Хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç

I Пĕтĕм чăваш экономика форумне хутшăнма Шупашкарта пуçтарăннисем çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче акционерсен "Шупашкарти сăра вĕретекен "Чăваш Ен букечĕ" фирма" уçă обществине çитрĕç.

Вĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ-экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мешков тата фирмăн генеральнăй директорĕ Дмитрий Круглов кĕтсе илчĕç.

Завода 1969 çулта тума пуçланă, 1974 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче суту-илĕве пĕрремĕш продукци, 1975 çулхи кăрлач уйăхĕнче пуçласа алкогольсăр шыв тата квас ăсатнă. Çав çулах кĕленче савăта продукци тултарма, çулталăкран предприятире салат хатĕрлеме тытăннă. Унта 496 çын вăй хунă. 1987 çултанпа савăта минерал шывĕ тултараççĕ. Хлорид, сульфат, натри тытса тăраканскере "Чебоксарская-1" ятпа сутаççĕ. Вăл чирлĕ çыншăн та, сыввишĕн те усăллă.

Завода 1992 çулта приватизациленĕ хыççăн пастеризатор ĕçе кĕртнĕ, лавккасене пастеризациленĕ продукци яма, 1997 çулта ăна кегсене тултарма пуçланă. Çулталăкран нимĕçсен кашни сехетре 24 пин кĕленче савăта тултаракан лини хута янă.

2001 çултанпа фирмăна Олег Мешков ертсе пынă. Вăл генеральнăй директор пулнă çулсенче продукци тумалли чĕр тавара пĕçерекен цеха реконструкциленĕ. Нимĕçсен "Штайнекер" фирмин оборудованине вырнаçтарнă. 2003 çулта çĕнĕ фильтр-пресс лартнă. Кашни сехетре вăл хăйĕн витĕр 200 гектолитр продукцие сăрхăнтарса сĕрет. 2005 çулта вĕр-çĕнĕ ПЭТ линине ĕçе кĕртнĕ. Вăл кашни сехетре 12 пин кĕленче савăта тултарать.

2006 çултан пĕр тата икĕ литр кĕрекен савăтсене продукци тултараççĕ. Хăйсен формипе, этикеткипе совет тапхăрĕнче кăларнинчен пачах уйрăлса тăраççĕ. Çав çултанах продукцин çĕнĕ сорчĕсене кăлараççĕ.

2007 çултанпа ял-хула халăхĕ "Чăваш Ен букетĕнче" тултаракан "Домашний", "Хлебный", "Окрошечный", "Славен" квас сорчĕсене килĕштерсе туянать. Фирма ачасене "Киндер квас" та сĕнет. Ăна пан улмирен хатĕрлеççĕ. Лавккара "Букет Чувашии" тата "Русский родник" минерал шывне 0,5, 1,5, 5 тата 18,9 литр кĕрекен савăтпа туянма пулать.

2007 çултанпа 5 литр кĕрекен алюмини банкăсене продукци тултараççĕ. Çак енĕпе Итали технологийĕпе тухăçлă усă кураççĕ. Чĕр тавара пĕçермелли цеха пĕтĕмпех реконструкциленĕ, ăсла хатĕрлессине механизациленĕ. Çĕпре уйрăмĕнче, компрессор цехĕнче, савăт-сапана çăвакан пайра та - чикĕ леш енчен кÿнĕ технологисем.

Олег Мешков пултаруллă ертÿçĕ пулнине, производствăна лайăх пĕлнине тĕпе хурса тата нумайăшĕ ăна депутата суйлама сĕннине шута илсе 2011 çулта "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти списокĕпе ăна ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен йышне кĕртрĕç, раштавăн 15-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумне-экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председательне суйларĕç. Унăн профессие улăштарма тиврĕ.

"Чăваш Ен букечĕн" генеральнăй директорĕнчен Патшалăх Канашне ĕçлеме куçсанах саккунсем йышăнас ĕçе хастар пикенчĕ. Парламентра пулин те продукци хатĕрлемелли технологие пĕр самант та манмасть. Экономика форумне пуçтарăннисен пĕр ушкăнне вĕсене кăтартса çÿресе паллаштарчĕ. Обществăна 2011 çултанпа ертсе пыракан Дмитрий Круглов генеральнăй директор предприяти ĕç-хĕлĕ çинчен тепĕр ушкăна каласа пачĕ, хăнасен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ.

Сергей ФЕДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.