«Хăнара» çывăрнăшăн

14 Раштав, 2015

Тăвай районĕн миравай судйи 54 çулти Н.Васильев тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Арçынна ют çурта хуçи ирĕк памасăр кĕнĕшĕн айăплаççĕ.

Следствипе суд Васильев çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче ÿсĕрле малтанхи арăмĕн çуртне кĕрсе верандăра çывăрма выртнă тесе палăртнă. Арăмĕ пулнăскер ăна хăйĕн çуртне кĕме чарнине, унпа калаçма кăмăл туманнине лайăх чухланă вăл. Çавăн пекех арçын хĕрарăм çĕр каçма куллен ватă амăшĕ патне кайнине те пĕлнĕ. Хĕрарăм каçпа тухса кайсан сивĕтмĕшри апатпа хăналаннă вăл, кун хыççăн каллех çывăрма кĕрсе выртнă.

Ирхине 7 сехет тĕлĕнче вăрансан хĕрарăм килне таврăнма ĕлкĕрейменнине тавçăрнă арçын. Алăка тул енчен çăрапа питĕрнĕ-çке. Вăйпа уçма хăтланнă - пултарайман. Кун хыççăн урама чÿрече рамине илсе тухнă. Кăштахран каялла кĕресшĕн пулнă, анчах мухмăрлăскер чÿречерен хăпарайман. Нумай шухăшласа тăмасăр пĕчĕк пÿрт алăкĕ çинчи çăраççине çĕмĕрнĕ те унта çывăрма кĕрсе выртнă.

Килне таврăнсан хĕрарăм ун патĕнче такам хăналаннине асăрханă - сĕтел çинче тĕпренчĕксем выртнă, таса мар савăт-сапа ларнă. Пÿрт-çуртне пăхса çаврăннă. Çывăракан упăшкине хăваласа кăларса янă.

Анчах кунпа кăна çырлахман арçын. Тепĕр кунхине, çурлан 18-мĕшĕнче, каллех «хăнана» килнĕ. Анчах хальхинче хĕрарăм килĕнчех пулнă, кĕртмен. Вăл вара çăраççине çĕмĕрсе каллех пĕчĕк пÿртре çĕр каçнă.

Васильев хăй çапла хăтланнине ÿсĕр пулнипе сăлтавланă. Килне утса çитме вăй-халĕ пулманран арăмĕ патне кĕнине çирĕплетнĕ. Следстви пынă вăхăтра вăл арăмĕ пулнăскерĕн çуртне пĕччен мар, кил хуçипе кĕнине ĕнентерме тăрăшнă.

Ĕçе тĕплĕ тишкернĕ, свидетельсемпе курса калаçнă хыççăн арçын час-часах ĕçни, малтанхи арăмĕн çуртне саккунсăр кĕни, çăрасем çĕмĕрни, çапăçни паллă пулнă. Çавăнпах суд ăна айăплă тесе йышăннă. Çавна май унăн 250 сехет ĕçлесе юсанмалла - ял тăрăхне тасатмалла, тирпейлемелле, илем кÿмелле - пулĕ.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай район прокурорĕ.

Рубрика: