Хăнара — фотоăста
Пирĕн шкул тĕлĕнмелле интереслĕ пурнăçпа пурăнать. Ачасен кичемленме вăхăт çук та пуль. Вăл е ку мероприятие хатĕрленмелле, унта çитсе пĕр-пĕр ветеранпа курнăçмалла, экскурсире пулнине ыттисене пĕлтермелле…
Хамăр тăван хуламăрта кăна мар, республикăра палăрнă çынсемпе те час-часах тĕлпулу йĕркелетпĕр. Анчахрах пĕрремĕш «в» класс вĕренекенĕсем Лидия Васильевна Егорова класс ертӳçипе канашланă хыççăн хăйсем патне хăнана Илья Степанович Клочков паллă фотоăстана хăнана чĕнчĕç.
Илья Степанович хăйĕн юратнă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсем çинчен каларĕ, ĕçĕсене кăтартса ачасене савăнтарчĕ. Анчахрах пичетленсе тухнă «Мир глазами фотохудожника» самаях пысăк кĕнекипе паллаштарчĕ.Вĕренекенсем хăнана тимлĕ итлерĕç.
Фотоĕçĕпе интересленекен çамрăксен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав хăнана питĕ килĕшрĕ. Вăл вĕренекенсене сĕнӳсем пачĕ, малашне те тăрăшуллăрах пулма хавхалантарчĕ.
Шкул ачисемшĕн те, сăн ӳкерес ĕçпе интересленекенсемшĕн çак тĕлпулу вырăнлă, усăллă пулчĕ. Илья Степанович Клочков малашне те шкула килсе çӳреме, ырă сĕнӳсем пама хавас пулнине палăртрĕ.
Людмила АГАФОНОВА,
чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.
Шупашкар,
24-мĕш шкул.
Лидия ЕГОРОВА СĂНӲКЕРЧĔКĔНЧЕ: интереслĕ калаçу саманчĕ.
Комментари хушас