĕ. Ăна пĕлес тĕллевпе "Юнимилк" компанин тĕп хулари филиалне юриех телефонпа шăнкăравларăм. "Кун пек хыпара журналистсене пĕлтерместпĕр. Ял хуçалăх министерстви ыйтсан çеç информаци паратпăр", - терĕ пĕр пуçлăхĕ. Юрĕ, ял çыннисен ыйтăвĕсене хăш ведомство хуравлама пултарнине пĕлтернĕшĕн те тавах.
ЧР Ял хуçалăх министерствин "Агро-Инновацисем" ХП пĕлтернĕ тăрăх - сĕт завочĕсем мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенчен сĕтĕн кашни литрне пĕлтĕрхи кăрлач уйăхĕнче вăтамран - 14,39, нарăсра - 14,33, пушра 14,07 тенкĕлле йышăннă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче - 7,21, нарăсра - 7,61, пушра 7,15 тенкĕ хакланнă. Пурте сĕтрен тупăш чылай ытларах илнĕ. Çакна кашни район çирĕплетет. Элĕк районĕнчи Ехремкассисем те çавнах каларĕç. Михайловсем, ял администрацийĕн специалисчĕ Е.Семенова, Элĕк райповĕн лавккинче вăй хуракан нумай ача амăшĕ 3-шер усранине, райпона сутнине пĕлтерчĕç. Сĕте сивĕтмелли пункт лавккапа юнашарах. Санитарие тивĕçтерекенскертен паха продукци каять. Райпо уншăн таварпа е укçан вăхăтра татăлать. Ассакассинчи В.Кузьмина, Татмăшри Т.Ильинапа Ю.Захаров, Вутланти А.Еремеевăпа Т.Сидорова, Вăрманкас Юнтапари Н.Алексеева, Качалаври А.Трофимов, ытти килти хуçалăхра 3-6-шер ĕне усраççĕ. "Сĕт хакланнăран килти хуçалăхсенче ĕне кăштах хушăнчĕ", - палăртрĕ Семенова специалист. "Çав туртăм районĕпех палăрмасть-ха", - пăшăрханчĕ ял хуçалăх пайĕн ертÿçи. Вăл республикипе те сисĕнмест.
Çак йĕркесене çырнă чух мана Хĕрлĕ Чутай районĕнчи М.И.Яковлева çырăвне пачĕç. Унти темиçе йĕркене статья çумне хушас килет: "Республика Пуçлăхĕ нарăс уйăхĕнче темиçе район центрĕнче ĕç çыннисемпе тĕл пулсан "эпĕ ĕне усранă пулсан хальхи вăхăтра сĕтĕн кашни литрне 25 тенкĕрен йÿнĕрех сутмăттăм" терĕ. Çулталăкăн малтанхи икĕ уйăхĕнче аван хакпах йышăнчĕç. Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчен вăл 17 тенкĕ таран анчĕ. Ял çыннисем туса илекен сĕт татах йÿнелĕ-ши?"
Хĕл вĕçĕнче-çуркунне сутлăх сĕт йÿнелнин тĕп сăлтавĕ çуллен пĕрешкел: производство нумай ÿснĕрен малтан заводсем, хыççăн пуçтаракансем хака чакараççĕ. Тирпейлекен предприятисем хамăрăн пĕтĕм сĕте йышăнаймаççĕ. Çуррине республика тулашне яма тивет. Юр-вартан апат-çимĕç хатĕрлекен çĕнĕ заводсем тума, продукцие тулашра сутма тĕллев лартмалла. Çапла çеç ĕне выльăх шутне ÿстерĕпĕр, сутлăх хака çĕр-шывăн вăтам кăтартăвĕ патне çывхартăпăр.
Комментари хушас