Хăрушсăрлăх темипе – тÿрĕ лини
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе ирттерекен канашлусенче халăхпа уçă калаçусем йĕркелемеллине тăтăшах палăртать, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса памаллине аса илтерет.
Халăхпа ĕçлемелли меслетсене лайăхлатмашкăн паянхи кун çĕнĕ информаци технологийĕсем пулăшаççĕ. Регион ертÿçи хушнипе Чăваш Енре отрасльсен тÿрĕ линийĕсене йĕркелеме тытăнаççĕ. Министерство-ведомство представителĕсем онлайн режимĕнче граждансен ыйтăвĕсене хуравлĕç. Кăмăл пуррисем экспертсене тÿрĕ трансляци вăхăтĕнче /8352/ 56-50-60 номерпе шăнкăравласа е маларахах электронлă почта урлă ыйту пама пултараççĕ.
Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енри Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн /ГКЧС/ тÿрĕ линийĕ иртрĕ. Çынсен ыйтăвĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Антонов, Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, республикăри шыравпа çăлав службин пуçлăхĕ Николай Глухов тата пушарпа кĕрешекен службăн пуçлăхĕ Валерий Игнатьев хуравларĕç. Тӳрĕ линие ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова ертсе пычĕ. Шăнкăравлакан сахал мар пулчĕ, çав шутрах — районсенче пурăнакансем те. Унсăр пуçне хăйсене мĕн пăшăрхантарни е кăсăклантарни пирки çынсем электронлă почтăпа та çырса янă.
Тÿрĕ линие хутшăнакансем республика территорийĕнче 112 тытăм мĕнле ĕçленине пĕлесшĕн пулчĕç, çак номерпе шăнкăравласа çитеймесен мĕн тумаллине ыйтрĕç. Сад юлташлăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнассин темине çĕклерĕç. Çĕнĕ çул çывхарнă май унта та кунта пиротехника изделийĕсем сутма пуçланине пĕлтерчĕç, ку енĕпе сутуçăсен еплерех яваплăх пулмаллипе интересленчĕç. Пăр урлă каçнă чухне мĕн асра тытмаллипе кăсăкланчĕç. «Пирĕн ял тăрăхне хăçан пушар машини парĕç-ши?», «Ялти ирĕклĕ пушар командине пĕтересшĕн, мĕн тумалла-ши?» — электронлă почтăпа килнĕ ыйтусем те тĕрлĕ енлĕ.
Çакнашкал тÿрĕ линисене малашне те йĕркелĕç.
Комментари хушас