Хăмла пахчи укăлчара

- Паян-ыран хăмла татса пĕтермелле. Ĕç вĕçленнĕ ятпа хамăрăн сăрапа хăналасшăн-ха, - терĕ «АгроРесурсы» пĕрлешĕвĕн коммерци директорĕ Юлия Петровна Кисенко. Типтерлĕ те яка тумланнă, янăравлă саслă хĕрарăм çичĕ теçеткере теме чĕлхем çаврăнмасть. Куçĕсем халĕ те çамрăк чухнехи пек ялкăшаççĕ.

Выртан чул айĕнче шыв юхмасть

Çăмăл машинăпа Вăрмар тăрăхне васканă май вăрăм çула кĕскетме предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе хаваспах паллаштарчĕ вăл.

- Пĕрлешĕвĕн хăмла татакан 3 комбайн пур, типĕтекенни - 2. Шел, пĕрне кăçал хута яраймарăмăр. Ăна газ çине куçарасшăн. Дизтопливо хаклă, туянсан та йĕркеллĕ çунмасть. Газпа типĕтнĕ хăмла паха, илемлĕ. Пирĕн хамăрăн база, хăмлана вырăнтах пĕрчĕлетпĕр.

Предприятин 30 гектар хăмла, çав шутра тухăç параканни - 26. Çĕрпÿри опытлă институтпа çыхăнса ĕçлени кăтартăва ÿстерме пулăшать. Хунавне те унтанах туянаççĕ. Ăсчахсен çĕнĕ сорчĕсемпе кăсăкланаççĕ. Юлашки вăхăтра «флагман», «фаворит» сортсем илнĕ. «Вĕсем чир-чĕре чăтăмлă, тухăçлă, альфа кислоти те пысăк тесе мухтарĕç», - терĕ директор.

Хăмлана вунă çул каяллах пĕрчĕлеççĕ. Заводсем ăна ытларах туянаççĕ-мĕн. Пĕрчĕленĕ чĕртаварăн хăйхаклăхĕ пысăкрах. Кăçалхи тăкаксемпе шутласан типĕтнĕ хăмлан 1 килограмĕ 350 тенке ларнă.

- Илтнĕ тăрăх - сирĕн чĕртавар аякках ăсанать. Нивушлĕ чăваш хăмли вырăнти завода кирлĕ мар?

- Кирлĕ, анчах хăмли çук. Чăваш Енре çулталăкра 150 тонна типĕтнĕ хăмла туса илеççĕ. Вăл пĕр завод валли кăна. Раççейри заводсене типĕтнĕ хăмла çулталăкра 17 пин тонна яхăн кирлĕ. Ăçтан тупмалла ун чухлĕ? Ирĕксĕрех ют çĕршывсенчен 1 килограмне 2 пин тенкĕ парса туянмалла. Пирĕн тăрăхра «подвязный», «истринский», «московский ранний» сортсем ытларах. Пахалăхне тиркеймĕн: техĕмлĕ, пĕрчĕленĕ, чĕркемленĕ. Эпир ăна тăватă хут йÿнĕрехпе паратпăр. Паян хăмла хаклă, ылтăнпа танах темелле.

- Туянакан пулсан чăваш хăмлин чапĕ каллех кĕрлеме-янăрама пуçлĕ, тен?

- Иккĕлентерет. 80-мĕш çулсенче республикăра 4 пин гектар çинче хăмла çитĕнтернĕ. Халĕ 4 хуçалăхра та 95 гектар кăна юлнă вăл. Çĕршывĕпе илсен Мари Республикинче - 16, Алтай крайĕнче 8 гектар. Хăмла татмалли, типĕтмелли агрегатсене сутса янă е тимĕр-тăмăра ăсатнă, пахчисене çумкурăк, йывăç-тĕм пусса илнĕ. Аркатма – çур кун, пуçтарма – çулталăк.

- Чимĕр-ха, çĕршывра хăмла туса илме патшалăх енчен пулăшасси те ÿссех пырать мар-им?

- 2013 çулта эпир 1200 пин тенкĕ субсиди илтĕмĕр. Курăмлă пулăшу. Анчах унтанпа федераци бюджетĕнчен пач лекмерĕ. Вырăнтинчен параканни сахал. Юлашки вăхăтра 4 гектар çинче 8 пин хунав лартрăмăр. Пĕр сапанĕ 14 тенкĕ тăнине шута илсен пысăк тăкак. Анчах Çĕрпÿри опытлă институтăн хăмла хунавĕн сертификачĕ çуккипе субсиди тивмест. Çĕршыв, республика шайĕнче хăмла ыйтăвне татса памасăр та «симĕс ылтăн» вăй илеймĕ.

 

Пурнăç - тăхăрвунă пăрăнăç

- Чĕрĕк ĕмĕр шкулта вĕрентнĕ хыççăн пăтрашуллă тапхăрта эсир хăрамасăрах бизнеса, çĕр ĕçне пуçа чикнĕ.

- 90-мĕш çулсенче, çĕршыв рынок экономикине куçнă вăхăтра, педагогсем те уйăхĕ-уйăхĕпе шалу илеймен. Мăшăрăм вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн ывăлăма пĕчченех çитĕнтернĕ. Апла хам çине шанмалли кăна. Хатĕрлев кантурĕ уçса халăхран, хуçалăхсенчен чĕртавар пуçтарса сутнă. Пĕррехинче Екатеринбургран шăнкăравласа чăваш хăмлине тупса пама ыйтрĕç. Путакан улăм пĕрчинче çăлăнăç шыранăн тÿрех «ярса тытрăм». Хуçалăхсен вунă çул ытла сутăнайман чĕртаварне йăлтах вырнаçтартăм. Çакăн хыççăн хăмла çулĕ çине тăтăм.

- Республикăри хăмла пахчисене çумкурăк пусса илме тытăнни, хăмла сутăнма пăрахни хăратмарĕ-и? Капла эсир те чĕртаварсăр юлатăр вĕт?

- Чăваш ятне çĕкленĕ «симĕс ылтăн» яланлăхах çухалма пултарни хăрататчĕ. Ăна упраса хăварас тесен хамран тытăнмалла. Вăрмарти хăмла фабрикине, пахчисене сутнине пĕлсен илме шутларăм. Укçа çитменнипе банкран çулталăкне 240 ?!/ процентпа 80 млн тенкĕлĕх кредит /90-мĕш çулсенче – авт./ илтĕм. Парăмшăн куляннипе çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрайман. Çур çĕрте хăраса вăранса каяттăм. ВАЗ-07 машина туянтăм та руль умне ларса ĕçлĕ çулçÿреве тухрăм. Канмасăр, çывăрмасăр тенĕн тар тăкрăм. Парăма çур çултан татрăм, производствăна та хута ятăм.

Ыйтусене телефон урлă мар, куçа-куçăн калаçса татса панă. Владивосток, Чита, Екатеринбург, Иркутск... ăçта кăна çитмен-тĕр. Çĕрле вакунĕ-вакунĕпе хăмла тиесе яраттăмăр.

- Нивушлĕ хăмларан пысăк тупăш илме, аталанма пулать? Апла мĕншĕн ытти хуçалăх унпа ĕçлесшĕн мар?

- Ĕçлеме пĕлсен, хăмларан кĕрекен укçана айккине ямасан вăл та пысăк тупăш парать. Кун пирки эпĕ канашлусенче те каланă. Унччен хăмлапа ĕçлекен хуçалăхсем укçа ăшĕнче «ишнĕ». Акă Куславккари «Волга» колхоз миллионер шутланнă. Унти икĕ ĕçчен «Социализмла Ĕç Геройĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Хăмлана 7 комбайн татнă. «Симĕс ылтăн» çитĕнтерме пăрахрĕç те хуçалăх арканчĕ. Хăватлă оборудование йăлтах тимĕр-тăмăра ăсатнă, пахчисене пĕтернĕ. Шел, çĕршыври арăш-пирĕш тапхăрта вăрласси-улталасси те вăй илчĕ. Чĕртаваршăн укçа тавăрман тĕслĕх пайтах пулнă. Çакă та хуçалăхсене хăмларан пистерчĕ курăнать.

Пирĕн предприяти хăмла туса илнипех аталанса пырать. Кăçал производство объекчĕсене юсарăмăр. Кивĕ оборудованисене те улăштарма тăрăшатпăр. Хăмла лаптăкне 50 гектара çитересшĕн. Йывăрлăхсемсĕр мар, паллах. Акă 15-20 çулхи пахчасене те çĕнетмелле. Техника та ванмасăр пулмасть. Саппас пайĕсем хакли кĕсьене самай çÿхетет.

- Ертÿçĕсем хуçалăхра ĕçлекенсем çителĕксĕррине пăшăрханса пĕлтереççĕ. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

- Шалу вăхăтра, тивĕçлипе тÿлесен ĕçлекен те пулĕ. Пирĕн те малтанхи тапхăрта уй-хире тухма çынсене тархаслани, ана вĕçĕнче укçапа тăни те пулнă. Сăмаха тытнипе кăна шанăçа кĕтĕмĕр. Халĕ тупăшран тÿрех шалу памалăх уйăратăп. Пĕр ертÿçĕ: «Тархасшăн, укçа парса пулăш», - тесе кивçен ыйтнăччĕ. Нухрата шалу валли хăварнăран килĕшмерĕм. «Эй, халăх 3-4 уйăх та укçасăр чăтать», - тесе ÿкĕтлерĕ. Вăхăт иртнĕ май каллех унпа тĕлпултăмăр. «Хуçалăхра ĕçлекенсем тарса пĕтрĕç», - пуçне тытса ларчĕ хайхи. Тĕрĕс, тÿлевсĕр камăн тар тăкас килет? Ĕçлекене улталама хăтланни хăйнех пырса çапнă.

Хĕрÿ тапхăрта предприятире 120 çын тăрăшать. Пĕр чăрмав - тĕп йыша хĕллехи вăхăтра ĕçпе тивĕçтересси. Ку ыйтăва та татса парăпăрах.

- Эсир чĕртавара та вырăнтах тирпейлетĕр - сăра вĕрететĕр.

- Çапла, Муркаш районĕнчи Сыпайкассинче «ПивКо» пĕрлешÿре сăра вĕрететпĕр. Унта 6 çын вăй хурать. Талăкра 1 тонна продукци хатĕрлесе кăлараççĕ. Маларах Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхăн сăра заводне илесшĕнччĕ. Шел, грузинсен аллине лексе тĕппипех арканчĕ вăл.

Такăнмасăр пулмасть. Малтанхи хут 4 тонна сăра вĕретсен тăкма тиврĕ - илекен çийĕнчех тупаймарăмăр. Суту-илĕве паха продукципе кăна тухмалла. Уйрăмах малтанхи утăм тунă чухне. Халĕ пирĕн сăра республикăра кăна мар, Мускав, Чулхула таранах ăсанать.

Машина Мăнçырмари хăмла татакан комбайн патне çитсен калаçу ирĕксĕрех татăлчĕ. Хăватлă техника вăхăтлăха шăпланнă-мĕн. Арçынсем кăлтăка тÿрлетнĕ хушăра хĕрарăмсем канма ларнă.

- Кăçал тухăç аван, гектартан 22 центнер, - савăнса пĕлтерчĕ Зоя Владимирова бригадир. Кунне 1,5 пин тенкĕ ĕçлесе илнине те палăртрĕ вăл. Çавăнпа ĕçе вырнаçас текен нумай.

Комбайн каллех хыттăн кĕрлесе кайрĕ. Ĕçченсем хăйсен вырăнне йышăнчĕç. Эпир вара хăмла плантацине çул тытрăмăр. Тÿпенелле кармашнă хăмла аврисем çĕрелле йывăррăн усăннă. Тулли курланкăсем куçа савăнтараççĕ.

- Кĕр енне тĕтреллĕ çанталăк кĕтме тытăнатпăр. Тĕтрере хăмла пучахĕ хытать, пиçсе çитет, - хăмла курланкине ытараймасăр тытса пăхрĕ Юлия Кисенко. - Пĕрле вăй хуракансене чĕререн тав тăвас килет.

Юлия Петровнăпа Вăрмарти тĕп базăна, Шупашкарти офисне те çитсе куртăмăр. Офисра предприяти тивĕçнĕ дипломсемпе, наградăсемпе, медальсемпе тĕлĕнсе паллашрăм. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне, таварне ыттисем те тивĕçлипе хаклаççĕ. Предприяти шăпишĕн чунĕ лăпкă унăн. Тилхепене Андрей ывăлне шанса парассине те пытармарĕ вăл. Çар çынни предприятие юхăнтармастех.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Лариса Никитина"Хресчен сасси" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.