Хăнасене яланах хавас

15 Чÿк, 2018

Урамра çанталăк сивĕтрĕ пулин те шкула кĕрсен чунра яланах ăшă. Хаваслă йăл кулă, кĕçĕн классен шăв-шавĕ, ырă кăмăллă вĕрентекенсем, ачасем урока васкани, килте пурнăçлама ĕлкĕреймен ĕçе тăхтав вăхăтĕнче туни, вĕренекенсем учительсене хăйсен аслă тусĕсем вырăнне хуни...
Патăрьел районĕнчи Çĕньял шкулĕ çакнашкал кĕтсе илчĕ мана. Кунта паянхи кун 58 вĕренекен ăс пухать. Ача шучĕ чакнă пулин те пур класс та пур, вĕсенче чĕрĕлĕх тапса тăрать.

Тивĕçсене уйăрмалла мар

Шкулта аслă класра вĕренекенсен канашĕ ĕçлет. Унăн президенчĕ — 9-мĕш класра ăс пухакан Дмитрий Езюков. Пĕлÿ çуртĕнче ачасен пĕрлешĕвĕ те пур. Унта вăл — информаци секторĕн ертÿçи. Дима пĕр-пĕр мероприяти çывхарнине пурне те пĕлтерет. Юлия Васильева пĕрлешĕвĕн председателĕ тата культура ертÿçи шутланать: унăн шкулти ĕç-хĕле сăнаса тăмалла, секторсене пулăшса пымалла. «Ачасем ĕçлес кăмăллă пулни сисĕнет. Шкулта аталанни республика шайне тухма пулăшать. Пирĕн тивĕçсене уйăрмалла мар», — шухăшне палăртрĕ Юля.
Екатерина Живова — унăн çумĕ, Артем Мадюков — дисциплина секторĕн ертÿçи. Шкулти йĕркене кулленех тĕрĕслет вăл. Роман Александров — вĕренÿ, Александр Мадюков — спорт, Андрей Петров — ĕç, Тимур Вазюков шеф секторĕсене ертсе пыраççĕ. Рома акă кашнин кĕнеки-тетрадьне тĕрĕслет. Хуплашки çук е çурăк пулсассăн — çырса хурать, линейкăра пурин умĕнче те вуласа парать. Ĕç секторĕ субботниксенче мĕн тумаллине кăтартать. Редколлеги членĕ — Егор Самарин.
Ертÿçĕсем пухусем ирттереççĕ, мероприятисене сÿтсе яваççĕ. Ачасемпе Инна Вазюкова аслă вожатăй тăрăшать.

Хайхи Айхи

Чи аслисем – 9-мĕш класра вĕренекенсем. 5 ача çеç пулин те вĕсем çав тери пултаруллă. Шкулта виçĕ музей ĕçлет: тавра пĕлÿ, Геннадий Айхи, çар мухтавĕн музейĕсем. Тăххăрмĕшсем тата 8-мĕш класра ăс пухакан Александр Мадюков — тавра пĕлÿ музейĕнчи экскурсоводсем. Кашнин уйрăм пÿлĕм пур. Ачасем ятарласа экскурси йĕркелерĕç. Чăмăртаннă йыш ушкăнпа ĕçлеме пĕлни чăнласах та савăнтарчĕ. Экскурсие шкул историйĕн пÿлĕмĕнчен Дима пуçларĕ. Кунта — тĕрлĕ çулта ĕçленĕ вĕренекенсен ячĕсем, сăн ÿкерчĕкĕсем. 1936 çулхи шкап пур, унта чăваш тумтирĕсем çакăнса тăраççĕ.
Юля Çĕньялта çуралса ÿснĕ паллă çынсемпе паллаштарчĕ. «Геннадий Лисин поэт мĕншĕн Айхи хушма ята илнĕ- ха? Геннадий Николаевичăн кукашшĕ çынсемпе калаçнă чухне «хайхи» теес вырăнне «айхи» тенĕ. Мăнукĕ кукашшĕне хисепленĕрен Айхи хушма ят илме шут тытнă. Кашни çулах нарăс уйăхĕнче Айхи вулавĕ иртет. Çакăнта килекен хăнасене музейпа паллаштаратпăр. «Хисеп кĕнеки» те — çак пÿлĕмрех. Геннадий Николаевич та, йăмăкĕ Ева Лисина та шкул çулĕсенче отличниксем пулнă», — ăнлантарчĕ çамрăк экскурсовод Юля.
Саша виççĕмĕш пÿлĕмри авалхи ĕç хатĕрĕсене кăтартрĕ. Тăваттăмĕш пÿлĕмре Вова Шайманов Çĕньялти юрăпа ташă ансамблĕн, «Знамя» колхоз историйĕсемпе паллаштарчĕ. Чапа тухнă колхозниксем, трактористсем, тырă упрамалли пĕрремĕш вырăн — кунта кăсăкли нумай. Юрăпа ташă ансамблĕ вара илемлĕ концертпа Мускава та çитнĕ. Пиллĕкмĕш пÿлĕмре Венера Вазюкова ĕçлерĕ. Чăваш тĕрри-эрешĕ, пир тĕртмелли станок пирки каласа кăтартни пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ.
Ачасем мана «Пирĕн вернисаж» куравпа та паллаштарчĕç. Унта мĕн чухлĕ ал ĕçĕ! Ăста та пултаруллă Инна Михайловна вожатăй вĕренекенсен аллине «ылтăнлатма» пулăшать.
Тăххăрмĕшсем пĕр-пĕринпе питĕ туслă. Вĕсем экскурси ирттерме çеç мар, унта çÿреме те юратаççĕ. Патăрьелти кинотеатра пĕрремĕш каякансем те — вĕсем. Хусанти, Ульяновскри аквапарксенче пулнă. «Ашшĕ-амăшĕ маттуртан экскурсисене тăтăш çÿретпĕр», — палăртрĕ класс ертÿçи, математика вĕрентекенĕ Наталия Иванова.

«Ĕне тытма тупăшлă-и?»

Математикăпа олимпиадăсене хутшăнакан, спортпа туслă Димăна президента вăрттăн сасăлавра суйланă. Маттур тантăшне сăнанах ĕнтĕ ачасем. Иртнĕ çул «Ĕне тытма тупăшлă-и?» темăпа конференцие хутшăннă яш. «Математика учителĕпе Наталия Николаевнăпа темăна пĕрле суйларăмăр. Уроксем хыççăн юлса мĕн тĕттĕмлениччен хатĕрленеттĕмĕр. Пирĕн килте ĕне нумай. Мĕн чухлĕ тăкак, тупăш пулнине шутларăмăр. Тупăшĕ çавах пысăкраххине палăртрăмăр. Мана математикăсăр пуçне историре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен каласа кăтартни тата географире карттăпа ĕçлеме килĕшет», — пĕлтерчĕ Дима.
Сăвăсем шăрçалама юратакан пике Юля ĕçĕсене хаçата ярса парать, конкурссене хутшăнать. Вăл 2016 çулта «Тантăш» лауреачĕ пулнă. «Юля чи пултарулли, чи маттурри, пирĕн шкул чысне хÿтĕлекенни», — терĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, поэт, Çĕньял ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова. Вĕрентекен тата çыравçă пулма ĕмĕтленет чиперук. «Тăван ял, çут çанталăк пирки çырма килĕшет. Пĕрремĕш сăвă «Тантăш» хаçатра пичетленнĕ. Кĕнеке вулама юрататăп. Юлашкинчен акă Юхма Мишши Константин Иванов çинчен çырнă романа вуларăм. Вăйлă хайлав. Константин Васильевич пурнăçне тĕплĕн сăнласа панă унта. Манăн чи юратнă поэт — Геннадий Айхи, анчах та авангард стильпе çыраймастăп. Хамăрăн вĕрентекен Мария Ильинична пек шăрçалас килет. Пĕтĕмĕшле илсен, поэтсенчен вĕренмелли пур», — пĕлтерчĕ Юля. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.