- Чăвашла верси
- Русская версия
Харсăр Марат
Марат Иванович Казей 1929 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Белоруссири Дзержинск районĕнчи Станьково ялĕнче çуралнă.
Маратпа амăшĕ, Анна Александровна Казей, пурăннă яла фашистсем вирхĕнсе кĕнĕ. Пиллĕк-мĕш класа кайма хатĕрленекен арçын ачан тек шкула каясси пулман: фашистсем пĕлÿ çуртĕн- чен казарма туса хунă. Тăшман иртĕхнĕ.
Çапла вара чи хăрушă вăрçă пуç-ламăшĕнче Маратпа Ариадна иккĕ-шех юлаççĕ: шăллĕ – вун иккĕре, аппăшĕ – вун улттăра. Нимĕçсем амăшне тытсан арçын ачан кĕсйинчен револьвер патронĕсем тухса ÿкеççĕ. Лешĕсем çакна асăрхамаççĕ-ши, тен, ачана шеллеççĕ... Маратăн вара шанчăклă вырăна пытарса хунă револьвер та пур. Часах амăшне çакса вĕлереççĕ.
Çывăх çыннине çухатсан 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче Маратпа Ариадна партизан отрядне кĕреççĕ. Вăхăт иртсен Ариадна суранланнăран отрядран каять, Марата вара вăрçа пула татăлнă вĕренĕве малалла тăсма сĕнеççĕ. Анчах вăл хирĕçлет, кунта хăй партизансемшĕн усăллăрах пуласса шанать. Çапла вăл вун виçĕ çулта салтак тивĕçне пурнăçлама тытăнать.
Çивĕч ăслă арçын ачана утлă разведка взводне йышăнаççĕ. Отрядăн упранса юлнă тетрадĕнче Марат Казей шăп та лăп çулталăк çурă çапăçни çинчен каланă. Кайран вăл К.К. Рокоссовский ячĕллĕ партизан бригадин штабĕн разведчикĕ пулнă. Задание пĕччен те, ушкăнпа та çÿренĕ. Рейдсене хутшăннă. Эшелонсене сирпĕтнĕ. 1943 çулхи çапăçура юлташĕсене тапăнăва чĕнсе тăшман унки витĕр тухсан Марата «Паттăрлăхшăн» тата «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальсемпе чыслаççĕ.
Марат отрядри çĕвĕç çĕлесе панă шинельпе тата гимнастеркăпа çÿренĕ. Унăн пиçиххи çинче яланах икĕ граната пулнă: пĕри – сулахай енче, тепри – сылтăмра. «Мĕншĕн иккĕшне те пĕр енне çакса çÿреместĕн?» – ыйтнă унран Ариадна. «Пĕри – нимĕçсене, тепри – хама. Пăтраштарса ярас марччĕ», – тенĕ арçын ача калаçăва кулăша çавăрас тесе. Анчах хăйĕн сăнĕ пĕрре те шÿтленĕ пек курăнман.
Çав кун ир-ирех Маратпа бригада штабĕн разведка командирĕ Ларин юлан ут тытса Хоромицкие ялне çитрĕç. Ларинăн çыхăнуçăпа тĕл пулмалла. Пĕр сехет те пулин канса илсен те аванччĕ. Лашисене хресчен сарайĕ хыçне кăкараççĕ. Ларин çыхăнуçă патне каять. Марат вара пĕлĕшĕсем патне кĕрет те выртса канма ирĕк ыйтать, хăйне шăп сехетрен вăратма калать. Вăхăта сая ярас мар тесе вăл шинельне те, пушмакне те хывмасть. Çур сехетренех пăшалтан пенĕ сасăсем илтĕ- неççĕ. Яла нимĕçсемпе полици хупăрласа илнĕ. Ларин пульăран тарса ĕлкĕреймест, ăна хирте персе пăрахаççĕ. Марат тĕмсем хыçне çитет, анчах шăпах çавăнта çапăçăва кĕме тивет.
Ку ĕç-пуç пĕтĕм ял-йыш умĕнче пулса иртет. Малтан автомат шатăртаттарать, унтан граната сирпĕнет. Нимĕçсемпе полицайсем ытлах пемеççĕ те, анчах вĕсенчен нумайăшĕ пĕр ÿксен тек çĕкленеймест. Арçын ачана чĕрĕлле тытасшăн вĕсем. Иккĕмĕш граната сирпĕнет. Тавралăх шăпланать. Вун тăватă çулти Марат Казей çапла вилет.
Марата, Ларина тата çав вăхăтра ялта пулнă тепĕр партизана чыслăн пытараççĕ. Роккосовский ячĕллĕ бригада валли хатĕр-ленĕ 1944 çулта кăларнă хушусенчен тăваттăшне Марата халалланă. Виççĕшĕ – вăрçă заданийĕсене аван пурнăçланăшăн. Тăваттăмĕшĕнче 1941 çулхи çу уйăхĕн вун пĕрмĕшĕнче Хоромицкие ялĕнче Марат фашистсемпе çапăçса паттăррăн пуç хуни çинчен каланă.
1945 çулхи çуркунне Марат аппăшĕ Беларуçе таврăнать. Çак хăрушă хыпара ăна Минскра амăшĕн аппăшĕ пĕлтерет. Çав каçах хĕр Станьковăна каять. Марата халалланă пĕрремĕш палăка вăл вилнĕ вырăнта, вăрман уçланкинче лартнă. Анчах та 1946 çулта унăн кĕлеткине Станьковăна куçарма шут тытаççĕ.
Вăрçă хыççăн Ариадна Ивановна Минскри 28-мĕш шкулта педагог пулса ĕçлет. Шăллĕн паттăр ĕçĕ çинчен шкул ачисем пĕлччĕр тесе нумай тăрăшать вăл. 28-мĕш шкулта Марат Казей ячĕллĕ музей та пур.
Паттăр ачан тăван ялĕнче вара, Минск облаçĕнчи Дзержинск районне кĕрекен Станьковăра, вăтам шкула ун ятне панă тата музей уçнă. Кашни çулах шкул ачисем Марат Казейĕн Асăну палăкĕ умĕнче линейка ирттереççĕ.
Çак харсăр ача манăçа ан тухтăр тесе «Пионерская правда» хаçат журналисчĕ Вячеслав Морозов нумай тăрăшнă. Вăл шкул ачисене çамрăк салтакăн паттăрла ĕçĕ çинчен каласа панă, Марат Казей пурнăçĕ çинчен «Арçын ача разведкăна кайнă» кĕнеке çырса кăларнă. Станислав Шушкевич çыравçă та ун çинчен «Паттăр Марат» ятлă кĕнеке хатĕр-ленĕ.
Минскра, Оперăпа балет театрĕ çывăхĕнчи скверта, Марат Казейĕн пăхăртан тунă палăкĕ мăнаçлăн курăнса ларать.
1965 çулта паттăр ачана (вилнĕ хыççăн тин ĕнтĕ) Совет Союзĕн Геройĕ ятне параççĕ.
Комментари хушас