Хăнтăрсене шутланă
Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 1-мĕшĕччен Улатăр тăрăхĕнчи «Присурский» заповедник ĕçченĕсемпе волонтерсем шыв-шурлă вырăнсене пăхса тухнă, хăнтăр, шашкă, ăтăр тата ондатра шутне палăртнă. Çакнашкал шутлав ĕçĕ ăслăлăх тĕпчевĕсем валли кирлĕ. Чĕрчунсен йышне палăртас тĕллевпе çулсеренех ирттереççĕ ăна.
Кăçал «Присурский» заповедник ĕçченĕсене Мускавран, Чулхуларан, Йошкар-Оларан, Шупашкартан килнĕ волонтерсем пулăшма кăмăл тунă. Çумăр çунине пăхмасăрах 3-5 çынран тăракан ушкăнсем патшалăх инспекторĕсемпе пĕрле куллен вăрманти пĕчĕк юханшывсен хĕррисене тĕпченĕ. Волонтерсем рейд мероприятийĕсене те хутшăннă, Алтышево шкулĕнче вĕренекенсем валли ятарлă заняти те ирттернĕ. Çапла вара «Присурский» заповедникăн Улатăр участокĕнче хăнтăрсем пурăнакан 60 вырăна шута илнĕ. Вĕсен шучĕ пĕрешкелех тытăнса тăнине палăртнă çутçанталăк тусĕсем.