«Хăнăхнă çынсенчен уйрăлас килмест...»
Вулакан кăмăлĕ - тĕп вырăнта
«Хаçат вулакан валли тухать, пичет кăларăмне унăн шухăшне тĕпе хурса хатĕрлеççĕ», - тетпĕр час-часах. Ăна халăх патне илсе çитерекенĕ вара - почтальон. Компьютеризаци самани унăн ĕçне паян самаях йывăрлатрĕ: кăткăс техникăпа çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултарнă çамрăксем виртуаллă уçлăхра «çÿреççĕ», хăйсемшĕн пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсене унта шыраççĕ. Кирлĕ-тĕк, электронлă кĕнеке е Интернет урлă çырăннă кăларăмсене вулаççĕ. Çакнашкал лару-тăрура хаçат-журнал сарас енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма, çĕнĕ мелсем шырама тивет. Муркаш районĕнчи Калайкассинчи çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракансем самана таппине туйса тăраççĕ, Нила Андреева пуçаруллă ертсе пынипе вулакан кăмăлне каймалли майсене анлăлатсах пыраççĕ. Пенси, ача пособийĕн, сусăрсен уйăхри тÿлевĕн укçине валеçеççĕ-и е куллен кирлĕ тавара саккаспа илсе пыраççĕ-и - çынсемпе яланах тимлĕ пулма тăрăшаççĕ. Кăмăла кура кăмăл тенĕ евĕр, кун пек чухне почтальон патне кашниех чунпа туртăнать, унăн сĕнÿ-канашне ăша хывать. Çакă, паллах, çырăнтарăва та ырă витĕм кÿрет. Акă, сăмахран, «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмне» илсе тăракансем кăçал пĕлтĕрхинчен самаях йышланчĕç: вĕсене çамрăксем те, çулланнисем те юратса вулаççĕ. «Хыпара» вара тивĕçлĕ канурисем ытларах кăмăллаççĕ.
Туслă йышра ĕç ăнать
Кун-çулне почтăпа çыхăнтарнă вăл. Çамрăк чухне Шупашкарта телефонпа телеграф станцийĕнче тăрăшнă, куллен Рыккакассинчен хулана хутланă. Тĕпренчĕкĕсене ют çынпа хăварма пултарайманнипе ирĕн-каçăн çула май тенĕ евĕр тăван ялне - Станьяла кĕрсе тухнă, вĕсене хăйĕн амăшĕ Анна Прокопьевна патне илсе кайнă, смена хыççăн киле пĕрле таврăннă. Вăй-хал тапса тăнă, çемьере килĕшÿпе çураçу хуçаланнă чухне канăçсăрлăх мĕнне пĕлмен те: ачасем - çумра, вĕсен ашшĕ - юнашар. Ывăл-хĕрĕ ÿссе, хуçалăх тĕрекленсе пынăçемĕн ялта тĕпленни лайăхрах пек туйăннă. Вырăн шырама кирлех те пулман: упăшкин аппăшĕ Федосия Гавриловна почтальонка, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕскер, çак ĕçе малалла тăсмашкăн кинне сĕннĕ. Килĕшнĕ Нила Владимировна. Куллен темиçе яла çитсе килмеллине пăхмасăр вăл кашнин валлиех вăхăт тупнă: пĕрне çыру вуласа, теприне коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн тÿлемелли квитанцие йĕркелесе панă, виççĕмĕшĕн пĕчченлĕхне шăкăл-шăкăл калаçма пултарнипе сирнĕ.
Ăсталăхне кура 2006 çулхи июль уйăхĕнче районти почтамт пуçлăхĕсем ăна Калайкассинчи çыхăну уйрăмне ертсе пыма шаннă.
Коллектив ĕçне кал-кал йĕркелесе тăрасси хаçат-журнал валеçессинчен чылай кăткăсрах, яваплăрах: хăвăншăн кăна мар, ыттисемшĕн те тăрăшмалла, умри тĕллевсене пĕрлехи вăйпа пурнăçламалла. Производство кăтартăвĕсене лайăхлатнисĕр пуçне пурлăх никĕсне тытса тăмалла.
Асăннă тытăма та пурнăç çĕнĕ варкăш илсе килнĕ: кăтарту-пĕтĕмлетĕве ĕлĕкхилле шутлав хатĕрĕпе усă курса палăртмаççĕ - компьютер умне ларса йĕркелеççĕ. Унăн вăрттăнлăхне Нила Андреева çăмăллăнах алла илнĕ: малтанах тĕрлĕ курса çÿренĕ, каярахпа хăй тĕллĕн тишкернĕ. Ку енĕпе ывăл-хĕрĕ те амăшне сахал мар пулăшнă.
Халĕ Нила Владимировна ертсе пыракан çыхăну уйрăмĕ кăткăс технологисене ăнăçлă пурнăçа кĕртекенсенчен пĕри пулнине пĕлтерчĕç районти почтамтра. Посылкăна е çырăва, ытти пулăшăва адресат патне хăвăртрах çитермелли, укçа куçармалли программăсенчи çĕнĕлĕхсене кĕске хушăрах парăнтараççĕ кунта. Пĕтĕмлетсе каласан почта ĕçĕ-хĕлĕ хальхи вăхăтра мĕн пуçласа вĕçне çитеричченех компьютерпа çыхăннă: тĕрлĕ отчет, поручени, пĕтĕмлетÿ...
Коллективра пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлени тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама май парать. Улттăн тăрăшаççĕ вĕсем: Нила Владимировна хăй тата пилĕк почтальонка.
«Пурте маттур. Юлия Пайкова, тĕслĕхрен, участокри çынсене хисеплесе ашшĕ ячĕпе кăна чĕнет. Хăйне те сума сăваççĕ. Нумаях пулмасть 45 çул тултарчĕ. Çуралнă кунĕпе кунта шăнкăравласа саламлакан йышлă пулчĕ, хăйсем патне хăш вăхăтра пырассипе кăткăсланчĕç. Ăна пурте кĕтсе тăраççĕ, шанчăклăхĕ килĕшет халăха», - тет çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Почтальонсем Калайкасси, Шомик, Катькас, Кураккасси, Чурикасси, Сĕлеменкасси, Рыккакасси, Эхветкасси... - пĕтĕмпе 15 ялта пурăнакан 2600 ытла çыннăн ыйтăвне пахалăхлă тата вăхăтра тивĕçтерсе тăраççĕ.
Ял-йышра ят-сумлă
Нила Владимировна ир пуçласа каçченех çыхăну уйрăмĕнче ирттерет. Çав вăхăтрах килти хуçалăхне тирпейлĕ тытса пырать вăл: картиш тулли выльăх усрать, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерет, садра улма-çырла тухăçпа савăнтарать. Ял-йышра ятлă-сумлă çын шутланать Нила Андреева, пускилсемпе килĕшÿллĕ пурăнать, кирлĕ чухне пулăшма васкать.
Чун киленĕçĕ те пур унăн: почта уйрăмĕнче хăйсем сутакан чечек вăрринчен чылайăшне туянса /çыхăнуçăсем рынок тапхăрĕнче çурма сутуçă пулса тăчĕç мар-и: хаçат-журнал валеçнипе пĕрлех ентешĕсене куллен кирлĕ тавар туянтараççĕ, пысăках мар шалăва çапла майпа ÿстерсе тупăш тăвас теççĕ/ килти пахчара ÿстерет, вĕсен илемĕпе киленет.
Мăшăрне вăхăтсăр çухатнăскерĕн куç тулли телейĕ - хĕрĕпе икĕ ывăлĕ, кĕрÿшĕпе кинĕсем тата ултă мăнукĕ. Ачисене халăха юрăхлă çитĕнтернĕ, пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслисем Шупашкарта тĕпленнĕ. Вĕсем тăван яла килсех тăраççĕ, хуçалăхри ĕçсене пĕрле пурнăçлаççĕ.
Тĕп килĕн ăшшине ыттисемшĕн кĕçĕн ывăлĕн çемйи упрать. Паллах, амăшĕ пулăшнипе, вĕрентсе-кăтартса тăнипе ĕнтĕ.
Станьяла, пиччĕшĕн çемйинче пурăнакан амăшĕ патне, çитсе килмешкĕн те вăхăт тупать хĕрарăм. Пиллĕкĕн пĕр тăван вĕсем, час-часах тĕл пулаççĕ. Калаçма юратнăран кăна та мар: пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ, кирлĕ-тĕк пулăшаççĕ. Çыхăнура ĕçлекенсен шалăвĕ пысăках маррине пĕлсех çывăх çыннисенчен пĕри Нила Владимировнăна нумайрах тÿлекен вырăна куçма сĕннĕ. Килĕшмен лешĕ: «Нумай та пĕтет, сахал та çитет, хăнăхнă çынсенчен уйрăлма шухăшламастăп, вĕсемпе куллен хутшăнни маншăн пĕлтерĕшлĕ», - теме пултарнă кăна.
Валентина СМИРНОВА.
Муркаш районĕ.
Василий Кузьмин сăнÿкерчĕкĕ