Хăнасене тарават çурт

7 Çурла, 2015

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккинчи Людмила Данькова мăшăрĕн çывăх çыннисенчен юлнă еткерлĕхе - авалхи ĕç хатĕрĕсене, йăла-йĕркепе çыхăннă япаласене, куллен-кун усă куракан савăт-сапана тата ыттине те - упраса хăварнă. 2007 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче - хăйĕн çуралнă кунĕнче - «Сире кĕтекен çурт» музей-çурт уçнă.

Аваллăхран юлнă япаласене вите, сарай пулнă хуралтăсенче, паллах, тĕпрен юсанăскерсенче, вырнаçтарнă. Кашнин алăкĕ çине чăвашла, вырăсла, акăлчанла ăнлантарса çырнă. Даньковсен ырă пуçарăвĕ пирки хыпар хăвăрт сарăлнă, туристсем, таврапĕлÿçĕсем Нарат Чаккине çул хывма пуçланă.

Людмила Геннадьевна - пултарулăх çынни. Çак районти Октябрьски салинчех çуралса ÿснĕ. 1982 çулта Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухсан ăна Нарат Чаккине ĕçлеме янă, кунти хорăн пултарулăх ертÿçи пулса тăнă. Çавăнтанпа - паянхи кунччен.

Сакăр çул хушшинче чăваш ялĕн пурнăçне сăнлакан музейпа кам кăна паллашман-ши? Хамăр республикăран çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, чикĕ леш енчен те çĕр-çĕр, пин-пин çын çитсе курнă. Акă, нумаях пулмасть Даньковсен хăна çурчĕ Питĕрте тĕпленсе пурăнакан йăхташсене - унти чăваш пултарулăх ушкăнне çÿрекенсене - йышăннă. Хăнасем валли кил хуçи ятарласа наци апачĕ - шÿрпе, хуран кукли - хатĕрленĕ. Нева çинчи хулари ентешсем вара Людмила Геннадьевна ертсе пыракан «Шăнкăрав» ушкăн шăрантаракан юрăсене диктофонпа çырса илнĕ.

Çак кунсенче вара музей-çуртпа Байкал хутлăхĕнче пурăнакансем паллашнă. Инçетри хăнасемшĕн, Нарат Чаккине çар службинче пĕрле тăнă юлташĕ патне килсе çитнĕскерсемшĕн, чăвашсен авалхи йăли-йĕрки, япалисем, уйрăмах асамлă тĕрри, питĕ кăсăклă пулнă. Кайран пурте пĕрле хăна сĕтелĕ хушшинче чăваш апачĕпе сăйланнă, чăваш, вырăс юррисене шăрантарнă, ĕнерхи салтаксем Чечня вăрçинчи хĕрÿ самантсене аса илнĕ.

Надежда СМИРНОВА