«Хăрушлăхсăр электричество»

13 Чÿк, 2015

«Хыпар» Издательство çурчĕн пĕчĕккисем валли кăларакан «Тетте» журналĕ тата «Атăл çинчи МРСК» ПАОн «Чăвашэнерго» филиалĕ ачасен хушшинче çакăн пек ятпа йĕркеленĕ конкурсĕ вĕçленчĕ. Ытлари кун конкурс çĕнтерÿçисене энергетиксемпе пĕрле «Хыпар» редакцийĕнче чысларăмăр.

Ачасем ярса панă ĕçсене пĕли-пĕлми çынсем мар, ăста та опытлă энергетиксем хакланă. Вĕсемех, «Чăвашэнерго» компани, парнесем хатĕрленĕ. Электричествăпа усă курнă чух хăрушсăрлăх пирки манма юраманнине тĕпе хунă вун-вун ÿкерчĕк, сочинени тата сăвă - шкул ачисем ÿркенмеççĕ çав. Шупашкарти 3-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем уйрăмах хастар - унта «Тетте» журнала килĕштерни куçкĕрет. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче те шăпах çак шкулта ăс пухакансем чылайăн пулчĕç: Дмитрий Никитин, Кристина Лепешкина, Валерия Мидукова, Кирилл Федоров, Екатерина Никифорова, Алина Валерианова. Тĕп хулари 1-мĕш шкулта вĕренекен Жанна Александровăпа Виктория Золкина ĕçĕсене те жюри пысăка хурса хак­ланă. Çавăн пекех Патăрьел районĕнчи Туçари хĕр пĕрчисем Викторийăпа Валерия Шашкинăсем те - призерсен шутĕнче.

Ачасене «Хыпар» ИÇ директо­рĕн - тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Арланов хастарлăхшăн тав турĕ, халь шăпах çырăнтару кампанийĕ пыни пирки каланă май Издательство çурчĕн кăларăмĕсемпе малашне те туслă пулма сунчĕ. «Чăвашэнергон» общественноçпа çыхăну тытакан пайĕн пуçлăхĕ Александр Кириллов электричество ашкăнчăксене юратманни çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ, маттурсене кашнинех асăнмалăх парне парса савăнтарчĕ.

Н.КОНОВАЛОВ.

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: