Хăш парти программи халăха çывăхрах?

Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем иртеççĕ. Вĕсене хутшăнакан политика партийĕсемпе депутат кандидачĕсем суйлавçăсене унччен хăйсен программисемпе паллаштараççĕ. Вĕсем мĕнпе кăсăклă-ха?

Депутат мандачĕшĕн кĕрешекен, РФ Патшалăх Думинче тахçанах фракци йĕркеленĕ темиçе парти хăйсен программипе суйлавçăсене кăсăклантарас тĕллев¬пе журналистсене пухассине пĕлтермерĕ. «Единая Россия» партин республикăри уй¬рăмĕ ирттернĕ пресс-конференцире еди¬нороссем «Чăваш Ен — хăтлă пурăнакан¬сен регионĕ» программăпа паллаштарчĕç.

«Суйлавçăсемпе 15 пин тĕлпулу, «çавра сĕтел» тата калаçу йĕркеленĕ, — пĕлтерчĕ «Единая Россия» партин ре¬спубликăри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов. — Çынсенчен 50 пин ыйтупа сĕнÿ йышăнтăмăр, вĕсене хамăр программăна кĕртрĕмĕр. Вăл «Единая Россия» партин суйлав умĕнхи тата федераципе респу¬бликăн патшалăх программисемпе килĕ¬шсе тăрать».

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Арши¬нова асăннă программăна çитес суйлавч¬ченех пурнăçлама тытăннине палăртрĕ. «2000 çулсенче республикăра çулталăкра ача сачĕ 1-2 çеç тунă, — терĕ. — Иртнĕ 3 çулта 45 хута янă. Татах çĕклеме федера¬ци укçа уйăрассине кĕтместпĕр, Чăваш Ен хыснинче çуллен пăхса хăварĕç. Федера¬цин шкулсем хăпартмалли программи ре¬спубликăра та пурнăçа кĕрет».

«Тĕп хулара пурăнакансем автопар¬ковкăсем тума е вĕсене юсама, вылявпа спорт лаптăкĕсене хăтлама, картишсене симĕслентерме, ял çыннисем урамсене каçсерен çутă парса тăма, ĕçмелли шыв пахалăхне лайăхлатма ыйтаççĕ», — терĕ партин хулари уйрăмĕн секретарĕ, Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

Раççей коммунистсен партийĕн республикăри уйрăмĕн лозунгĕсем чылай çул улшăнмаççĕ: «Çĕр айĕнчи чĕртавара — халăха! Фабрикăсене — рабочисене! Çĕре — хресченсене! Влаçа — халăх аллине!»

«Пирĕн икĕ çул пур: е çĕршыва юхăнта¬расси патне илсе çитернĕ, пенси йĕркеллĕ пурăнма çителĕклĕ чухлĕ те парайман пар¬ти тата чиновниксем влаçрах юлĕç е халăх çĕнтерĕ, — тет республикăри уйрăм ертÿçи Валентин Шурчанов. — Вара пирĕн çĕршы¬ва аталантармалли программа ĕçе кĕрĕ, халăх хуçа пулса тăрĕ, социаллă пурнăçа лайăхлатĕ, экономикăна аталантарĕ».

Раççей либерал-демократи партийĕн ертÿçисем суйлавра ытларах хăйсен сумлă-ятлă кандидачĕсене çĕнтерме шанаççĕ. ЛДПРăн республикăри списокĕ¬нче Владимир Жириновский пĕрремĕш. «Депутат кандидачĕсене тĕплĕн суйласа илнĕ», — тет вăл.

«ЛДПР программи ытти парти тĕллевĕ¬сенчен пирĕн кандидатсем таса та тÿрĕ кă¬мăллă пулнипе уйрăлса тăрать, — пĕлтернĕ либерал-демократсен республикăри уй¬рăмĕн ертÿçи Константин Степанов. — Пар¬ти списокĕнче судпа айăпланнă, пысăк бизнеспа çыхăннă, влаç витĕмне лекме пултаракан, влаçшăн, укçашăн çунакан, такам¬сене витĕм кÿрессишĕн депутат мандатне алла илес тĕллевпе пĕр партирен тепĕрне куçнă пĕр çын та çук».

«Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» парти Патшалăх Думин çĕнĕ йышне 25 саккун йышăнма сĕнет. Эсерсен шучĕпе вĕсем пурнăçа лайăхлатма, экономикăна аталантарма май парĕç. Парти нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси çинчен калакан саккунăн хальхи вариантне пач хирĕç, вăхăтлăха вăйран кăларса çĕнетме ыйтать. Регионсенче пенсионерсене çăмăллăх туса парассипе çыхăннă ыйтусене малаш¬не те тăратасшăн.

Суйлава хутшăнакан ытти парти те çынсене программăсемпе паллаштарать. Пĕри тепринчен тĕрлĕ енĕпе уйрăлса тăрать. Çапах та вĕсене пĕрлештерекенни пур: партисем суйлавçăсене сасăлава ха-стар хутшăнма чĕнсе калаççĕ.

Сергей ФЕДОРОВ