Хăш ялсем ĕçмелли шывсăр?

4 Çурла, 2015

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев эрнекун хула-район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Вырмана хăвăртлатас тĕлĕшпе пĕтĕм ĕçе ăнăçлă йĕркелеме ыйтрĕ. Мĕнпур программăпа килĕшÿллĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсене республика хыснинчен укçа вăхăтра куçать, инвестици тĕллевĕсем пурнăçланаççĕ. "Апла пулин те влаçăн тухăçлă ĕç-хĕлĕ çинчен хăшпĕр хула-районта халăха çийĕнчех пĕлтермеççĕ, - терĕ М.Игнатьев. - Çынсем нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе, вĕсен картишĕсене йĕркене кĕртессипе çыхăннă ыйтусем параççĕ. Вĕсене хурав памаллах".

Хальхи вăхăтра апат-çимĕçĕн суту-илÿри хакĕ потребительсене пĕтĕмĕшле илсен çырлахтарать. Ялхуçалăх организацийĕсене сутлăх тырă хакланни савăнтарать. Элеваторсем 3-мĕш класри туллăн кашни килограмне вăтамран 9 тенкĕлле йышăнаççĕ. "Кун пекки нихăçан та пулман, - терĕ Михаил Васильевич. - Агропромра тупăшлă ĕçлеме май пур. Раççейре тĕрĕс политика тытса пынăран ÿсĕм çулĕпе малалла утатпăр. Çакăнпа пĕрлех апат-çимĕç суту-илÿре хакланса ан кайтăр тесе конкуренцие вăйлатмалла".

Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе çыхăннă ыйтупа строительство министрĕ Олег Марков доклад турĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вĕсен 54% октябрь-апрель уйăхĕсенче усă курма хатĕр, юсав пĕлтĕрхинчен лайăхрах пырать. Котельнăйсене ĕçе кĕртессипе - Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Элĕк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районĕсенче, вĕри шыв парса тăмалли пăрăха юсассипе Элĕк, Канаш, Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче графикран юлса пыраççĕ. "Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Муркаш тата Етĕрне районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче ăна улăштарма та пуçламан, - терĕ Олег Иванович. - Ĕçе хăвăртлатасчĕ".

Çуртсене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли пăрăха çĕннипе улăштарас тĕлĕшпе Улатăр, Куславкка, Пăрачкав, Шупашкар, Канаш, Вăрмар, Елчĕк районĕсенче, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш тата Çĕмĕрле хулисенче кăштах кая юлаççĕ.

Республикăра пурĕ пурăнмалли нумай хваттерлĕ 4124 çурт шутланать, 3143-шне /77%/ хутса ăшăтма хатĕрлесе çитернĕ. Ку енĕпе Муркаш, Комсомольски, Вăрмар, Елчĕк районĕсенче лайăх ĕçлеççĕ, котельнăйсене еплерех юсанине çирĕп тĕрĕслеççĕ.

Министр çуртсене ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе вырăнти влаç умне тухса тăнă çивĕч ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ. Сăмахран, Çĕмĕрле хулинчи "Строитель" общество пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтас тĕллевпе çирĕплетнĕ килĕшĕве татнă. Хула администрацийĕ çав ĕçе пурнăçлакана палăртас тĕллевпе çак кунсенче аукцион ирттерет. Канаш хулинчи пурăнмалли çуртсен виççĕмĕш пайне "Промтрактор-Вагон" общество котельнăйĕнчен ăшăтаççĕ. Хаксем тивĕçтерсен малашне те унпах усă курĕччĕç. Анчах предприяти котельнăйне тара илнĕшĕн 20 млн тенкĕ ыйтать. Хулашăн ку питĕ пысăк укçа. "Çитес хĕлле общество котельнăйĕпех усă курăпăр, - терĕ хула администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова. - Инвестор пулăшнипе икĕ çĕнĕ котельнăй хута ярăпăр. Ÿлĕм вĕсене çеç шанатпăр".

Хатĕрленÿ Шупашкар районĕнчи Ишлей ялĕнче те хăратать. Иртнĕ çулсенче кунти пурăнмалли çуртсене ăшăтнă "Уют" общество панкрута тухасси патнех çитнĕ, унăн счетне хупнă. Çавăнпа укçа куçарса юсав йĕркелеймест. Çитес хĕлле нумай хваттерлĕ пÿртсене мĕнле организаци ăшă парса тăрасси паллă мар.

Министр вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен хатĕрленÿ ĕçĕсене сентябрĕн 15-мĕшĕччен вĕçлеме ыйтрĕ. Сăмах ырлăх-пурлăх валеçекен предприятисен умĕнчи парăмĕсем çинчен те пычĕ. Газпа тивĕçтерекенсен умĕнче 796 млн тенкĕлĕх пухăннă. "Вĕсене пĕчĕклетес тĕлĕшпе çуртсене хутса ăшăтакан организацисемпе муниципалитет органĕсем çителĕксĕр тăрăшаççĕ, - терĕ О.Марков. - Шупашкарăн - 414 млн, Çĕмĕрле хулин - 134, Улатăрăн - 80, Вăрнарăн - 14,5, Канашăн - 60, Куславккан - 17, Сĕнтĕрвăррин - 16, Йĕпреç поселокĕн 9 млн тенкĕлĕх парăм".

Кăçалхи июль уйăхĕнче нумай хваттерлĕ пÿртсенче пурăнакансен 58% коммуналлă тăкакшăн тата пулăшу ĕçĕшĕн тÿленĕ. Ку кăтарту Çĕмĕрле /5%/, Çĕрпÿ /14%/, Елчĕкпе Вăрнар /15%/, Етĕрне /16%/, Канаш /25%/, Комсомольски /29%/ районĕсенче начар, Муркаш /52%/, Элĕк /53%/, Вăрмар /57%/, Пăрачкав /66%/ районĕсенче аван.

М.Игнатьев министртан республикăра пурăнакансем çĕр айĕнчен ĕçмелли шыв уçлакан миçе башньăпа усă курнине, вĕсенчен миçешĕ çĕмрĕккине кашни тунтикун пĕлтерме ыйтрĕ. Апла пулсан ÿлĕм хăш ялсем ĕçмелли шывсăр юлнине те пĕлĕпĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: