Хăмла отраслĕ чĕрĕлсе çĕкленетех

Пĕлтĕр хăмла чылай пухса кĕртнĕ хуçалăхсем тупăш самаях илчĕç. Патшалăх иртнĕ ĕмĕрте ăна сутнăшăн лайăх тÿлесе тухăçа ÿстерме, çĕнĕ плантацисем тума хавхалантарнă. «Симĕс ылтăн» отраслĕпе çыхăннă ыйтусене Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, экономика наукисен кандидачĕ Юрий Аркадьевич ГАВРИЛОВ хуравлать.

 

Пуррине аркатрĕç

— Интервью илме хатĕрленсе санăн биографипе паллашрăм. 1980 çулта Çĕрпÿ хулинчи «Хмелеводческое» сăнавпа производство хуçалăхĕн /СПХ/ автобус водителĕнче ĕçлеме тытăннă. 1984-2004 çулсенче — унăн тĕп инженерĕ, Çĕрпÿри хăмла туса илекен наука-тĕпчев тата проектпа технологи институчĕн директорĕн заместителĕ. «Симĕс ылтăн» çитĕнтерекен коллектива ăнăçлă ертсе пынă. 1990 çулсенче отрасль юхăннине мĕнле чăтса ирттертĕн?

— Йывăррăн. Сăра завочĕсем пирĕн продукцие туянманран, ытларах чикĕ леш енчен турттарнăран чĕре ыратрĕ. Аграрисем вĕсене итлеттереймерĕç. Раççей Правительстви заводсене хамăрăнне вырнаçтарма пулăшмарĕ, хăмлаçăсене субсиди памарĕ. Ирĕксĕрех лаптăка пĕчĕклетме тиврĕ. Шел, симĕс пучах хресчене тăрантарма пăрахрĕ.

— Совет Союзĕнче миçе гектарччĕ?

— 1976 çулта — 6 пин. Ку Çĕр чăмăрĕ çинчи плантацисен виççĕмĕш пайĕччĕ. Лаптăк XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче 1990 çулхинчен 72 процент катăлнă, хăмла 2,7 хут сахалрах туса илнĕ, тухăç 45 процент чакнă. Çак чĕртавар енĕпе паян та Хĕвеланăç çĕршывĕсен куçĕнчен пăхатпăр. 1990 çулсенче заводсене вăл кирлинчен 80-85 процент çитместчĕ! Апла пулин те хамăрăнне мар, чикĕ леш енчине ыйтрĕç. «Импорт лайăхрах», — терĕç.

— Пирĕн япăхрахчĕ-им?

— Çук! Хуçалăхсен пучах биотытăмĕн пахалăхне упраса хăварма май паракан технологи çукчĕ. Ку тĕллеве пурнăçлама халĕ нумай миллион тенкĕ хывмалла тата вăхăт чылай кирлĕ.

— СПХ умне мĕнле чăрмавсем тухса тăчĕç?

— 1991-1995 çулсенче кашни çул çĕршывра — 2420, çав шутра республикăра 2162 тонна /Раççейри калăпăшăн 89,3 проценчĕ/ хăмла туса илнĕ. СПХ 1995 çулччен лайăхах сутрĕ. Каярахпа заводсем е пачах туянмарĕç, е шпагатпа çеç татăлчĕç, е продукцишĕн çулталăк таран тÿлемесĕр тарăхтарчĕç! Пĕр çулхине Польшăна ăсатрăмăр. Икĕ рефрижератор сахăр турттарса килтĕмĕр. Юрать-ха, ăна республикăра сутса тăкаксене сапларăмăр. Анчах хама çупкă-çапкă лекрĕ. Чи пăшăрхантараканни — сутлăх хак совет тапхăрĕнчи шайран нумай ÿкни.

 

Пирĕн япăх-и?

— Заводсем мĕншĕн пахалăх начар теççĕ?

— Суяççĕ. Пучах биотытăмĕн пахалăхĕ енĕпе Чăваш Енпе танлашакан çĕршыв çук. Анăçра çу каçиччен ÿсентăран çине 7-8 хут хими имçамне пĕрĕхтереççĕ, эпир 1-2 çеç. Çавăнпа пирĕнне сахалрах витерет. «Завода пырса панă хăмлапа пĕрле авăр шпагатне çакмалли çекĕл е çÿп-çап тупатпăр», — тетчĕç директорсем. Çав ăпăр-тапăра ала çинче хам та курнă.

— Кун пирки мĕн калатăн?

— Ĕçе типтерлĕ туманнине йышăнатăп. Çак çитменлĕх СПХ хăмлаçисен те пулнă. Продукцие пухса кĕртме ачасене, хуçалăха пулăшма Шупашкартан килнисене, хамăр рабочисене — 800-1000 çынна — явăçтарнă. Ачасем хăмла йывăрăшне ÿстерессишĕн хутран-ситрен миххе подшибник шарикĕ е тăпра тултарнă. «Симĕс ылтăна» пухса кĕртнĕ чухне ытти ăпăр-тапăр "çыпăçнă".

— Сутлăха тасарах яма пулман-и?

— Конвейер çĕршывĕпех пĕрешкелччĕ: плантаци — пучах татмалли комбайн — сушилка — прессовка – склад — завод. Çак çыхăнура сортировка çукчĕ. Тасамарлăх сăлтавне институт директорĕ Анатолий Сергеевич Якимов та, ыттисем те ăнланнă. 1990 çулсен пуçламăшĕнче Шупашкарти реле хÿтĕлевĕпе автоматика специалисчĕсен квалификацине ÿстерекен институт тата хамăр институт инженерĕсем Çĕрпÿри хăмла фабрикинче продукцие тасатакан агрегат /сортировка/ пуçласа пухрĕç. Вăл «симĕс ылтăна» сортлассине йĕркелеме май пачĕ.

— Кăштах вараланчăк лекни пучах биотытăмĕн пахалăхĕ начаррине пĕлтермест вĕт!

— Тĕрĕс. Патшалăхăн сортлакан, полиэтилен пленкăпа тĕркелекен, хăмла гранулисем тăвакан, ытти ĕçе пурнăçлакан автоматика конвейерĕсене хута ямалли программăсем пулман пирки Раççей Европăран çур ĕмĕр кая юлчĕ.

— Ку ĕмĕт пирĕн пата çитессе шанатăп. «Хмелеводческое» историне таврăнар-ха?

— Отрасле çĕклеме Çĕрпÿре малтан республикăн зонăри хăмла наука-тĕпчев станцине, каярахпа наука-тĕпчев тата проектпа технологи институтне туса хунă. Якимов директор ертсе пынипе ăсчахсен коллективĕ хăмла çитĕнтермелли, тухăçа ÿстермелли технологисене ĕçе кĕртнĕ, çĕнĕ сортсем шухăшласа кăларнă. Анатолий Сергеевич институт хуçалăхĕнче выльăх ферми, склад, теплица, коттеджсем, котельнăй, ытти объект тутарнă. СПХ института пăхăннă. Эпир тĕпчевçĕсен çĕнĕлĕхĕсемпе пĕрремĕш усă курнă. Институтăн хăмла 7 гектарччĕ. Пирĕн пĕр хушă 18 гектар та пулнă.

— Институтра мĕнле специалистсем тăрăшнă?

— Хăмла çитĕнтерессипе — агрономсем, çĕнĕ сортсем кăларассипе — селекционерсем, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе — инженер-механиксем. Пурте тенĕ пекех — наука кандидачĕсем. Якимов ял хуçалăх наукисен кандидачĕччĕ. Институт ăсчахсем хатĕрлекен тимĕрç лаççиччĕ. Унпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕ тачă çыхăну йĕркеленĕ.

 

Парка пуянлатнă

— Тата кама ырăпа аса илетĕн?

— Анатолий Иванович Захарова. Вăл хайхи станцие ертсе пынă çулсенче çĕнĕ объектсем хута яртарчĕ.

— Эсĕ, малтан Çĕрпÿри совхоз-техникумра механика, каярахпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче инженер-механика вĕреннĕскер, хăмла çитĕнтернĕ çĕрте усă курмалли мĕнле хатĕр шухăшласа кăлартăн?

— Пĕррехинче Захаров мана: «Авăр шпагатне шертепе хăпартма, çÿлти шпагатран çекĕлпе çаклатса яма пăрахатпăр, — терĕ. — Шертене ултă-çичĕ метра çĕклесе çитерме йывăр. Çиллĕ кунсенче — пушшех. Малашне шпагат вĕçне çÿле механизациленĕ вышкăпа хăпартăпăр. Çÿле хăпармалли хатĕре çак кунсенчех ăсталăр».

Ертÿçĕ хушăвне пурнăçлас-сишĕн икĕ талăк куç хупмарăм. Украинăран илсе килнĕ вышкăн çыхма хăпармалли пайне хут çине ÿкертĕм, сварщикпа иксĕмĕр ăна тимĕр тăрăхĕсенчен майлаштартăмăр. Çын хăпармаллине малтан — алă, кайран электричество вăйĕпе çавăрса хăпартнă. Ансат механизм 1980 çулсенче хĕрарăмсене йывăр ĕçрен хăтарчĕ. Чăн та, ăна плантацие лартсанах патне пыма шикленчĕç. Станцин механизаци пайĕн ертÿçин Виталий Иванович Юрьевăн, ыттисен хăпарма тиврĕ. Хĕрарăмсем каярахпа хăнăхрĕç.

— Тата мĕне механизациленĕ?

— 1980 çулсенче продукцие типĕтмелли сушилкăри сывлăша 65 градус таран дизтопливо çунтарса вĕрилентернĕ. 1990 çулсен пуçламăшĕнче газпа усă курма тытăнтăмăр. Çавна май хуçалăх 20 хут сахалрах тăкакланчĕ. Хăрăк авăрсен тымарĕ вырăнне калчасем лартма гидробур, тĕп авăра ÿсме чăрмантаракан ытти çумавăра иртме хатĕр, йăранри тăпрара нÿрĕк тытма сарлака агрегат меллештертĕмĕр. СПХ трактор-машина паркне çуллен пуянлатнă.

— Социаллă ыйтусене мĕнле татса панă?

— Ĕçлекенсене пурăнма Çĕр-пÿре коттедж е хваттер панă. Сывлăха çирĕплетме, канма санатори-курорта янă. Ĕç укçи виçипе эпир районти «Сельхозхими» тата «Сельхозтехника» предприятисем хыççăн виççĕмĕш вырăнтаччĕ, çавăнпа çынсем пирĕн пата килме тăрăшнă.

— Тухăç мĕнлеччĕ?

— Республикăра чи пысăкки институтăнччĕ, пирĕн кашни гектартан — 14-16 центнер. 1990 çулсен пуçламăшĕнче килограмне кÿршĕ хуçалăхсем — 50-60, эпир 70-80 тенкĕлле сутнă. Мана: «Хаклăрах сутассишĕн сăхланатăн», — тетчĕç. Хăмла хăйхаклăхĕ пысăкчĕ, çавăнпа эпĕ лайăх хак ыйтнă. Паллах, хăмлаçăсем услам чылай нумайрах илнĕ.

 

Пайтах пулăшнă

— Патшалăх субсиди парса пулăшнă-и?

— Кашни килограмм хăмлашăн хутăш апат тÿлевсĕрех 5 уйăрнă. Лаптăка сухаласа кăпкалатма, çумкурăкпа сăтăрçăсене пĕтерме, хăмла юпи лартма, шпагат, ытти материал туянма, çĕнĕ плантацие пăхма субсиди нумай килнĕ. «Симĕс ылтăнран» илнĕ таса услам 50-60 çынран тăракан коллектива ĕç укçи тÿлеме, пĕтĕм тăкака саплаштарма çитнĕ.

— Хăмлана апатлантарнă-и?

— Паллах. «Сельхозхимине» телефонпа шăнкăравласа систернĕ те — тислĕк купи патне пысăк автомашинăсемпе минерал удобренийĕ кирлĕ чухлĕ пырса тăкнă. Хутăштарса тăпрана хывнă. Хăшпĕр чухне вĕсем малтан ыйтнинчен ытларах йышпа пынă. Ун пек чухне ытлашшине каялла ăсатнă.

— Эсĕ 1999 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аспирантура пĕтернĕ. 2005 çулта «Чăваш Республикинче хăмла туса илесси тата унпа усă курасси» темăпа диссертаци хÿтĕлесе экономика наукисен кандидачĕн степеньне тивĕçнĕ. Унпа кĕскен паллаштараймăн-и?

— 1917 çулчченхи тĕнчери тата Раççейри, ССР Союзĕнчи, республикăри 1970-2005 çулсенчи производствăна, ăна ÿстермелли çул-йĕре тĕпчерĕм, институт хатĕрленĕ сахал тăкаклă технологие, пучах биотытăмĕн пахалăхĕ производство тухăçлăхне витĕм кÿнине, ытти ыйтăва тишкертĕм. Продукцие тирпейлесе производствăна кĕртмелли схемăпа усă курма, сăра вĕретекен ассоциацисем, хăмла тата ытти продукци туса илекен, лавккасенче сутакан холдингсем йĕркелеме сĕнтĕм. Диссертаци уйрăммăн пичетленсе тухрĕ.

— Хăмлан пуласлăхĕ пур-и?

— Пур! Республикăра 2014 çулта 290 тонна — 1993 çулхинчен 9,9 хут сахалрах — пухса кĕртнĕ. Иртнĕ 15 çул хушшинче çуллен 580 тоннăран ытла пуçтарман. Сăлтавĕ — заводсем пирĕнне ыйтманнинче тата сутлăх хак пĕчĕккинче. Вăл аван пулсан чылай çитĕнтерĕччĕç, лаптăка пысăклатĕччĕç, техника туянĕччĕç. Заводсем пĕлтĕрхи тухăçран кашни килограма 450-500 тенкĕлле туянни хăмлаçăсене кăштах хавхалантарчĕ.

— Тен, Раççей Правительстви пурăна-киле чикĕ леш енчен кÿрекен хăмлашăн пошлина пысăк хурса импорт çулне пÿлĕ…

— Çапла картласан заводсен хамăрăнне туянма тивĕччĕ. Чăн та, вĕсем ыйтакан продукцин пысăкрах пайне хальтерех хамăр тивĕçтерме пуçламасан Правительство хăмлаçăсем кĕтекен йышăнăва кăларма тăхтаса тăрĕ. Мĕншĕн тесен паян импорта пăчлантарсан заводсем хăмласăр юлаççĕ. Çавăнпа пысăк пошлина хума е импорта санкцилеме тăхтаççĕ.

— Мĕнех, хăмлашăн аталану тапхăрĕ килессе чăтăмлăн кĕтĕпĕр.

— Çапла пултăр! Отрасль чĕрĕлессе питĕ шанатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.