Хăрушсăрлăх - пĕрлехи ĕç

29 Кăрлач, 2015

Ытти чух ларăвăн кун йĕркин тулашĕнчи çивĕч ыйтусемпе те самай хивре калаçу пулаканччĕ, çулталăк пуçламăшĕнче те унашкаллисем капланса ĕлкĕреймен - Министрсен Кабинечĕн кăçалхи пирвайхи ларăвĕ, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынăскер, ĕнер лăпкă иртрĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă отчет пулчĕ темелле-тĕр. Комитет ертÿçи Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче республикăра 2010 çултанпа лару-тăру тăнăçлăхĕ çирĕпленсе пынине палăртрĕ. Çапах чрезвычайлă лару-тăру тесе хаклакан тĕслĕхсем пулман мар. Чи малатнах çакă çутçанталăк пулăмĕсемпе çыхăннă. 2010 çул типĕ те шăрăх çанталăкпа асра юлчĕ. 2013 çулта çуркунне территорисене шыв илнĕ, çулла каллех - шăрăх. Иртнĕ çул та пăшăрханмалли пулман мар. Пысăк инкексен шутĕнче Вениамин Иванович федераци трасси çинчи хăрушă аварие, октябрьти пăрлă çумăра асăнчĕ. Çынсем вилнĕ тĕслĕхсене ытларах çулсем çинчи инкексем сăлтавлаççĕ.

Пушарсемпе çыхăннă лару-тăру пирки комитет ертÿçи пайăррăн чарăнса тăчĕ. Раççейре вутра çуллен вăтамран 12 пин çын пурнăçĕ татăлать, пурлăх енĕпе пушарсем 12 млрд тенкĕлĕх сиен кÿреççĕ. Республика шайĕнче ку кăтартусем çапларах: 100 çын, 100 млн тенкĕ... Чăн та, Чăваш Енре «хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕхсен шучĕ чакни палăрать. 5 çул каялла 1301 пушар пулнă, пĕлтĕр - 1032. Ку енĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче тăнăçлă регионсен шутĕнче. Çапах кашни 10 пин çын пуçне тивекен инкексен шучĕ Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче самай пысăккине Вениамин Иванович пăшăрханса палăртрĕ. Нумай пушара электрооборудовани юсавсăрри /32%/, çынсем ÿсĕрле табак туртнă май асăрханманни /28%/, кăмака хутнă чух тимсĕр пулни е вăл юсавсăрри /21%/ сăлтавлать.

Шел, шывра та нумай инкек пулать. Вĕсен шучĕ те чакса пырать-ха, çапах 2014 çулта 52 çын путса вилнине ниепле те тÿрре кăларма çук. Каллех - çын факторĕ текенни: юраман çĕрте тата ÿсĕрле шыва кĕреççĕ, аслисем ачасене асăрхаса тăмаççĕ...

Халăха инкек-синкек пирки пĕлтермелли система пирки те калаçу пулчĕ. Ĕçлессе ĕçлет-ха, анчах - кивелсе çитнĕ. Çĕннине тăвас тĕллев тытнă. Хаклă-мĕн. «112» система валли федераци программинчен 172 млн тенкĕ уйăрасса кĕтнĕ те - ăна хупнă иккен, çавна май, комитет ертÿçи пăшăрханса палăртнă тăрăх, ку тăкака ресубликăн хăйĕн çине илме тивет-тĕр. Апла пулин те вăл çăлав службине пурлăхпа техника енĕпе тивĕçтересси юлашки çулсенче самай лайăхланни çинчен каларĕ. Командăпа штаб машини туяннă, Комсомольски районне нумаях пулмасть кăна 4,1 млн ытла тенкĕлле туяннă пушар автоцистернине панă, хÿтлĕх хатĕрĕсене те çĕнетнĕ. Çавна май В.Петров иккĕленмесĕр пĕтĕмлетрĕ: ГКЧС тытăмĕ хăрушсăрлăха тивĕçтермелли тĕллевсене пурнăçлама хатĕр.

- Çынсене тĕрлĕ хăрушлăхран хÿтĕлесси - пĕтĕм влаç тытăмĕн ĕçĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - ГКЧС кăна мар, ку енĕпе мĕнпур ведомствăн ĕçлемелле. Курăмлă ĕç пур. Çав шутра, сăмахран, Çĕрпÿре тунă дамба. Мĕн чухлĕ çын территорие шыв илнипе нушаланатчĕ - çак çивĕчлĕхе сиртĕмĕр. Пĕтĕмĕшле илсен коммерци тытăмĕсем, уйрăм çынсем айккинче тăманни те савăнтарать. Çивĕч лару-тăрура эпир пулăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçлемеççĕ - куншăн вĕсене тав тăватăп.

Муниципалитетсене картишсене, автомобиль çулĕсене юсама республика бюджетĕнчен субсиди памалли правилăсене çирĕплетрĕç. Транспорт министрĕ Владимир Филиппов çĕнĕлĕх пирки асăнчĕ: хайхи картишсем валли укçана унччен икĕ статьяпа уйăрнă - вĕсене пăхса тăма тата юсама. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ыйтнипе çак статьясене халь пĕрлештернĕ. ЧР Пуçлăхĕн шучĕпе, ку тĕрĕс утăм, мĕншĕн тесен вырăнсенче мĕнле ĕçсем валли укçа ытларах кирлине лайăхрах пĕлеççĕ - унпа усă курас тĕлĕшпе чăрмавсем пулмĕç.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова çын пуçне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе пирки каларĕ. Пĕлтĕрхи 4-мĕш кварталшăн вăл 6988 тенкĕпе танлашĕ - 3-мĕш кварталтинчен 195 тенкĕ пысăкрах. Çак ÿсĕме, Алла Владимировна палăртнă тăрăх, чи малтанах апат-çимĕç хакĕсем пысăкланни витĕм кÿнĕ.

Вăлах «Республикăн судпа медицина экспертизин бюровĕ» бюджет учрежденине туса хуни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл маларах та пулнă-ха - хысна учрежденийĕччĕ, халь статусне улăштарнă. Йыш çавах юлать - 275 çын. ЧР Пуçлăхĕ маларах бюро тĕлĕшпе право хуралĕн органĕсен ыйтусем пулнине аса илтерчĕ те - министр ку енĕпе ĕçленине çирĕплетрĕ. Статуса улăштарни вара бюрон предпринимательлĕхпе çыхăннă ĕçне саккунлă картана кĕртет, тупăш та пысăкланĕ. Михаил Игнатьев ку сăмахсене илтсен каллех асăрхаттарчĕ: «Ку учреждение тупăш илме туса хуман, çавăнпа та предпринимательлĕх ĕçĕ уншăн тĕп вырăнта ан пултăр...»

Ларура Министрсен Кабинечĕн Украинăран тарса килнĕ çынсем тĕлĕшпе маларах кăларнă йышăнăвне кĕртмелли улшăнăва ырларĕç. Ун пирки тĕплĕнрех каланă май Алла Самойлова республикăра тарса килекенсене йышăнмалли 12 пункт палăртнине аса илтерчĕ. Халĕ вĕсенчен иккĕшĕ кăна ĕçлет - «Чувашиякурорт» санаторире тата «Контурта». Вĕсенчи çынсен пĕр пайĕ ĕçе вырнаçнă, общежитисене куçаççĕ. Çĕнĕрен килекенсем валли вара «Шурă чулсем» лагерьте 100 вырăн пулать.

Правительствăн тепĕр йышăнăвне кĕртнĕ улшăнусем коммуналлă тÿлевсемпе çыхăннă. Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх - январĕн 1-мĕшĕнчен ресурссене - газа, сивĕ шыва, электроэнергие - шута илмелли приборсем лартман çуртсенче нормативсене пысăклатакан коэффициента тĕпе хурса палăртĕç. Тÿлевсем татах пысăкланĕç тесе кăмăлсăрланма пулать-тĕр, анчах министр хайхи приборсене лартассине пĕлтĕрхи июль тĕлнех вĕçлемелле пулнине аса илтерчĕ. Кам вĕçлемен - хăйсем айăплă. Пысăклатакан коэффициент ĕнерхи ĕçе ырана хăварнисене виçев приборĕсене хăвăртрах лартма хистессе шанаççĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: